Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак ачалла таса чӗре ӑшне кам ӑнсӑртран, е юриех кӗрсе пӑхнӑ — кичем пулнӑ-и вӑл, усал-и — ун майлӑ пулмасӑр, е пӗр-пӗринпе ҫывхарма мӗн те пулин кансӗрлесен, унпа ырӑ та ҫирӗп ӑспа та пулин ҫывхармасӑр тӑма пултарайман.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна валли ятарласах ҫӗлетнӗ мундир ҫинчен те ӗмӗтленнӗ вӗсем, вӑл палатӑра советник пулнине те ӑсра сӑнарланӑ, амӑшӗ ӑна губернатор та тӑвасшӑн пулнӑ; анчах ҫаксем патне мӗнле те пулин йӳнӗрех хакпа, тӗрлӗ чеелӗхсемпе, вӗренӳпе хисеп ҫулӗ ҫинчи чулсемпе чӑрмавсенчен вӑрттӑн ҫаврӑнса иртсе, вӗсен урлӑ ҫӑмӑллӑн каҫса ҫитесшӗн тӑрӑшнӑ, урӑхла каласан, чунпа ӳт-пӗве халтан ямасӑр, ҫӑмӑллӑн, ача чухнех турӑ пиллесе панӑ самӑрлӑха чакармасӑр, ахаллен, йӑлисене тытса пырса, мӗнле те пулин аттестат илмелле, унтан Илюша пур наукӑсемпе искусствӑсене те вӗренсе тухнӑ, тесе ҫырнӑ пултӑр.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кам та пулин ватлӑхпа е мӗнле те пулин вӑрӑма пыракан чирпе ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ пулсан, унти ҫынсем кайран та ҫакнашкал сайра пулакан ӗҫ пирки чылайччен тӗлӗнсе пурӑнаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем унта Швейцаринчи е Шотлӑндири евӗрлӗ мӗнле те пулин каҫа курайман пулӗччӗҫ: ҫав ҫӗршывсенче пӗтӗм ҫутҫанталӑк — вӑрман та, шыв та, хӳшӗсен стенисем те, хӑйӑр сӑрчӗсем те — пурте тӗксӗм хӗрлӗ ҫутӑпа ҫуннӑн ялтӑртатса тӑраҫҫӗ; пӗр-пӗр Ледипе пӗрле мӗнле те пулин ҫурт-йӗр ишӗлчӗкӗсем патӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн кукӑр-макӑр хӑйӑрлӑ ҫулпа тӗреклӗ замока васкакан юланутлӑ арҫынсен мӗлкисем ҫав тӗксӗм хӗрлӗ тӗс ҫинче яр-уҫҫӑнах палӑрса тӑраҫҫӗ; замокра вӗсене Вальтер Скотт пирӗн асра хӑварнӑ нумай картинӑсем кӗтеҫҫӗ — икӗ роза хушшинче пулса иртнӗ вӑрҫӑ ҫинчен аслашшӗ каласа пани, хир качаки ашӗнчен пӗҫернӗ каҫхи апат тата лютня каласа ҫамрӑк мисс юрласа панӑ баллада.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Телефонпа калаҫнӑ чух йӗркеллех пурӑнатӑп терӗр пулин те, тен, мӗн те пулин кирлӗ?Хотя по телефону вы ответили, что все нормально, но, может быть, в чем-то нуждаетесь?
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тен, халӗ те пулин ҫӗршыври карапсен ҫитменлӗхӗсене тӳрлетес тесе мӗн те пулин тӑвӗҫ?Может быть, теперь примут срочные меры к исправлению столь очевидных недостатков в судах?
Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл йӑлтӑртатнӑ пулин те, ҫиелтен витӗр курӑннӑ пулин те, тарӑн тӗлте хӑрушӑ хуран пек пулнӑ.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Катьӑпа мӗнле те пулин инкек пулнӑ пулсан, мана ун ҫинчен кам та пулин ҫырса пӗлтернех пулӗччӗ тенипе ҫеҫ хама хам лӑплантартӑм эпӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мускавра пулнӑ пулсан, кӑшт та пулин курнӑҫнӑ, пӑртак та пулин калаҫнӑ пулӑттӑмӑр.Если бы я была в Москве, мы бы хоть повидались, хотя бы часок побыли вместе.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тен вӑл ҫав тетрадьрен хӑйӗн тӗрӗслӗхне кӑтартакан пӗр сӑмах та пулин тупасса шаннӑ пулсан, кам та пулин питӗнчен сурнӑ пулсан, Катя ӑна хӑйӗн амӑшне вӗлернӗ тесе шутланӑ пулсан, вӑл ҫав шухӑша пӑрахӑҫа кӑларман пулӗччӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
А эпир, эсӗ ӑҫта пулас пулин те, е мӗн пулас-тӑвас пулин те, пурпӗрех куллен санӑн ҫылӑхлӑ чунна ҫӑлӑнӑҫ кӳме ыйтса турра кӗлтӑвӑпӑр…
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Ҫав упӑте хӑй ӗҫлемест пулин те, ҫын ҫинче кӑна тӑранса пурӑнать пулин те, — эпӗ хамӑн хулран тытма тӑна Кира аллинчен вӗҫерӗнтӗм, — апат ҫинӗ хыҫҫӑн хӑйне тав тума хушатчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сасартӑк вӑл мана мӗн те пулин асӑнмалӑх япала пама пулчӗ те сӑран алсине пачӗ, алси кивӗрех пулин те питӗ лайӑхчӗ-ха, пӗрминчен пӗрешкепе ҫыхмаллаччӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр «неуд» кӑна, вӑл та пулин арифметикӑпа ҫеҫ, вӑл та пулин атӑ тасатнине пула пулчӗ, Ружичек вара мана чӗнчӗ те:
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑн та, кусем пирӗнне вӑрланин тата эсӗ ӑна панин ҫур хакне те тӑмаҫҫӗ пулин те, пырӗ ӗнтӗ; усал йыттӑн пӗр паярка ҫӑмӗпе те пулин усси пултӑр хӑть, — терӗ старик.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпир, вӗсен мӗскӗн тӑхӑмӗсем, ҫӗр ҫинче нимӗнле шанчӑксӑр та мӑнаҫлӑхсӑр ҫапкаланса ҫӳрекенскерсем, ыррине те, усаллине те пӗлейменскерсем, ҫынна ырӑ кӳрес тесе е хамӑра та пулин телей кӑтартас тесе, хамӑр хӑҫан та пулин пур пӗрех вилессине пӗлсе сехӗрленсе тӑнинчен урӑх нимӗнле пысӑк ҫухату тума та пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен кӗтнӗ телей пулма пултарайманнине пӗлетпӗр эпир; ҫавӑнпа та хамӑр ватӑ асаттесем пӗр пӑтрашуран тепӗр пӑтрашӑва кӗнӗ пекех, эпир те иккӗленӳрен иккӗленӗве нимӗн хавхаланусӑр кӗретпӗр, вӗсен пекех, шанчӑкӑмӑр та ҫук пирӗн, тата кашни чунах этемпе е ӑраскалпа кӗрешнӗ чухне тӗл пулакан хӑватлӑ туйӑмсем те тупни ҫук пирӗн…
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах эсӗ телейсӗр пултӑн, ҫавӑнпа та эпӗ сан вырӑнна хам телейсӗр пулма килӗшрӗм, эп ҫапла тунине эсӗ хӑҫан та пулин хака хурӑн, терӗм, хӑҫан та пулин манӑн нимӗне пӑхӑнман ачашлӑха хаклӑн, тесе шутларӑм.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Грушницкий ӑна тискер кайӑк пек сӑнаса ҫӳрет, куҫне те илмест унран: мӗн те пулин хурсах тавлашатӑп, вӑл хӑйне княгиньӑпа паллаштарӑр тесе ыранах камран та пулин ыйтать ӗнтӗ.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫынни тахҫанах ун патне кайрӗ, мӗншӗн те пулин тытӑнса тӑчӗ пулин ҫеҫ».Уж человек его давно к нему пошел, да, видно, что-нибудь задержало.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964