Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: пирӗн аттемӗрсем пурте пӗлӗт айӗнче пулнӑ, пурте тинӗс витӗр тухнӑ; 2. Моисей пӗлтернине ӗненсе, вӗсем пурте пӗлӗтпе тинӗс ӑшӗнче тӗне кӗнӗ; 3. пурте пӗр ҫимӗҫе, ҫӳлтен ярса панине, ҫинӗ; 4. пурте тӗлӗнмелле юхтарса кӑларнӑ пӗр ӗҫмелли ӗҫнӗ, вӗсем хӑйсемпе пыракан Чулран ӗҫнӗ, ҫав Чул Христос пулнӑ.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Паян никам та правленине килсе пӑхас ҫук, пурте, пурте, пурте — Иван Евдокимович та, бригадирсем те, колхозниксем те, учительсем те, ачасем те — пурте йӗтем ҫинче…
Мӗншӗн Чижик авӑн ҫапнӑ ҫӗре лекмерӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Малта асли утса пынӑ; вӑл хуллен кӑна аллине хускатса командӑсем панӑ: аллине пуҫ ҫинелле ҫӗклет — пурте ҫав самантрах чарӑнса хытнӑ пек пулса тӑраҫҫӗ; аллине аяккалла сулса аялалла кӑтартать — пурте хӑвӑрт та пӗр шавсӑр ҫӗре выртаҫҫӗ; аллипе малалла сулать — пурте малалла шӑваҫҫӗ; каялла кӑтартсан — пурте ерипен каялла пыраҫҫӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
22. Иисус Христоса ӗненни урлӑ Турӑ пурне те, пур ӗненекене те тӳрре кӑларать, мӗншӗн тесессӗн пур ҫын та пӗр: 23. пурте ҫылӑха кӗнӗ, пурте Турӑ мухтавне ҫухатнӑ; 24. Христос Иисус асапланса вилсе пире ҫылӑхран хӑтарнипе, Турӑ тивлечӗпе пурте ахалех тӳрре тухаҫҫӗ; 25-26. Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗ урлӑ тасалччӑр тесе, Турӑ Ӑна ҫырлахтаракан парне пулмалла тунӑ.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй таса чӗреллӗ ачасем, мана итлӗр-ха, эсир юхӑм шыв хӗрринче ӳсекен кӗлчечек пек ӳсӗр; 17. ливан ырӑ шӑршӑ сарнӑ пек, сирӗнтен ырӑ шӑршӑ сарӑлса тӑтӑр; 18. лили чечекӗ пек ҫеҫкеленӗр, юрлама пуҫлӑр та пурте пӗрле юрласа мухтӑр; 19. пур ӗҫӗрпе те Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр; Унӑн ятне аслӑлӑр, мухтавлӑхне кура Ӑна чап кӳрӗр, 20. юрӑ юрласа, кӗсле каласа, акӑ ҫапла аслӑлӑр Ӑна: 21. Ҫӳлхуҫанӑн мӗн тунӑ ӗҫӗ пурте ырӑ, Вӑл мӗн хушни пурте вӑхӑчӗпе пулса пырать; 22. «мӗскер-ши ку? мӗне кирлӗ-ши ку?» теме юрамасть: пурте хӑй вӑхӑтӗнче паллӑ пулӗ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем пурте кил еннелле хускалчӗҫ, мӗншӗн тесен пурте выҫма ӗлкӗрнӗ, пурте хӑвӑртрах сӗтел хушшине ларасшӑн.Все тут же двинулись к дому, потому что успели уже проголодаться и хотели поскорее сесть за стол.
Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Пурте йӗри-тавра васкавлӑ ӗҫӗн хавалӗпе ҫӗкленсе тӑнӑ, харӑссӑн, кал-каллӑн йывӑҫсене ҫирӗплетнӗ, шӑлтӑрмасем лартнӑ — шыва путнӑ парӑша ҫӗклеме хатӗрленнӗ; пурте уҫӑ та савӑнӑҫлӑ пулнӑ, пурте — пурӑннӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара пурте, пурте курасшӑн, пурте курасшӑн! тесе кӑшкӑрса ячӗҫ.
Мӗнле иккен вӑл дзыгӑ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Вӗсем пурте ҫара уран, пурте пирӗн ҫине, асаннепе иксӗмӗр ҫине пӑхаҫҫӗ, тата пурте: — Пӑх-ха, ачи чипер! — теҫҫӗ.
Эпир лашасене шӑварни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Уҫлӑх анлӑшӗнче куҫа шӑнӑҫакан тем тӑршшӗ хир те, ун ытамӗнче ытлӑхлӑн тӗлӗрекен унчченрех лӑпчӑннӑ хумлӑ-хумлӑ юр та, халь-халь сӑмах хушса калаҫма пикенес шӑплӑх та — пурте, пурте вӗсем ҫак кӗвӗ асамлӑхӗпе витӗннӗ, пурте вӗсем ҫак чипертен те чипер ҫӗнӗлӗхе ӳпӗннӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вара пустуй япаласем пурте, ниме кирлӗ мар сӑмахсемпе шухӑшсем пурте, йӑлӑхтарса ҫитернӗ килӗшӳсӗр япаласем пурте, трактир таврашӗнчен йӑлтах — тӗтӗм сирӗлнӗ пек тӗлӗнмелле сирӗлсе саланса каятчӗҫ; пурин ҫинелле те урӑхла пурӑнӑҫ сывлӑшӗ, юратассипе те хурланассипе пулнӑ, шухӑша яракан таса пурӑнӑҫ ҫине килсе тӑратчӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ сӗмсӗрленсех Тургенева вулатӑп та унӑн пурте пит ӑнланмалла пулнинчен, пурте кӗркуннехи пек витӗр курӑнса тӑнинчен, унӑн ҫынӗсем пит таса пулнинчен тата вӑл йӑвашшӑн та ыррӑн каласа пӗлтернисем пурте пит лайӑххинчен тӗлӗнетӗп.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пире панӑ шампански бутылки камӑннине эпӗ пӗлмерӗм (кайран мана ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл пурте пӗрле туяннӑскер пулнӑ), ҫавӑнпа туссене хамӑн укҫапа хӑналас килчӗ, кӗсьери укҫана эпӗ тӑтӑшах хыпашла-хыпашла пӑхрӑм, вара вунӑ тенкӗлӗх хут укҫа кӑлартӑм та, хам патӑма ҫынна чӗнсе илсе, ӑна укҫа патӑм та: тархасшӑн тата пӗр ҫур бутылка шампански илсе килӗрччӗ тесе пӑшӑлтатса каларӑм, анчах ҫакна пурте илтрӗҫ, мӗншӗн тесен пурте ман ҫине ним шарламасӑр пӑхатчӗҫ.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ан тив, пурте илтмелле «кӗрлесе» кайтӑр ман ят, ан тив, Юлька салонне пырса кӗрсен, калӑпӑр, пурте ман ҫинчен калаҫчӑр, пурте пирӗн ҫинелле тӗлӗнсе пӑхчӑр: «Ах, мӗнешкел чаплӑ мӑшӑр!», «Вӑл питӗ пултаруллӑ, теҫҫӗ…», «Арӑмӗ вара ытарма ҫук хӳхӗм!..»
17 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Пурте — г-жа Лора та, г-жа Куэнтро та, булка сутакан хӗрарӑм та, «Ангел хранитель» ятлӑ мастерской хуҫи г-жа Баяр та — пурте курайман ӑна, пурте пӑрӑннӑ унтан.
VII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Патша ҫаппа-ҫарамас ҫӳренине пурте кураҫҫӗ, анчах патшан ҫӗнӗ тумтирне курмастпӑр теме пурте хӑраса тӑнӑ: ӑна ухмах ҫын анчах курас ҫук тенине вӗсем пурте илтсе пӗлнӗ.
Патшанӑн ҫӗнӗ тумтирӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Киле вӗсем пурте пӗрле таврӑнчӗҫ, пурте савӑннӑ, пурте ывӑннӑ.Вместе они возвращаются домой, возбужденные, радостные и усталые.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Камшӑн пролетариат идеалӗсем хаклӑ, ҫавсем пурте… пурте, пӗр ҫын юлмиччен пурте — пӑшал тытӑр!Все, кому дороги идеалы пролетариата, все… все до единого — к оружию!»
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Хӗрарӑмсемпе шыв хӗрне шыва кӗме анаттӑмӑрччӗ те, пурте манран тӗлӗнетчӗҫ, манпа танлаштарсан, пурте чирлӗччӗ, пурте имшеркке те хытканччӗ.
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Майӗпенех, вӗсем кӑна мар, пӳлӗм те пӗтӗмӗшпех тата йӗри-таврари япаласем пӗтӗмӗшпех: сӗтел ҫинчи сӑмавар та, Увар Ивановичӑн кӗске жилечӗ те, Зойӑн яп-яка чӗрни те, Константин Павлович аслӑ княҫӑн стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫуллӑ сӑрпа ӳкернӗ портречӗ те тӗлӗкре курӑннӑн туйӑнчӗ; пурте куҫ умӗнчен сирӗлчӗҫ, пурте тӗттӗмпе карӑнчӗҫ, пурте пӗтрӗҫ.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.