Поиск
Шырав ĕçĕ:
пӗлтерессе (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн чухлӗ тупӑш илессине, паллах, нумайрах, пӗр ултӑ-ҫичӗ пин тенкӗ илессине ҫырупа пӗлтерессе те; лайӑххине те, кирлӗ пулсан, ҫӗнӗ ҫурт туса пӗтериччен унта пурӑнма май пуррине те; юлашкинчен, повереннӑй виҫӗ-тӑватӑ пин ярса парасса та шаннӑччӗ вӑл, пӗр сӑмахпа каласан, повереннӑй ҫырӑвӗ те, Ольга ҫырӑвӗсем пекех, хаваслӑ та юратуллӑ пуласса кӗтнӗччӗ вӑл.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку мана тӳрех темле, ытти чухнехинчен пысӑкрах хыпар пӗлтерессе кӗтсе илме хатӗрлентерчӗ, мӗншӗн тесессӗн ку таранччен ҫырусене яланах анне ҫыраканччӗ, атте юлашкинчен ҫеҫ пӗр-икӗ йӗрке хушса хураканччӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗшӗн хурланнине амӑшне пӗлтерессе.Ждала, что выразят матери соболезнование по поводу безвременно умершему сыну.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
2. Турӑ ҫав Хыпара пӗлтерессе ӗлӗкех Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ сӑваплӑ ҫырусенче каланӑ; 3-4. ҫак Хыпар — Унӑн Ывӑлӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен; Вӑл ӳчӗпе Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрса хӑвачӗпе, тасатакан сывлӑшӗпе Хӑй Турӑ Ывӑлӗ иккенне кӑтартнӑ; 5. Унӑн ячӗпе пур халӑхсене те ӗненекен тумашкӑн эпир Ун урлӑ тивлетпе апостол тивӗҫне илнӗ, 6. апла ҫав халӑхсемпе пӗрле Иисус Христос сире те чӗннӗ.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ ӗнтӗ пӗтӗм тапӑр йӑшӑлтатма пуҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн Иудифь ҫинчен пур чатӑра та хыпар ҫитнӗ; чупса тухнӑ халӑх ӑна пур енчен те ҫавӑрса илнӗ, вӑл вара хӑйӗн ҫинчен Олоферна пӗлтерессе кӗтсе ун чатӑрӗ тулашӗнче тӑнӑ; 19. пурте ун илемӗнчен тӗлӗннӗ, ӑна пула Израиль ывӑлӗсенчен те тӗлӗннӗ, кашнийӗ тепӗрне каланӑ: ҫав халӑхӑн арӑмӗсем ҫакӑн пек пулсан, унран кам йӗрӗнме пултартӑр?
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Анчах та, патша хуҫамӑм, Израиль ҫыннисем пурте сан ҫине пӑхса тӑраҫҫӗ: вӗсем санран патша хуҫамӑм хыҫҫӑн унӑн аслӑ пуканӗ ҫине кам ларассине пӗлтерессе кӗтеҫҫӗ; 21. унсӑрӑн, патша хуҫамӑм хӑйӗн ашшӗсем патне канӑҫлӑха ӑсансассӑн, айӑпӗ ман ҫине тата Соломон ывӑлӑм ҫине ӳкӗ, тенӗ Вирсавия.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2