Поиск
Шырав ĕçĕ:
Фомапа пӗрле вӑл тахҫанах ҫӗрлеччен клубсем, гостиницӑсем, трактирсем тӑрӑх сулланса ҫӳренӗ, пур ҫӗрте те, хӑй калашле — общество намӑсне тасатнӑ ҫӗрте щетка вырӑнне ӗҫлекен ҫырусем валли материал ӑснӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Намӑслантӑм, — чӑнахах та намӑсланнӑ, ҫав намӑсне питӗнчен шӑлса тасатасла, янахне алӑ лаппипе сӑтӑркаларӗ Никандр, — Э-э-э, тупнӑ мухтамалли.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Намӑсне курмалла тӑвас пулмасть.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Епле те пулин хӑй намӑсне ытти тилӗсене палӑртас марччӗ тесе, тилӗ шухӑшла пуҫланӑ.
Тилӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
— Пуҫтарасса пуҫтарӑпӑр та, намӑсне ӑҫта чикес! — терӗ Горшков, ҫаплах сак ҫинче ларса.— Собрать-то соберем, да позор на голову какой! — проговорил Горшков, все еще сидя на скамье.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унтан, ӑсӗпе намӑсне ҫухатса, ҫурма ҫарамасӑн, пӗр кӗпе вӗҫҫӗн, крыльца ҫине чупса тухрӗ.Теряя разум, выбежала полуголая, в одной рубахе, на крыльцо.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Гришака мучи сивӗпе шӑннипе шӑлпа асапланма пуҫларӗ; Сергей Платонович ик еннелле сарса янӑ сухалне аллаппипе йӑвалать, намӑсне ниҫта чикеймесӗр, хӑйне халлӗнех макӑрать, шӑлне шатӑртаттарса туллашать; Степанӑн чӗринче Григорие курайманлӑх пӑчӑртатса йӳҫет, каҫсерен тӗлӗк курнӑ чух вӑл тимӗр пек хытӑ пӳрнисемпе татӑк-кӗсӗкрен тунӑ утияла чӑрмалать; Наталья сарайне чупа-чупа тухать те кизексем ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкет, чӑмӑртак пек хутланса кӗрсе, хӑйӗн хур пулнӑ телейӗшӗн татӑлса йӗрет; ярмаркӑра пушмак пӑру сутса ӗҫнӗ Христоня темӗн пек ӳкӗнсе асапланать; ӗмӗтсӗре ӗмӗтленнипе тата ӑш ҫунтармӑшӗ каллех чӗрене килсе кӗнипе тунсӑхлакан Григорий хаш та хаш сывласа пурӑнать.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Хальхи хӗрсем, пырне лартса вилесскерсем, нимӗн намӑсне пӗлмеҫҫӗ…
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Каҫсерен, кухньӑра кӑмака ани ҫывӑхне ларса тулнӑ шӑнасем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе тӗлӗрсе кайнӑ чух, Аксинья, тутисене чӗтретсе, вырӑн сарма тытӑнсанах, Степан, унӑн ҫӑварне хура та кӑштӑрка аллаппийӗпе хупласа, ӑна кӳпкеме тытӑнать, намӑсне мӗнне пӗлмесӗр Григорипе мӗнле пурӑнни ҫинчен пӗтӗмпе калаттарать.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Володя ашшӗ чӗркуҫҫи ҫине хӑпарса ларчӗ те, халӗ ӑна лайӑх пулнӑ пулсан та: «Намӑс», тесе мӑкӑртатса илчӗ; хӑй ҫак вӑхӑтра ним намӑсне те туйман пирки: «Чӑнах та, епле-ха эпӗ намӑссӑр ача», шухӑшларӗ вӑл.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Аҫу пӗлсен, намӑсне ниҫта хума пӗлмӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тӗлӗнсе кӑна хыттӑн: ҫак кӗреш пек мӑнттай, вӑйлӑ, тискер кайӑклӑрах ҫыннӑн калама ҫук пысӑк ирӗкӗ пӗтӗм полка хӑй хыҫӗнчен илӗртме пултарчӗ, вӑл ӑна аялта ҫаврӑнса тӑракан темле ҫаврака шӑтӑкалла сӗтӗрсе кайрӗ-кайрех, ҫав ярханахсӑр, тытамакла ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑтӗнче вара Осадчий вӗҫӗмсӗрех, хирӗҫлӳпе килӗшменлӗх шыранӑ евӗр, сӗмсӗрле хатарлӑхпа, намӑсне ҫухатсах, вилнӗскерӗн ятне ниҫта шӑнӑҫман сӑмахсемпе тылларӗ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Кӳренӳ намӑсне юн ҫех ҫуса яма пултарать, — вӗҫкӗнле сасӑпа хутшӑнчӗ те хулпуҫҫийӗсене автанла ҫӗклеттерсе хучӗ Бобетинский.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫав калама ҫук ырӑ ҫын умӗнче Рада намӑсне ниҫтан чӑтса тӑрайман пулӗччӗ, — вӑл та тӗрлӗрен элеке нумай илтнӗ-ҫке, тен, халь ӳкӗнет те пуль хӑй патӗнче ҫавӑн пек хӗре усрарӑм тесе.
XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Намӑсне ниҫта чикеймесӗр пуҫне сӗнкнӗ вӑл, амӑшӗ ӑна тем мӑкӑртатса калать те, аптраса ӳкнипе ӑна та пулин пӗр сӑмах та калаймасть.
ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ҫавна, манӑн шухӑшӑмпала, намӑсне витме ҫакса янӑ.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл таса шухӑш-ӗмӗтпе ҫеҫ Штольцпа туслашнӑ пулсан тен, хӑйӗн намӑсне те хӑнӑхса ҫитнӗ пулӗччӗ, тӳссе ирттерӗччӗ: этем теме те хӑнӑхать!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Так, туссем-юлташсем, тӳртен калатӑп, сире кайма вӑхӑт, ҫирӗмӗр-ӗҫрӗмӗр, килнӗ хӑнан кайни паха — намӑсне те пӗлес пулать, ҫамрӑксен пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах паллашма вӑхӑт.
Пиллӗкмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
15. Сана, ҫывӑх ҫыннун намӑсне курасшӑн ӑна хӑвӑн ҫиллӳпе хутӑштарнӑ эрех паракана, ӑна ҫапла ӳсӗртекене, хуйхӑ ҫитӗ!
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Халӗ еркӗнӗсен куҫӗ умӗнче унӑн намӑсне уҫса кӑтартӑп, ӑна никам та Манӑн аллӑмран туртса илеймӗ.10. И ныне открою срамоту ее пред глазами любовников ее, и никто не исторгнет ее из руки Моей.
Ос 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.