Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лешӗн (тĕпĕ: лешӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кукубенко вара икӗ енне те ҫивӗчлетнӗ йывӑр хӗҫне икӗ аллипе ярса тытрӗ те лешӗн кӑвакарса кайнӑ тутисенченех чикрӗ: хӗҫ икӗ шӑла хуҫса кӑларчӗ, чӗлхине ҫурмаран касрӗ, пыр тыткӑҫне ҫӗмӗрсе тухса ҫӗре, шалах кӗрсе кайрӗ; ҫапла вӑл ӑна ҫӗр ҫумне ӗмӗрлӗхех пӑталаса хучӗ.

А Кукубенко, взяв в обе руки свой тяжелый палаш, вогнал его ему в самые побледневшие уста; вышиб два сахарные зуба палаш, рассек надвое язык, разбил горловой позвонок и вошел далеко в землю, так и пригвоздил он его там навеки к сырой земле.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Лешӗн аллинче темӗнле кӗнеке курӑнса кайрӗ.

У него в руках появилась какая-то книга.

XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Ҫаплах ӗнтӗ, — тарӑннӑн сывласа ярса каланӑ Фома, лешӗн ҫинчен куҫне ямасӑр, — ӑнлантарма тивет…

— Да уж, — глубоко вздыхая, сказал Фома, не сводя с него глаз, — вы объясните…

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Картон татӑкӗ лешӗн куҫне пырса тивсе хытах ыраттарчӗ.

Кусочек картона больно ударил того в глаз.

V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Олег, нимӗҫе мундирӗнчен хаяррӑн ҫавӑрса тытрӗ те, ӑна сасартӑк ҫав тери хытӑ лӑскарӗ, лешӗн сехри хӑпса тухрӗ, вӑл нимӗн тума аптӑраса ҫитрӗ.

Олег в ярости схватил немца за борт мундира и с силой потряс его так, что в его бесцветных глазах мелькнули страх и беспомощность.

Тытӑҫу // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӑл Лафрение кӑкӑрӗнчен ҫапрӗ, анчах лешӗн туника айӗнче панцырь пулнӑ.

И он ударил Лафрения в грудь, но под туникой у того был панцирь.

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Сылтӑм аллинчи шӗвӗр пӳрнине лешӗн сулахай аллине виҫӗ хутчен пусса, хӑй кам иккенне ӗнентерчӗ.

Он троекратным нажимом указательного пальца правой руки на ладонь левой руки удостоверил свою личность.

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Лешӗн питҫӑмартийӗсем ҫинчен пудра сирпӗнсе вӗҫсе кайрӗ.

У того со щёк посыпалась пудра.

Комеди кӑтартнӑ чухне пуканесем Буратинона палласа илеҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Тустарса ил хӑв ачуна — тевӗр темиҫе самантранах лешӗн пӗлӗтленнӗ кӑмӑлӗ ҫутӑ, хавас; кусем, Матвирен тӑван маррисем — наччас тутисене пӑрӗҫ, аппӑшне, вӑр-вар качча сиксе тухнӑшӑн, ӳпкелеме пӑхӗҫ.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унӑн аллисем чӗтреҫҫӗ, вӑл хӗрарӑм ури ҫумне хуллен кӑна сӗртӗнкелет, урине хуҫса пӑрахасран хӑрать темелле, лешӗн ури вара — тачкаскер, ҫӑварне аялалла туса тытнӑ кӗленче пек туйӑнать.

Руки у него трепещут, он дотрагивается до ноги женщины так осторожно, точно он боится сломать ногу, а нога — толстая, похожа на бутылку с покатыми плечиками, горлышком вниз.

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Павӑл Йованпа ҫитес каҫ Шливицӑра тӗл пуласси ҫинчен Макҫӑм урлӑ калаҫса татӑлчӗ те халӗ Брка ҫырӑвне илсе килекен Йована кӗтме пуҫларӗ, лешӗн ӑна Ястребацри лару-тӑрӑва тата Уча ҫинчен пӗлтермелле.

Этой ночью Павле через Максима назначил Йовану явку в Шливице и теперь нетерпеливо ожидал его с письмом от Брки о положении дел на Ястребце и о судьбе Учи.

30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Лешӗн винтовки тӳрех ҫӗре персе анчӗ, хӑй вара ун ҫине ӳкрӗ те тек пӗрре те хускалмарӗ.

Тот уронил винтовку и упал.

14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Атте хӗрсе пынӑ май лешӗн те пӳрнисем хӑвӑртрах вылянаҫҫӗ, атте кӑшт лӑплансан, пӳрнисем те чарӑнаҫҫӗ; Яков хӑй калаҫа пуҫласан вара пӳрнисем ытла та канӑҫсӑрланса каяҫҫӗ, унталла та кунталла чӑрсӑррӑн сикеҫҫӗ.

Чем больше горячился папа, тем быстрее двигались пальцы, и наоборот, когда папа замолкал, и пальцы останавливались; но когда Яков сам начинал говорить, пальцы приходили в сильнейшее беспокойство и отчаянно прыгали в разные стороны.

III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ ӑна лешӗн ҫинчен те ҫырса пӗлтереймерӗм, ыран ун патне уйрӑм ҫыру ҫырса яма шутлатӑп…»

Я ничего не написала ему и о нем, потому что думаю послать ему завтра отдельное письмо…

«Анчах та ҫав вӑхӑтрах…» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Ку вӑл тигр ами пулнӑ; аҫа тигрӗ, — лешӗн мӑшӑрӗ ӗнтӗ, — хӑйӗн тусне пулӑшма вӗҫтерсе пынӑ.

Это была тигрица, и тигр, ее муж, уже мчался на помощь к ней.

Тигр сунарҫисем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 3–9 с.

Хӗр, ӗнен нуши-йӑлӑнӑҫне пӗлмелле тата, тен, лешӗн пӑрулама та вӑхӑчӗ ҫитнӗ пуль тесе, ун патне пӳлнӗ ҫӗрех кӗрсе пӑхрӗ.

Помоги переводом

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лешӗн хӑлхисем хӗп-хӗрлӗ, куҫӗсем хӑравҫӑллӑн чупкалаҫҫӗ.

У того горели уши, пугливо шныряли глаза…

Юлташ пул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Вӑл кӗсрене ҫав тери хытӑ чуптарса пыра-пыра лешӗн хырӑмӗ пӗтсе кайрӗ, Дутлов вара хӗрхенес тӑвас мар тесе ун ҫине урӑх пӑхмарӗ.

Дутлов гнал кобылу так шибко, что у ней сразу пропало все брюхо, и Дутлов уже не глядел на нее, чтобы не разжалобиться.

XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

«Чӑркашатӑн» тенӗрен лешӗн чӑннипех те чӑркашас шухӑш пуҫа пырса кӗчӗ пулмалла.

Слово «буянишь», видимо, навело его на мысль буянить.

VIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Лешӗн ӗҫлес килмест.

А ему не хочется делать.

Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней