Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗтерчӗҫ (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ах, пӗтерчӗҫ! — терӗ те хайхи, аллине кӑкӑртан тытса, ҫавӑнтах ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Ак чӗркуҫҫийӗ темле кӑмӑра (е кӑк-тунката пулчӗши?) пырса шанлаттарчӗ; ак ҫамкине ирӗксӗр, хӗвелсӗр ӳснӗ чӑлах, хӑрӑк туратсем «таккаса» илчӗҫ; хӑшӗ-пӗри шӑчӑр-шӑчӑр хуҫӑлчӗ; ак питне-куҫне чӗрӗ, пиҫӗ туратсем, вут-хӗм сирпӗнтерсе, юнлантарса, чант! та чант! ҫупса, ҫапса-ӗселесе пӗтерчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унччен вӑл пӗчӗк пахчана хӑяр акаканччӗ, анчах та пӗлтӗр чӑхсем хӑяра шӑтарса-ҫисе пӗтерчӗҫ те — кӑҫал Маюк инке чеерех пулчӗ: чылай ҫимӗҫе ҫӗрулми пахчи варрине акрӗ.

Помоги переводом

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Карточка системине тахҫанах пӗтерчӗҫ.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тепӗр кунне, кӑнтӑрла иртсен, летчиксем хӑйсен ӗҫне пӗтерчӗҫ те будкӑна пухӑнчӗҫ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫак кунсенче ӑна фашистсен бомбардировщикӗсем аркатса пӗтерчӗҫ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Апатланса пӗтерчӗҫ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ҫтаппанпа Макҫӑм хӳшӗ туса пӗтерчӗҫ те япалисене унта вырнаҫтарчӗҫ.

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пӗтерчӗҫ явӑл пуҫӗсем!»

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ икӗ хӗр ташласа пӗтерчӗҫ те ҫамрӑксен хушшине кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пысӑк хуҫасене пӗтерчӗҫ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ачасем ӗҫлесе пӗтерчӗҫ, аллисене ҫуса, улӑха тухрӗҫ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял ҫумӗнчи хирте ырашӗ начар пулчӗ, уҫланкӑри хура тулпа вире пӑлхавҫӑсем утсемпе таптаса пӗтерчӗҫ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗттӗм пулса ҫитиччен ял ҫыннисем пӗтӗм утта хӑйсен енне турттарса пӗтерчӗҫ.

Помоги переводом

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫуркунне вӗсем карта таврашне кӑшласа пӗтерчӗҫ.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗлтӗр вӑл ясак питех те сахал пуҫтарчӗ, пуҫтарнӑ пеккине те пӗтӗмпе тенӗ пекех вырӑс куланайҫисем илсе кайса пӗтерчӗҫ.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та Сӗве шывӗ тӑрӑхӗнче стрелецсем йӗлтӗрҫӗсене нумай пӗтерчӗҫ.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗтерчӗҫ хӗр ачана.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрҫӑсем йӑлтах пӗтерчӗҫ пире.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешсем Ятламас каланине итлесе пӗтерчӗҫ те пӳлӗхҫӗне кӗл турӗҫ.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней