Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл пӳрнипе хӑйӗн мӑйӗнчен сӗрсе, Викторӑн пуҫӗ мӗнле татӑлса ывтӑнасса кӑтартать.Он проводит пальцем по шее, показывая, как отлетит голова Виктора.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫавӑнтах пысӑк хура кӗсре ҫине утланнӑ палламан капитан-артиллерист, ун хыҫҫӑн мӑйӗнчен автомат ҫакнӑ палламан разведчик иртсе кайрӗҫ.
26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Капитан Енакиевпа ун хыҫҫӑн мӑйӗнчен автомат ҫакса пӗр утӑм юлмасӑр пыракан Соболев, батальона ҫитсен хӗвелтухӑҫӗ енче тӗтре кӑштах кӗрен тӗсленнӗ, ҫилӗ тата ытларах хаярланнӑ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Офицер лаша патне пычӗ, анчах утланса лариччен малтан лашине ҫирӗп те илемлӗ мӑйӗнчен лӑпкаса илсе, пӗр катӑк сахӑр хыптарчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«Ватӑ мар пулсан та, генерал пулӗ-ха», — тесе шутланӑ Ваня, унӑн ҫӳхе, лайӑх тасатнӑ, шпорлӑ аттисем ҫине, кивӗ, анчах пит те тӑп-тӑп ларакан шинелӗ ҫине, иккӗмӗш тӳминчен ҫакса янӑ электричество фонарӗ, мӑйӗнчен ҫакнӑ бинокль ҫине тата компаслӑ полевоя сумки ҫине юратса пӑхса.
10 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Аннеҫӗм, тархасшӑн, ют хӗрарӑма парса ан яр мана, — чупса пырса уртӑнчӗ арҫын ача Вера мӑйӗнчен.— Маменька, пожалуйста, не отдавай меня чужой женщине, — подбежав, накинулся на шею Веры мальчик.
Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19
Том ӑна мӑйӗнчен ыталаса илме хӑтланчӗ, анчах хӗрача ӑна тӗксе ячӗ, пичӗпе стена патнелле ҫаврӑнса тӑче те татах макӑрчӗ.
7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том ӑна мӑйӗнчен ярса тытрӗ те йӑпатса ҫавӑрма пуҫларӗ: — Бекки, халӗ ӗнтӗ пурте пулчӗ, — чуптумалла ҫеҫ.Том, обняв Бекки за шею, стал ее уговаривать: — Ну, Бекки, вот и все, теперь только поцеловаться.
7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
37. Ҫавӑн чухне пурте питӗ хытӑ йӗчӗҫ, Павела мӑйӗнчен ытала-ытала илсе чуптурӗҫ; 38. пуринчен ытла вӗсем хӑйсене «эсир ман сӑнӑма урӑх курас ҫук» тенӗрен хуйхӑрчӗҫ.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: илӗртӳ-ултав пулатех, анчах та ҫакӑ кам урлӑ килет, ҫавна хуйхӑ ҫитӗ: 2. кам ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗрет, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ, тенӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ашшӗ ӑна аякранах курнӑ та, хӗрхенсе, хирӗҫ чупса пырса мӑйӗнчен ыталаса чуптӑва пуҫланӑ.И когда он был еще далеко, увидел его отец его и сжалился; и, побежав, пал ему на шею и целовал его.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кам ҫакӑн пек пӗр ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫавӑ Мана хапӑл тӑвать, 6. кам Мана ӗненекен ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗс авӑрне путарсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӗсем йӗре-йӗре пӗр-пӗрне чуптунӑ, кӑшкӑрса макӑрнӑ, тӑванӗсене — ашшӗсем ывӑлӗсене, амӑшӗсем хӗрӗсене — мӑйӗнчен уртӑнса ыталанӑ, 34. хӑшӗсем вара тин ҫуралнӑ ачине, юлашки хут ӗмӗртсе, кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртанӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсене, тискер кайӑксем евӗрлӗн, тимӗрпе сӑнчӑрласа лартса кайнӑ: пӗрисене мӑйӗнчен сӑнчӑрласа карап саккинчен кӑкарнӑ пулнӑ, тепӗрисене уринчен тӑлласа ҫирӗппӗн ҫыхса лартнӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Ҫав уйӑхӑн ҫирӗм пиллӗкӗмӗш кунӗнче вара Турра парне кӳрекен вырӑн ҫинех лартнӑ чӳк вырӑнӗнче парнесем кӳрсе, 60. хӑйсене мӗн хушнине итлесе, ачисен ӳтне кастарнӑ арӑмсене вӗлерсе тухнӑ, 61. ачисене вара амӑшӗн мӑйӗнчен ҫакнӑ, вӗсенӗн кил-ҫуртне ҫаратнӑ, ача ӳтне касаканнисене вӗлерсе хӑварнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара пӗтӗм вӑйран икӗ хутчен Олоферна мӑйӗнчен хӗҫпе сулнӑ та унӑн пуҫне касса илнӗ, 9. унтан унӑн кӳлепине вырӑн ҫинчен ҫӗре пӑрахнӑ та юпаран ҫакӑнса тӑракан чаршава сӳсе илнӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ывӑлне курсассӑн, вӑл ӑна мӑйӗнчен ыталаса илнӗ те 13. йӗрсе ярса каланӑ: эй Турӑ, Эсӗ мухтавлӑ, Санӑн яту та ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, Санӑн сӑваплӑ Ангелусем те мухтавлӑ!
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Гедеон ыйтса илнӗ ылтӑн алкасем пин те ҫичҫӗр ылтӑн [сикль] тайнӑ, унсӑр пуҫне тата темӗн чухлӗ тӑха, тӳме, мадиансен патшисенчен хывса илнӗ хӗрхӗлтӗм тум тата тӗвесен мӑйӗнчен салтса илнӗ ылтӑн вӑчӑра пуҫтарӑннӑ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Гедеон тӑнӑ та Зевейпе Салмана вӗлернӗ, унтан вӗсен тӗвисен мӑйӗнчен ҫакса янӑ тӑхисене салтса илнӗ.И встал Гедеон, и убил Зевея и Салмана, и взял пряжки, бывшие на шеях верблюдов их.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унӑн сурӑх кӳме халӗ ҫитеймест пулсассӑн, хӑй ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳме икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн патӑр: пӗри — ҫылӑх парни, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне пултӑр; 8. ҫакна вӑл священник патне илсе пытӑр, [священник] вара ҫав вӗҫен кайӑксенчен ҫылӑхшӑн памаллине малтан кӳтӗр, вӑл унӑн пуҫне мӑйӗнчен пӑрса хуҫтӑр, анчах татсах ан илтӗр; 9. ҫак ҫылӑх парни юнӗпе вӑл парне вырӑнӗн аяккисене сирпӗттӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне юхтартӑр: ку — ҫылӑх парни; 10. хунӑ йӗрке тӑрӑх, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳтӗр; священник ӑна ҫылӑхран, ҫылӑха кӗнинчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.