Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пурте аван, пурте йӗркеллӗ, пурте кӑмӑллӑ.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ан пӑшӑрхан. Ӗҫсем лайӑх. Пурте чӗрӗ, пурте сывӑ. Часах тата та нумайрах пӗлӗн. Ыттисене те, пурте аван тесе пӗлтер, ан хуйхӑрччӗр. Ҫыруна пӗтер. Захар».
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Тӗрмесем пурте тулли, катӑркӑсем пурте ҫапса хӗснӗ пек, жандармсем пурте кӗтессенче, мӗнпур ҫар ура ҫинче, мӗншӗн-ха, Мальчиш, ҫутӑ кӑнтӑрла та, тӗттӗм ҫӗрле те, пире канӑҫ ҫук?
Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.
Йӗри-тавра пурте ылтӑннӑн ешерсе выртать, ӑшӑ ҫил сывланипе пурте — йывӑҫсем, тӗмсем, курӑксем — пурте анлӑн та ҫемҫен хумханаҫҫӗ; пур ҫӗрте те татти-сыпписӗр уҫӑ сасӑсемпе тӑрисем юрӑ шӑратаҫҫӗ; текерлӗксем е тӳрем улӑхсем ҫинче кӑшкӑрса явӑнса каҫаҫҫӗ, е тумхах ҫинчен тумхах ҫине шӑппӑн чупса ҫӳреҫҫӗ; ӳссе ҫитмен чечен те ешӗл ҫуртри ҫинче кураксем илемлӗн хуралса ҫӳреҫҫӗ; вӗсем кӑшт кӑна шуралма ӗлкӗрнӗ ыраш ӑшӗнче ҫухалаҫҫӗ, сайра-хутра ҫеҫ унӑн тӗтӗм евӗрлӗ хумӗсем ҫинче вӗсен пуҫӗсем курӑнса каяҫҫӗ.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пурте ултав, пурте ӗмӗт, пурте ху шутланӑ чӑн япала пек мар!» тесе асӑрхаттарать.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Пурте ултав, пурте ӗмӗт, пурте шутланӑ чӑн япала пек мар!
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Машинӑсем те, танксем те, бронетранспортёрсем те, леш хаяррӑн йӑлтӑртатакан пенсне тӑхӑнса янӑ эсэсовец та, леш чӗрӗ сыснана ҫыхса пӑрахнӑ лав ҫинче ларса пыракан нимӗҫсем те, пӗр сӑмахпа каласан, ҫак нимӗҫсем пурте — чыхӑнса апатланакан, кӑшкӑрса ҫуйӑхакан, таврари вӑрмансене вараласа пӗтернӗ нимӗҫсем, ҫак Гиллесем, Мюлленкампсем, Гаргайссем пурте, ҫак карьеристсемпе асаплантаракансем, ҫакса тата персе вӗлерекенсем пурте — вӑрманти ҫулсем тӑрӑх тӳрех хӑйсен вилӗмӗ патне ҫывхарса пыраҫҫӗ, вилӗм хӑйӗн тавӑракан аллине ҫак пӗтӗм вунпилӗк пин пуҫ ҫине антарма пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Шыв ҫийӗнчи тӗтре те сирӗлет, хӗвелтухӑҫӗнчи кӗрен тӗс те ҫухалчӗ — йӑлтӑркка ҫутӑра пурте хӑй вырӑнне ларчӗ, пурне те яланхи тӗс ҫапрӗ; вӗрипе хӗрсе саралнӑ чуллӑ сӑртсем те, шуркутсем йӑва туса чечче пек шӑтарса пӗтернӗ тӑм тӑвайкки те, ҫаралса юлнӑ тӗмескесем те, чӑнкӑ ҫырансенчи шыв та, хырсен сӑрӑ вуллисем те, стенисене кизякпа сӗрнӗ хура выльӑх вити те — пурте, пурте яланхи пекех.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫиелтен пӑхсан, пурте яланхи пекех: вӗри сывлӑшра иртен пуҫласа каҫченех кайӑк-кӗшӗк ҫуйхашать; инҫете курӑнакан тавракурӑм хӗрринче ҫинҫе пурҫӑн карри пек ӑрша вылянса тӑрать; аякри тӗмесемпе сӑвӑр тӗмисем силлене-силлене таҫта шунӑ пек туйӑнаҫҫӗ; тавракурӑм хӗрринче бригада ҫурт-йӗрӗсем е трактористсен пӗчӗк вагонӗ аран-аран курӑнмалла тухса тӑрать; ҫулсем ҫинче тусан юпи ҫӗкленет те, вара унӑн пӗлӗчӗ темиҫе километрах хӳме пек карса илет; таҫта хӑяматра мотор кӗрлет — унӑн сасси хӑлхана ҫӗр ҫине хурса итлесен лайӑх илтӗнет; янк уҫӑ уй-хирте лаша ури тапӑртаттарни янӑраса каять — юланутҫӑн вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫӗ симӗс ҫулҫӑллӑ кукуруза хушшинче ҫӑмха пек чупса иртсе ҫухалать, — пӗр сӑмахпа каласан, пурте яланхи пекех, пурте шӑп та шай хальчченхи ҫулласенче пулнӑ пекех, анчах ҫакӑн пек кунсенче ҫӗрӗҫлекенӗн ҫивӗч хӑлхи темскер урӑххине — ҫуллахи ӗҫ пуҫланнине туйса илет.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тата пӗр уйӑхран Володя ҫакнашкал шухӑшлама пуҫларӗ: пурнӑҫра чи интересли — класа журналпа, глобус е кайӑк катемпи йӑтса кӗни, класа кӗрсен пурте ура ҫине тӑрсан сана сасӑпа пӗр харӑс саламлани; эсӗ пур, сӗтел хушшине мӑнаҫлӑн кӗрсе ларатӑн, стена ҫине илемлӗ картина ҫакатӑн, пурне те пӗлетӗн, сана пурте сума сӑваҫҫӗ, пурте итлеҫҫӗ, тата кӑштах хӑраҫҫӗ те; эсӗ класс журналне мӗн ҫырнине пурне те вулама пултаратӑн, тӗрлӗ отметкӑсене пӑхса илетӗн, иртӗнме пуҫласан, кирек мӗнле вӑйлӑ ачана та класран кӑларса яратӑн, хулӑн хӗрлӗ кӑранташпа е унтан та ытларах, хӗп-хӗрлӗ чернилпа тетрадьри йӑнӑшсене туртатӑн та, аяла: «В. Дубинин пӑхса тухнӑ. 100 йӑнӑш. Пит япӑх» — тесе ҫыратӑн.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кунти япаласем пурте хӑнӑхнӑскерсем пулин те: ванчӑк вешалка, ҫурӑк чейник, унта-кунта сапаланса выртакан тусанланса пӗтнӗ ӗҫ хучӗсен папкисем, хуҫӑк ураллӑ кивӗ кресло, хӑйӗн кресли ҫинче кальян тытса ларакан Цинь И-тан, — ӑна тип ӳслӗк асаплантарать, вӑл пуҫне чӗтрештеркелесе ҫеҫ ларать… — пурте, пурте ют.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Ҫак самантран пуҫласа вӑл мӗн курни — пурте, мӗн шутлани — пурте, мӗн туйни — пурте уншӑн ҫӗнӗ япалапа, тусен мӑнаҫлӑ та мухтавлӑ сӑнӗпе ҫыхӑнса тӑчӗҫ.
III // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пилӗк ҫын валли пулсан, Итали опери те пулма пултаракан япала мар вӗт, анчах пӗтӗм Петербург валли питех те пулма пултарнӑ япала, ӑна пурте кураҫҫӗ, пурте илтеҫҫӗ; вунӑ ҫын валли пулсан, «Н. В. Гоголӗн пӗтӗмпех пухса кӑларнӑ сочиненийӗсем те — Мускав 1861 ҫ.» пулма пултаракан япала мар вӗт, пӗтӗм халӑхшӑн пулсан вара питех те пулма пултаракан тата хаклӑ мар япала, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл хӑй мӗнле ӳкнине ӑнлантарса пама ахалех тӑрӑшать, пурте ахӑлтатса кулаҫҫӗ, кулнӑ сасӑ кайри пӳлӗмпе хӗрсен пӳлӗмне те ҫитет, пӗтӗм пӳрте ҫавӑрса илет, пурте пулса иртнӗ кулӑшла ӗҫе аса илеҫҫӗ, пурте чылайччен, харсӑррӑн, халиччен илтменле, Олимп туррисем пек ахӑлтатаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурте ҫӳлти туррӑн мӗнле те пулин асапӗнчен хӑтӑласшӑн пулнӑ пекех, Арави ҫеҫенхирӗнчи ҫул ҫӳрекен караван шыв тупайман пекех, ӑш хыпнинчен ҫӑлӑнмалли майсем шыраҫҫӗ, пурте ниҫта кайса кӗрейми чупкалаҫҫӗ, пурте тертленеҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Таврара пурте, пурте ют пулса тӑнӑ, савӑнтараканни нимӗн те юлман, Петя ҫине пурте тахҫанхи аваллӑхран пӑхнӑ пек туйӑннӑ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пурте савӑк кунта: ҫӳлтен юхӑнса анакан музыка сасси те, ачасем выляса ҫуйӑхни те, ҫавра хӑйра ҫавӑрни те, асфальт ҫине пурӑпа ҫырса тунӑ «классем» те, сӑпкаллӑ урапа тӗртсе пыракан амӑшсем те, подъезд умӗнче шӑкӑлтатса ларакан кинемейсем те, пурте, пурте…
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫакӑ пурте — шывра лӳшкенекен сарлака урамсем те, йӗпе асфальтӑн тӗкӗрӗ ҫинче сӑнланса тӑракан ҫуртсем те, ҫӑкӑр шӑрши те, паллакан номерлӗ трамвайсем те, — пурте, пурте паян ӑраснах илемлӗн, ӑраснах тӑванӑн туйӑнаҫҫӗ, ҫакна пула, манӑн чӗрем татах та хыттӑн ыратса кайрӗ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗр сӑмахпа каласан, таврара пурте вырӑнтан вырӑна куҫнӑ, пурте хусканнӑ, пурте малалла васканӑ.Словом, всё вокруг перемещалось, всё было в движении, всё торопилось вперёд.
26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пурте пӗр пек ыйту пачӗҫ, хирӗҫ «ия» тенине илтсен, пурте хӗпӗртесе алӑ ҫупрӗҫ, юлашкинчен Томпа Эммисӗр пуҫне пурте хӑйсене чӗнтерттерчӗҫ.И все, кроме Тома и Эми, один за другим, радостно хлопая в ладоши, напросились на приглашение.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.