Поиск
Шырав ĕçĕ:
Иккӗмӗш хута пушар хыпса илеймен-ха, унӑн шупка хӗрлӗ ҫути библиотека маччи ҫинче вылять.Пламя, обходившее пока стороной библиотечную залу, окрашивало весь потолок в розоватые тона.
III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Сирпӗтсе шӑтарнӑ аялти хутра авӑнчӑк маччаллӑ ҫаврашка пӳлӗм пулнӑ, маччи пӳлӗм варрине лартнӑ пысӑк юпа ҫинче тытӑнса тӑнӑ.
XIII. Маркиз мӗн тӑвать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кунта хӑй вӑхӑтӗнче пӳлӗм маччи патне ҫитмеллех икӗ енне икӗ пысӑк кустӑрма вырнаҫтарса лартнӑ.
IX. Тӗттӗм кӗтесри Бастили // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫакӑнта мӗн пулса иртнин картинине пурнӑҫ пӗр самантлӑха та пулин ҫӗнӗрен кӑтартса парас пулсан, — ҫук, мӗн пулса иртнин картинине мар, ҫав картинӑн сассисене кӑна, ҫапӑҫӑвӑн хӑрушӑ шавне кӑна, — американецӑн чӗлхи ҫӑвар маччи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пулӗччӗ, Гаррис ҫав «хӑйне хӑй пӗлми пулни» текен сасӑсене илтес пулсан, вырӑс ҫапӑҫӑвӗ хӑй тӗллӗн епле хӗрсе кайнине курас пулсан, унӑн эрехпе скептицизм сӑхнӑ чӗри яланлӑхах чарӑнса ларнӑ пулӗччӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ку чӑнах та хӑйсен пӳрчӗн маччи пулнӑ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӗсем ку вырӑна ҫапла калама хӑнӑхнӑ, ҫурчӗ аслӑ, чӳречисем пысӑк, маччи ҫӳллӗ, кӑмакисене шурӑ кафель кирпечӗсенчен купаланӑ.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Иннокентий Данилович маччи ҫинче эсир халӗ те полк пуянлӑхӗн мӗскӗн юлашкийӗсене тупатӑр: ҫаплах тикӗт шӑрши пӗтмен атӑ кунчисем (ҫав тикӗт шӑршине сирӗн сӑмса рота каптеркинче ҫеҫ сисме пултарать); йӗркеллӗ чӗркенӗ обмоткӑсем, ӑшӑ байка пурттенке татӑкӗсем, чӗн пиҫиххисен тӗрлӗ сарлакӑшлӗ те тӗрлӗ тивӗҫлӗ тӑхисем; йӑлтах кивелсе пӗтнӗ шинель йӗннисем ӑшне чикнӗ ик-виҫӗ лапчӑк флягӑ, вӑхӑт нумай иртнипе тӗссӗрленнӗ ик-виҫӗ шинель, вӗсене курсан, салтак пурнӑҫне аса илсе, чӑннипех кичемленсе каятӑн; ҫав мачча ҫинчех эсир 1904 ҫулхи пӗтӗм рота канцелярине тупатӑр: ытти хутсем хушшинче ротӑри пӗтӗм пӗчӗк ҫынсен списокӗ сыхланса юлнӑ, ӑна Иннокентий Данилович Порт-Артур ҫине японецсем тапӑнас умӗн ҫырнӑ.
Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Кӗҫех маччи те йӑтӑнса аннӑ.
Шӑпчӑк Ванюшӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Унӑн лутра маччи айӗнче, ҫемҫе сӑран минтерсем ҫинче, Еленӑпа Инсаров лараҫҫӗ.Под низенькою ее крышей, на мягких кожаных подушках, сидели Елена и Инсаров.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Стенисем те чултан, маччи те тимӗртен.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.
Халӗ, вӑйсӑр ҫутӑпа нӳхрепӗн цемӗнтран тунӑ нӳрлӗ маччи те курӑнать, маччине ҫирӗп тимӗр каштасенчен тунӑ.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.
Пурне те вӗсене, халь кӑна Зимина ыталаса илнӗ пек, ыталаса кӑкӑр ҫумне пӑчӑртас килет, анчах ҫӑвар маччи типӗ, сывлӑш ҫитмест: хӑшӗ-пӗри ӗмӗрне те каялла таврӑнас ҫуккине пӗлсех тӑнӑ чух ҫапӑҫӑва ертсе пыма йывӑр.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пуҫӗ тӑрринче пысӑк шӑтӑк курӑнчӗ пулсан та пӳлӗмӗн маччи курӑнмасть, шӑтӑкран пӳлӗме ҫутӑ ӳкет.
Инкекрен инкеке // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Маччи ишӗлсе аннӑ, коридорӗ юрпа тулнӑ.
Хӑраса вӑранни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Мунча маччи ҫине пытарнӑ ванчӑксене тупса ҫыпӑҫтарнӑ-ши?
Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
Мунча маччи ҫинче сӗм тӗттӗмпе пӗрех.
Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
Хальлӗхе кукамай пӗлмест-ха, ванчӑкӗсене никам куриччен пуҫтарса хутаҫа чикрӗм, хутаҫне ниҫта хума аптӑраса мунча маччи ҫине пытартӑм…
Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.
Пӳрчӗ ытла та пӗчӗккинчен, маччи лутринчен, пахчаналла тухакан чӳречесем те ытла ӑнсӑртран тӗлӗнсе, алӑк пуканӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шоссерен инҫех мар, вӑрманта, Гитлер валли ятарласа малтанах тимӗрпе бетонран пӗчӗк те ансӑр блиндаж туса хунӑ (вӑл килессе тахҫанах кӗтнӗ пулнӑ); блиндажӑн стенисем — икшер метр хулӑнӑш, маччи — унтан та хулӑнрах, пӗртен-пӗр чӳречине рельссенчен тунӑ решеткепе пӳлнӗ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӑш чухне вӑл сасартӑк дежурнӑй радистпа, — лешӗ «Ҫӑлтӑр» хумне ҫухатнӑ тесе, вӗриленсе тавлашма пуҫланӑ, унӑн аллинчен трубкӑна туртса илнӗ те, блиндажӑн лутра маччи айӗнче хӑйӗн йӑваш тата тархаслакан сассипе чӗнме пуҫланӑ:
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.