Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хуҫи, аллисемпе ҫӗре перӗнес пекех пӗшкӗнсе, хӑй пуҫӗ ҫийӗн пульӑсем шӑхӑрнӑ чухнехи пекех хӑраса, килнелле вӗҫтерчӗ.Хозяин, пригибаясь, почти цепляя руками землю, словно над ним взыкали пули, побежал к дому.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Истребитель хӑйӗн ҫуначӗсемпе йывӑҫ тӑррисене перӗнес пек, вӑрман ҫийӗпе иртсе кайрӗ, унтан пӗр виҫ-тӑватӑ секундранах вӑрман хӗрринчен сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ:
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тӗплӗн шухӑшласа тунӑ модель, Аржанец моделӗ ларнӑ ҫӗре хӗрлӗ ялав лартса паллӑ тунӑ тӗлтен те тахҫанах иртсе кайрӗ, халӗ ҫӗре перӗнес пекех, анчах та пӗр перӗнмесӗр пӗр май вӗҫет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл питӗ ҫывӑхран, хӑй шинелӗн аркипе офицера перӗнес пекех иртрӗ.Он прошел так близко около офицера, что почти коснулся его полой своей шинели.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Алтӑр ҫӑлтӑр аври горизонт хӗррине перӗнес пекех усӑнса тӑрать.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫулнӑ май вара ҫӳлӗскерсем хаяр шӑллӑ ҫулҫисемпе Санькӑна перӗнес пекех ӳке-ӳке юлаҫҫӗ.Падая на землю, все старалась задеть Саньку своими злыми зубчатыми листьями.
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вертолет аяларах анчӗ, халӗ ӗнтӗ вӑл винчӗсем юнашарти ҫурт тӗррине перӗнес пек ҫакӑнса тӑрать.Вертолет снизился так, что казалось, он сейчас заденет винтом стены соседних домов.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Пит сыхланса вӗлтӗрен пек чӗпӗтекен ӳчӗ ҫумне перӗнес мар тесе — ача медузӑна калпакӗнчен икӗ аллине тытса шывран туртса кӑларчӗ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Акӑ вӑл ҫӗр ҫумне перӗнес чухне сулахай еннелле хытӑ тайӑлчӗ, хӑйӗн хӑрах кустӑрми ҫинчех вӑраххӑнтарах чупса кайрӗ, унтан сылтӑм енне тайӑлса ӳкрӗ те, хӑйӗн тӗрӗс ҫунаттипе ҫӗр ҫине тӑрӑнса, хӑй тӗнӗлӗ ҫинче хӑвӑрт ҫаврӑнса илчӗ, — ун таврашӗнчи юр пӗлӗт пекех ҫӗкленчӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Самолёта пӑр ҫинчен хӑпартсанах, Дегтяренко ӑсатма пухӑннӑ ҫынсем ҫийӗпе вӗҫсе иртрӗ, вара питӗ асӑрханса, самолёт йӗлтӗрӗсемпе пӑра перӗнес пекех аялтан вӗҫсе, ҫӳлӗ ҫыран хӳттипе кӳлӗ тӑрӑх кайрӗ те вӑрманлӑ утрав хыҫӗнче курӑнми пулчӗ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Штурмовиксем, пехотӑри пек каласан — «вӗҫекен танксем», хыр тӑррисене перӗнес пекех аялтан вӗҫсе, тӑшманӑн транспорт «юнкерсӗсем» йӗркешеррӗн ларса тухнӑ вырӑна — пӗр систермесӗр, вӑрттӑн ҫывхарчӗҫ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнпа та вӑл нӑрӑ патне йӑпшӑнса пычӗ те сыхлансарах каллех атака тапратса ячӗ: пур енчен те нӑрӑ ҫинелле сиккелесе пычӗ, малти урисемпе перӗнес пекех, патнерех те патнерех сиксе, шӑлӗсемпе шӑт-шат тутарчӗ, пуҫне хытӑ сулланипе унӑн хӑлхисем те силленчӗҫ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1
- 2