Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗчӗк хӑлхисенчен сапфир ҫӑлтӑрсен ӑшне кӗртсе лартнӑ шултра ахах пӗрчисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; мӑйӗ тавра сапфир ҫӑлтӑрпа илемлетнӗ ахах пӗрчисем явӑнаҫҫӗ.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
…Пурис хӑйӗн ҫӑмӑл автомашини кабининче арӑш-пирӗш сапалатса янӑ йӑм-йӑм хура ҫӳҫлӗ, йӑлкӑн, пӑрӑнчӑк хура куҫлӑ, хура шӑна пилӗклӗ, чӑп-чӑмӑр туталлӑ, хӑлхисене сапфир алка ҫакнӑ тӑпӑл-тӑпӑл вӗлтӗрккене ыталаса ларать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Темӗн чухлӗ сапфир, рубин, изумруд хӑйсен пайӑркисене арпаштараҫҫӗ, сунарҫӑн ҫурӑлса тӗксӗмленнӗ ал тупанне янкӑр вутпа хуплама-ҫуллама ӑнтӑлаҫҫӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл таса тӳпе ҫинелле шанчӑклӑн та тӗлӗнсе пӑхать, куҫӗсем унӑн пӗлӗтрен те кӑвакрах, сапфир пекех витӗр курӑнаҫҫӗ.
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Монтанелли ҫӗнӗрен хӑюлланчӗ, анчах унӑн аллинчи сапфир чулӗнчен тунӑ ҫӗрӗ куҫӗ пӗрре йӑлтӑртатнинчен, тепре сӳннинчен Пӑван унӑн алли чӗтренине курчӗ.
XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Сапфир тӗслӗ пӗлӗт тӗлӗнче юланут хура силуэт пек палӑрса тӑнӑ.
LVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Витринӑсен кӗленчи хыҫӗнче шурӑ топазсем йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ, вӗсем Бразилинчи пекех хитрескерсем, ҫавӑнтах гранатсем; изумруд текен хаклӑ йышши чулсем, рубинӑпа сенкер сапфир тата, юлашкинчен, пысӑк мар алмаз пӗрчи пур, ӑна Терон шывӗн хӗрринче тупнӑ терӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кӑвак пиншакӗн кӗсьинчен хӗрлӗ пурҫӑн тутӑр курӑнса тӑни тата «павлин куҫӗ» пек тӗрӗллӗ галстук ҫинче сапфир чулӗнчен тунӑ такан йӑлтӑртатни те сахал.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
19. Хула хӳмин никӗсне тӗрлӗ хаклӑ йышши чулпа илемлетнӗ: пӗрремӗш никӗсне — яспис, иккӗмӗшне — сапфир, виҫҫӗмӗшне — халкидон, тӑваттӑмӗшне — смарагд, 20. пиллӗкӗмӗшне — сардоникс, улттӑмӗшне — сердолик, ҫиччӗмӗшне — хризолит, саккӑрмӗшне — берилл, тӑххӑрмӗшне — топаз, вуннӑмӗшне — хризопраз, вунпӗрмӗшне — гиацинт, вуниккӗмӗшне аметист теекен чулсем илемлетеҫҫӗ.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Райра, Турӑ пахчинче, пурӑннӑ эсӗ; санӑн тумна хаклӑ чулпа эрешленӗ; рубин, топаз, алмаз, хризолит, оникс, яспис, сапфир, карбункул тата изумруд, тата ылтӑн — ҫакна пурне те, ӑста харшаласа, сан ҫине ҫакнӑ, ку эреше сана пултарнӑ кун хатӗрленӗ.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ тата ҫакна куртӑм: акӑ тӳпере, херувимсен пуҫӗ тӗлӗнче, сапфир чулӗ евӗрлӗрехскер, темӗскер, патша пуканӗ майлӑскер, курӑнать.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӗсен пуҫӗ тӗлӗнче тӑракан тӳпе тӗлӗнче сапфир теекен чулран тунӑ патша пуканӗ евӗрлӗскер курӑнать; патша пуканӗ евӗрли ҫинче ҫын евӗрлӗскер ларать.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ман халӑхӑмӑн хӗрӗн ҫулпуҫӗсем юртан та тасарахчӗ, сӗтрен те шурӑрахчӗ; ӳчӗпе вӗсем мерченрен те хитререхчӗ, сӑнӗпе вӗсем сапфир евӗрлехчӗ; 8. халӗ вӗсенӗн сӑнӗ тӗксӗмрен те тӗксӗм; вӗсене урамра курсан паллаймаҫҫӗ; вӗсенӗн тирӗ шӑмми ҫумнех ҫыпӑҫӑнса ларнӑ, хӑрӑк йывӑҫ пекех пулса кайнӑ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пире ҫапла тархасламашкӑн санӑн каччу ыттисенчен мӗнрен лайӑхрах-ши вара?» 10. Манӑн савнийӗм шурӑ ӳтлӗ, хӗрлӗ сӑнлӑ, вунӑ пин каччӑран чаплӑрах вӑл: 11. пуҫӗ — таса ылтӑн; кӑтри — хумлӑ-хумлӑ, хура курак пек йӗпкӗн хура; 12. куҫӗсем — юхӑм шыв хӗрринче пурӑнакан, сӗтре чӑпӑл тӑвакан, киленсе ларакан кӑвакарчӑнсемех; 13. пичӗ — ырӑ шӑршӑллӑ чечек пахчийӗ, техӗмлӗ курӑксен йӑранӗ; тути — лили чечекӗ, мирра сӑрхӑнтармӑш; 14. аллисем — ахахлӑ-мерченлӗ икӗ ылтӑн чӑмӑр; хырӑмӗ — сапфир чулӗпе эрешленӗ, ӑстайлӑ якатнӑ сӑлан шӑммийӗ; 15. ури тунисем — ылтӑн никӗс ҫине лартнӑ икӗ мрамор юпа; пӗвӗ-сийӗ — Ливан тӑвӗ евӗр, кедр йывӑҫӗ пек мӑнаҫлӑн курӑнать; 16. чӗлхи-ҫӑварӗ — шерпет, кӑмӑлӗпе те вашават вӑл.
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнти чулсем — сапфир вырӑнӗ, ылтӑн пӗрчисем те ҫавӑнтах.
Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Манӑн чунӑм Туррӑма, аслӑ Патшана мухтавлатӑр: 16. ӗнтӗ Иерусалима ҫӗнӗрен — сапфир чулӗнчен, смарагд чулӗнчен, тӗрлӗ йышши хаклӑ чулсенчен — туса лартӗҫ; хӳмӳне, пашнӳсене, хӳтлӗхӳсене таса ылтӑнран тӑвӗҫ; 17. Иерусалим урамӗсене берилл чулӗпе, анфракс чулӗпе, Офиртан кӳнӗ чулпа сарса тухӗҫ.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Йӗркипе: рубин, топаз, изумруд — ку пӗрремӗш йӗрки; 11. иккӗмӗш йӗркинче: карбункул, сапфир тата алмаз; 12. виҫҫӗмӗш йӗркинче: яхонт, ахах тата аметист; 13. тӑваттӑмӗш йӗркинче: хризолит, оникс тата яспис; вӗсене ылтӑн харшасене лартнӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӑстайлӑ ӗҫлесе сут кӑкӑрлӑхӗ ту; ӑна ефод тунӑ пекех ту: ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ту; 16. вӑл тӑваткӑл пулмалла, икӗ хутлӑ, тӑршшӗ пӗр шит, анлӑшӗ те пӗр шит пултӑр; 17. ун ҫине тӑватӑ йӗрке харшаланӑ чул ларт; йӗркипе рубин, топаз, изумруд пултӑр — ку пӗр йӗрки; 18. иккӗмӗш йӗрки: карбункул, сапфир тата алмаз; 19. виҫҫӗмӗш йӗрки: яхонт, ахах тата аметист; 20. тӑваттӑмӗш йӗрки: хризолит, оникс тата яспис; вӗсене ылтӑн харшасене лартмалла.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Калӑпӑр, эпир иксӗмӗр тинӗсӗн вӗт чулне пысӑк миххе чӑп-тулли пуличчен тултаратпӑр та унта пурӗ те пӗртен-пӗр хаклӑ сапфир пӑрахатпӑр, михӗрен ҫак чула нумай хутчен кӑларсан, эсӗ хӑҫан та пулин ҫав хаклӑ япалана пурпӗрех тупатӑн, — ку та ӗнтӗ ҫакӑн пекех тӗрӗс.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
- 1