Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ильхам Махмутов корэш енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗн ятне тивӗҫрӗ тата вуншар-вуншар ҫамрӑкӑн спортри ҫитӗнӗвне палӑртма пулать«,- каласа парать спорт шкул ертӳҫи Анатолий Афанасьев. Пӗрлех спорт ветеранӗсене те палӑртса хӑварчӗ Анатолий Семенович. Терентий Давыдов, Николай Григорьев, Маргарита Николаева, Лев Никитин, Рифкат Сафиуллов, Николай Паймуллин тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртусене хутшӑнма мехел ҫитереҫҫӗ. Ҫамрӑксене спортпа пиҫӗхтерес ӗҫе Валерий Афанасьев, Эльфис Мтиев, Ильфак Алеев, Лев Никитин, Валерий Платонов, Светлана Рубцова, Татьяна Торговцева тренер-преподавательсем тивӗҫлӗ тӳпе хываҫҫӗ. Штатра 53 ҫын. Пурте хӑйсен ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра муниципалитет округӗнчи кирек хӑш ҫулхи ҫын та ГТО нормативӗсене пурнӑҫлатӑр тесе тӗллевлӗ ӗҫлесе пыраҫҫӗ. Ку енӗпе муниципалитет округӗн администрацийӗн, тӗп больница, пушар хуралӗн коллективӗсен хастарлӑхне палӑртаҫҫӗ. Вӗренекенсенчен вара Аслӑ Чементи, Нӑрваш Шӑхалӗнчи, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш, Первомайскинчи вӑтам шкулта пӗлӳ пухакансем яваплӑха туяҫҫӗ. Сусӑр ҫынсене ГТО нормативӗсене пурнӑҫлама явӑҫтарассине те мала хураҫҫӗ. Патӑрьел муниципалитет округӗ кӑҫалхи виҫҫӗмӗш квартал кӑтартӑвӗсемпе ку енӗпе рейтингра вуннӑмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Малашне ӑна тата лайӑхлатассишӗн тимлеҫҫӗ. Ачасен тренировкӑсене спорт шкулне куллен килсе ҫӳремелле те мар. Аякри ялсенче пурӑнакансене йывӑрлӑх кӳрет ҫакӑ. Вӗсем вырӑнти филиалсенче - Турханта, Аслӑ Чементе, Пӑлапуҫ Пашьелӗнче, Первомайскинче - ҫӑмӑл атлетикӑпа, Нӑрваш Шӑхалӗнче - велосипедпа, Алманчӑра - йывӑр атлетикӑпа, Тутар Сӑкӑтӗнче, Сӑкӑтра, Хирти Пикшикре ирӗклӗ майпа кӗрешессипе хӑйсен ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Фитнес аэробикӑна ҫӳрекенсем пултаруллӑран та пултаруллӑ. Шывра ишекенсем, волейболла, футболла вылякансем, триатлонпа ӑмӑртакансем, корэш, кӗрешӳ, алӑ вӑй виҫекенсен турнирне хутшӑнакансем ӑсталӑхпа палӑраҫҫӗ. Муниципалитет округӗнче ҫулленех Раҫҫей шайӗнчи Ирина Калентьева ячӗллӗ, республика шайӗнчи 12 ӑмӑрту иртет. Вырӑнтисене шутласа та кӑлараймӑн. Спорта кӑмӑллакансен, унпа ҫывӑх пулнисен турнирӗсене ирттересси йӑлара. Вӗсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем, кӑмӑллакансем хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Уйӑхра пӗр хутчен ФСКара Сывлӑх кунне ирттереҫҫӗ. Унта тӳлевсӗрех кирек кам та пырса хӑйӗн сывлӑхне ҫирӗплетме пултарать. Тивӗҫлӗ канӑва тухнисем кашни кӗҫнерникун каллех тӳлевсӗр ҫӳреҫҫӗ. Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемье членӗсем ФСК ҫӑмӑллӑхӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Муниципалитет округӗнче ҫакнашкал спорт комплексӗ пулни савӑнтарать. Малашне те тулли хӑватпа ӗҫлетӗрех вӑл. Ҫӗнтерӳ хӑй тӗллӗн килмест
Спорт шкулне - ҫур ӗмӗр // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51874-spor ... ne-cur-m-r
Анчах халӗ ку ҫителӗксӗр пек туйӑнать паянхи куншӑн, мӗншӗн тесен унта вӑрҫӑра пулнисен хушамачӗсемпе ячӗсем анчах.
Сочинени // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Вӑрҫӑра пулнисен санӳкерчӗкӗсене пухрӑм, хӑйсем сывӑ чухне каласа панисене хам астунӑ тӑрӑх тата ыттисен асилӗвӗсем тӑрӑх ҫыра-ҫыра хутӑм.
Сочинени // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Кадет-вӗренекенсене Комсомольски округӗн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ Евгений Савельев, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Валерий Денисов, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче службӑра пулнисен ветерансен совечӗн членӗсем тата ыттисем те саламланӑ.
Виҫҫӗмӗш хут иртнӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d0%b ... %bd%d3%97/
Диспансеризацире пулнисен 35% яхӑн пайӗн кӗлетке виҫи ытлашши, 12,9% юнри сахӑр виҫи кирлинчен пысӑкрах.
Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan
Вӑл театр институтне кайма тивӗҫлӗ пулнисен хушамачӗсене вуланӑ чухне хам шӑпапа епле татса парасса кӗтнӗ пекех хумханса лартӑм.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Анчах, вӑйӑ условийӗсем тӑрӑх, тӗл пулнисен вӑйӗ пӗр пек пулмасан, калӑпӑр пӗччен ик ҫынна тӗл пулсан — тӑшман вилнӗ пулать, унӑн ҫанни ҫинчи ҫыхха салтса илеҫҫӗ.
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Техасри законсем ҫав тӗлӗнмелле майпа пуҫтарса хунӑ ҫынсене «инкек-синкек пулнисен» графине кӗртсе хураҫҫӗ, айӑплӑ ҫынсем вара нимле наказани те курмаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ишӗлчӗк айне пулнисен пурӑнӑҫӗ тӳсмелле мар йывӑрланса ҫитрӗ.
22. Ҫӑлӑнӑҫ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
— Вара хӑйсен ҫӑткӑнлӑхне пула вӑйлӑ пулнисен куҫа хӑрушла курӑнакан вӑйӗ ишӗлсе анӗ, вӗсен ури айӗнчи ҫӗр ишӗлӗ, вӗсен нимӗн ҫине те пусса тӑмалли пулмӗ…
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Пӗтӗм ӗҫ путланса ларас хӑрушлӑх тухса тӑнӑ вӑхӑтра тӑшман пулнисен пулӑшӑвӗнчен те йӗрӗнмеҫҫӗ.— Когда на карту ставится участь всего дела, не брезгают помощью и бывших врагов.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Нимӗҫ салтакӗсем чӗррисене тивӗҫлӗ туйӑмӗпе кунта, халӑх вилнисем валли уйӑрнӑ вырӑнта, ҫав тери нумаййӑн пурӑннӑ; ҫӗр ҫинче ырӑ пурнӑҫпа пурӑнса канӑҫа тивӗҫлӗ пулнисен канӑҫлӑхне ҫакӑн пек пӑсни ҫинчен шухӑшлама та йывӑр.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑй ҫитменнипе аяла пулнисен мӗскӗн сасси таврари тискер кӑшкӑрашупа хутшӑнса каять; вӗсене аякка сирсе ывӑтнӑ та, халь ӗнтӗ вӗсем, выҫӑ пирки, тутӑ чухнехи пурнӑҫшӑн мӗскӗнленсе макӑраҫҫӗ; анчах ҫав пурнӑҫшӑн кӗрешме пултараймаҫҫӗ вӗсем, хӑравҫӑскерсем, вӑйсӑрскерсем.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Вӗсене «Тинӗсре пулнисен Комсомольски районӗнчи тӑванлӑхӗ» общество организацийӗн ертӳҫи Евгений Орешкин, районти ветерансен совечӗн председателӗ Юрий Тимофеев, ЧР ҫар комиссариачӗн Комсомольски тата Елчӗк районӗсенчи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Герольд Серебров саламларӗҫ.
Тинӗс-ҫар флочӗн кунне уявларӗҫ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.08.02
Экскурси пурне те килӗшрӗ, унта пулнисен тӗрӗ тӗрлес туртӑм ҫуралчӗ.
«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
24. Тимофей хӑй Досифейпа тата Сосипатрпа пӗрле пулнисен аллине лекнӗ, темӗн тӗрлӗ чееленсе хӑйне чӗрӗлле кӑларса яма тархасланӑ: ун патӗнче [иудейсен] чылайӑшӗн ашшӗ-амӑшӗ, хӑшӗсен вара тӑванӗсем тыткӑнра имӗш, эхер те вӑл вилсессӗн, вӗсене ӗнтӗ хӗрхенсе тӑрас ҫук.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Иудейӑра та, Иерусалимра та пӗлтерсе тухнӑ: тыткӑнран таврӑннисене пурне те Иерусалима пухӑнма чӗннӗ; 4. икӗ е виҫӗ кун хушшинче пыманнисем пулсан, аслӑ ҫынсен сучӗ йышӑннипе, вӗсенӗн пурлӑхне туртса илӗҫ, хӑйсене тыткӑнра пулнисен ушкӑнӗнчен уйӑрӗҫ, тенӗ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫур тупӑш, вӑрҫӑра пулнисен пайӗ, ҫакӑн чухлӗ пулнӑ: вак выльӑх — виҫҫӗр вӑтӑр ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр пуҫ, 37. вак выльӑх шутӗнчен Ҫӳлхуҫана ултҫӗр ҫитмӗл пилӗк пуҫ парне панӑ; 38. шултӑра выльӑх — вӑтӑр ултӑ пин пуҫ, ун шутӗнчен Ҫӳлхуҫана ҫитмӗл икӗ пуҫ парне панӑ; 39. ашак — вӑтӑр пин те пилӗкҫӗр пуҫ, ун шутӗнчен Ҫӳлхуҫана утмӑл пӗр пуҫ парне панӑ; 40. вунултӑ пин ҫын, ҫав шутран Ҫӳлхуҫана вӑтӑр икӗ чун парне панӑ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1