Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, ыйхӑ вӗҫнипе аптраканскер, тул ҫути килнӗ чухне сарай маччи ҫинчен анатчӗ те Емельяновсен улӑм ҫинче ҫывӑракан ачисем хушшипе хуллен утса иртетчӗ.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Унӑн ал-урине ҫак мунчапа сарай маччи, вӗсенчен те ытларах Питӗрти событисем, ҫухӑрашакан, элеклекен, рабочи класа тата салтаксен массисене тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрса яма, вӗсен куҫӗ умӗнче большевиксен партине хурласа тӑкма пикенекен хаҫатсем — тӗрлӗ партисен хаҫачӗсем — ҫыхса лартнӑ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ленин вӗсене иккӗшне те сарай маччи хушӑкӗнчен сӑнарӗ, вӗсем картиш тӑрӑх майӗпен утнине, дача патӗнче чарӑнса тӑнине, унтан сарай патне пынине куҫне хӗстерсе пӑхса ларчӗ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Разлив станцийӗнче чухне, Емельяновсен сарайӗн маччи ҫинче пурӑнма пуҫласан виҫҫӗмӗш кунне, вӑл Емельянова Сестрорецк заводӗнчи рабочи-большевиксем хушшинче связнойӑн кӑткӑс мар, анчах та чӑтӑмлӑ та тавҫӑруллӑ ӗҫне тума пултаракан ӑслӑ та ҫӑмӑл шӑм-шаклӑ йӗкӗт тупса хатӗрлеме каланӑччӗ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ленин ун патӗнче темиҫе кун пӗчӗк сарай маччи тӑрринче пурӑнчӗ, улӑм ҫинче ҫывӑрчӗ, пӗтӗм килйышпа пӗрле ҫӗрулми яшки, селедка, сӗтпе сыпса вир пӑтти ҫирӗ, унӑн ачисемпе тата арӑмӗпе — Надежда Кондратьевнӑпа — кирек хӑҫан та тараватлӑн калаҫрӗ, Надежда Кондратьевнӑна тӑтӑшах чашӑк-тирӗк ҫума пулӑшрӗ, кӗскен каласан, вӗсемпе пӗр пурнӑҫпа пурӑнчӗ.
2 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Пӳлӗмӗн маччи йӑтӑнса аннӑ, стени ишӗлсе ӳкнӗ те, офицерсен пӳлӗмӗнчен тухмалли алӑка питӗрсе лартнӑ.Рухнул потолок, разрушилась стена и завалила выход из офицерской комнаты.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пӗрремӗш класс залӗн стени ҫурӑлса кайнӑ, маччи ишӗлсе аннӑ та, унта пулнӑ нимӗҫ офицерӗсене тата вӗсен «фрейленӗсемпе» «фраусене», ҫӗр ҫынна яхӑн, чемоданӗ-мӗнӗпе пӗрлех хупласа хунӑ.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӗсем вара монастырьти чиркӗвӗн ҫӳллӗ те тӗксӗм маччи айне пырса тӑчӗҫ.И они очутились под высокими темными сводами монастырской церкви.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ежовӑн пӗлменни пулман: вӑл прокурор горничнӑйӗ ача ҫуратса пани ҫинчен, прокурор майри уншӑн упӑшкине вӗри кофепе сапни ҫинчен шкула хыпар ҫитернӗ; вӑл кӑртӑш пулла ӑҫта тата хӑҫан тытма аванраххи ҫинчен каласа кӑтартнӑ; кайӑк-кӗшӗк тытма тапӑсем, читлӗхсем тума пултарнӑ; касӑрма маччи ҫинче пӗр салтак мӗншӗн тата мӗнле ҫакӑнса вилни ҫинчен те тӗплӗн хыпарланӑ, тата паян учитель кам-кам ашшӗнчен мӗнле парнесем илни ҫинчен те пӗлтернӗ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Янах шӑмми, ҫӑвар маччи, чӗлхи-ҫӑварӗ пӗтӗмпех арканса кайнӑ пирки Семен Васильевич калама ҫук хытӑ асапланать, калаҫма пачах та пултараймасть.Боль он терпел адскую: нёбо, челюсть, язык — всё разбито, говорить совершенно не мог.
Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Хӗвел пайӑркисем, йывӑҫ ҫулҫисем витӗр кӗрсе, пӳлӗмӗн шурӑ маччи ҫинче хаваслӑн сиккелетчӗҫ.Солнечный свет весело переливался на листьях деревьев, тени мелькали на потолке и стенах комнаты.
Пирвайхи кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Урайӗнче лӑк тулли ҫӳп-ҫап, пылчӑк, кӗреҫепе хыр хӑть, стенисем те, маччи те таса мар.Грязь на полу можно было собирать лопатой, стены были тоже грязные, грязен был даже потолок.
Шыв, швабра тата лампа // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Маччи ҫинчи пӗчӗк чӳрече витӗр урамӑн пӗр пайӗ курӑнать.
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Вара эпир малалла кай-рӑмӑр, таҫталла пӑрӑнтӑмӑр, унтан хырӑмпа шурӑмӑр — штольня маччи ытла та лутра.Мы пошли дальше, куда-то свернули, потом пришлось ползти: старая крепь осела донизу.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Авланма? — ытла та кӗтмен ҫӗртен персе аннӑран ку тӗлпулу — тӑрук нимӗн те калама аптӑрарӗ Виталий: чӗлхи те, ҫӑвар маччи ҫумнех ҫыпҫӑнса, тӑнк! хытрӗ унӑн; калаҫас тет — мӑкӑл-мӑкӑл ҫеҫ хӑйпӑнкалать сӑмаххи.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫакӑнта, вӑл пилӗкӗпе стойка ҫумнелле тайӑнса, хыҫалалла авӑнса тӑратчӗ те, питне маччи патнелле ҫӗклентерсе, пӗтӗм кӑмӑлӗнчен каласа юрлама пуҫлатчӗ:
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Белограй вагон маччи ҫинчи ҫутта сӳнтерчӗ те стена еннелле вӑшт ҫеҫ ҫаврӑнса выртрӗ.Белограй погасил верхний свет и решительно повернулся к стене.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Халь-халь тӳпе маччи ҫӗре лӳшлетсе анасла — пӗлӗтлӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ыттисем пурте тахҫанах ялтан тухса кайрӗҫ, ку пур, канале, хӑй чӑваш йӗкӗчӗччӗ ахӑр, пулеметне кӳршӗ маччи ҫине улӑхтарса лартнӑ та пирӗннисене сӑптӑрса ҫеҫ выртать.
V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Пӳлӗмӗ ку — вӑрӑм, маччи — ҫӳллӗ.
Ҫапла пурӑнаҫҫӗ вӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.