Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лешӗн (тĕпĕ: лешӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗн аллинче вара пӗтӗм ӗҫ тӑвакан влаҫ пур, вӑл — парламента суйланӑ чухне чи нумай пухнӑ парти е коалици пуҫлӑхӗ, Кӗпӗрнаттӑр ҫавӑн пекех Тӗп министр тӑратнӑ ытти министрсене палӑртать.

Последний практически имеет всю полноту исполнительной власти и является главой партии или коалиции, получившей большинство на выборах в парламент, Губернатор назначает также других министров по представлению Главного министра.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Анчах та отвечӗ кӗске пулчӗ лешӗн.

Помоги переводом

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Лешӗн амӑшӗ киле пырсах янрашнӑ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Лена Клавӑна ыталаса хыттӑн чӑмӑртарӗ, лешӗн пилӗкӗ шатӑртатса илчӗ.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Лешӗн куҫӗ ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр ҫыннӑнни евӗр ялкӑшса ҫунать, тути хӗрри чӗтрене-чӗтрене илнипе сӑнӗ тискеррӗн курӑнать.

Помоги переводом

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чалт сикрӗ те Улька Ҫтаппан мӑйӗнчен пӗррех уртӑнчӗ, лешӗн кӑп карӑннӑ хулӑн тутинчен чуптуса пӗтерчӗ, унтан, пуҫне ик аллипе ярса илсе, ҫерем ҫине лаплатса ларчӗ.

Помоги переводом

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ара, лешӗн патне…

Помоги переводом

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Лешӗн сӑн-пичӗ кӑн-кӑвак, илемсӗр.

Помоги переводом

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Лешӗн пӗр сӑвви «Осел был самых честных правил» йӗркепе пуҫланать.

Помоги переводом

Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Лешӗн пуҫӗнчи хӑлхаллӑ хура ҫӗлӗкӗ чалӑшса кайнӑ.

Помоги переводом

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пирӗншӗн пулсан, вӑл та аптрамасть, лешӗн пекех вӑйлӑ…

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Лешӗн вакки пулмарӗ.

Помоги переводом

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ун сӑмахӗсем ку калаҫушӑн пит вырӑнлах пулмарӗҫ пек туйӑнчӗ те, ҫапах, тен, вӗсене пула та улшӑнчӗ-и лешӗн кӑмӑлӗ.

Помоги переводом

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Лешӗн савни тени йышлӑ иккен, ҫавна тӳсеймен Инесса.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Аллине «портфель» тени ҫаклансан кӑна сӑмси сисӗнмеллех каҫӑрӑлчӗ лешӗн.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Лешӗн ҫинчен эппин, — куҫне ытарлӑн хӗссе илчӗ Трахви.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Лешӗн, Ренатӑн, кирек хӑҫан та пӗр сӑмах пулнӑ: «Упӑшка мана асаплантарсах ҫитерчӗ, унпа ӗмӗр ӗмӗрлеймӗп — уйрӑлатӑп!»

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Лешӗн, председателӗн, хӑйӗн ҫемйи пулнӑ, анчах хӑш-пӗр арҫын тенине ҫамрӑк хӗрарӑм ытамне ҫаклансан арӑмӗ те, ачи-пӑчи те кирлӗ мар.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпир, ҫыравҫӑсем, айван ачапӑча пек тепӗр тесен: тетте шухӑшласа кӑларатпӑр та ҫав япала лешӗн е кунӑн хитререх тесе чӗрре кӗрсех тавлашатпӑр.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Таранов шӑпланчӗ, хӗрарӑм мӗн те пулин каласса кӗтрӗ, анчах лешӗн сасартӑк чӗлхи ҫӗтрӗ тейӗн — нимӗн те шарламарӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней