Поиск
Шырав ĕçĕ:
Григорипе Аксинья Дуняшкӑпа сывпуллашса тата ҫаплах вӑранайман ачасене пичӗсенчен темиҫе хутчен чуптуса илсе крыльца ҫине тухнӑ тӗле тӳпере кӑвак ҫутӑ сӑрхӑнма тытӑннӑччӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӑварӗ коридоралла тухакан кафель кӑмакаран ӑшӑ ҫапать, тӑрӑшса якатнӑ простыньсемпе минтер пичӗсенчен хӗвел ҫинче кӑшт пиҫнӗ ӳт шӑрши кӗрет.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Стариксем, хӗрарӑмсем, каччӑ пӳне ҫитмен ҫамрӑксем тыткӑнри коммунистсен кӳпчесе кайнӑ, юнланса пӗтнӗ, юнӑхса кӗсенленнӗ пичӗсенчен мӗн алла лекнӗ ҫавӑнпа ҫапрӗҫ, сурчӗҫ, чулпа, типӗ тӑпра муклашкисемпе печӗҫ, хӑрушла хӗнесе пӗтернипе хӗсӗнсе ларнӑ куҫӗсенчен тусанпа, кӗлпе ывӑҫла-ывӑҫла сапрӗҫ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫанталӑк ҫав тери шӑрӑх, укрепленире тӑракансем — пурӗ вӑтӑр ҫын — ҫиелти ҫипуҫӗсене хывса пӑрахнӑ, ҫаннисене тавӑрнӑ, пичӗсенчен тар юхать, ӗҫсӗр аптраса ҫӳреҫҫӗ.
XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫавӑншӑн вӗсене иккӗшне те никамран малтан пичӗсенчен ҫапрӗҫ.
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Хӑш-хӑш чухне вӗсем пурте пӗрле пуҫтарӑнса тачӗҫ, ывӑҫ тупанӗсемпе шыв ӑсса, пӗр-пӗрне пичӗсенчен чашлаттарчӗҫ, кашниех, хӑйне ан сирпӗтчӗр тесе, питне аяккалла пӑрса, тӑшман патне йӑпшӑнса утса пычӗ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
13. Эсӗ вӗсене ухӑ пемелли тӗл вырӑнне тӑратӑн, Хӑвӑн ҫӗмренӳсене пичӗсенчен тӗллесе ярӑн.13. Ты поставишь их целью, из луков Твоих пустишь стрелы в лице их.
Пс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2