Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗррехинче эпӗ крепоҫрен тухрӑм та телӗнсех кайрӑм: инҫе те мар, ҫыран хӗрринчех (урӑхла каласан, эпӗ вӗсене кӗтнӗ вырӑнта мар) индеецсен пилӗк е ултӑ кимми лара парать.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Сиксе тӑтӑм та йӗри-тавра пӑхса илтӗм, пуҫа ҫӗклесе пӑхайрӑм — хӳме ҫинче манӑн попугай лара парать.Я вскочил, дико озираясь, и вдруг, подняв голову, увидел на ограде своего попугая.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Акӑ малти партӑсем хушшине хӗрачасем лара пуҫларӗҫ, пуҫтарӑннӑ халӑх ытти ирӗк вырӑнсене йышӑнчӗ, хисеплӗрех хӑнасем мала ирте-ирте ларчӗҫ, хӑшӗсем пукансем ҫине вырнаҫрӗҫ.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унӑн пӗтсе лара пуҫланӑ сассине ҫак ҫуллахи вӑрӑм кун ҫӑтса янӑ тейӗн.Голос его, уже охрипший, был словно усыплен этим длинным летним днем.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Конфуций кӳми ҫине кӗрсе лара пуҫласан тин Лао-цзы граммафон пластинки пек сассипе янтратса ыйтрӗ:И лишь когда тот стал подниматься на повозку, Лао-цзы проговорил, словно заигранная пластинка:
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Конфуций кӳми ҫине кӗрсе лара пуҫласан тин Лао-цзы граммафон пластинки пек сассипе янӑратса ыйтрӗ:И лишь когда тот стал подниматься на повозку, Лао-цзы проговорил, словно заигранная пластинка:
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Театрта директорша, ложе туянать, кайран пӑхатпӑр, веер пек сарӑлса ун ложинче Варенька лара парать, сӑн-пичӗ ҫинче савӑнӑҫ, телей ҫутӑлса тӑрать, унпа юнашар пӗчӗк Беликов, килӗнчен хыпкӑчпа кӑларса килнӗ пек вӗчӗрхенсе ларать.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Тӗмсене сиретӗп те курах каятӑп — шӗшкӗ тӗмӗ ҫумне сӗвенсе, хайхи хӗрарӑм, сарӑ тутӑрли, лара парать, пуҫне хулпуҫҫи ҫине пӑрса хунӑ, ҫӑварне йӗркесӗр карса пӑрахнӑ, куҫӗсем чарӑлса кайнӑ, ухмаха ернӗ ҫынӑнни пек; вӑл аллисемпе пысӑк хырӑмне ярса тытнӑ та майсӑр хӑрушӑ, йывӑррӑн сывлать; хырӑмӗ шӑнӑр туртнӑ евӗр сиккелет; хӗрарӑм, ӑна аллисемпе тытса, кашкӑрӑнни пек сарӑ шӑлӗсене йӗрсе, хуллен йынӑшать.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Пӳлӗмне ҫапла телейлӗ пырса кӗчӗ вӑл — сасартӑк вара хаваслӑхӗ ҫухалчӗ, хӑй кӑмӑлсӑрланса та тӗлӗнсе, пӗр вырӑна тинкерсе пӑхрӗ: унӑн кресли ҫинче Тарантьев лара парать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак самантра Серый курах кайрӗ: иккӗмӗш ретри ытти креслӑсем ҫинче те ҫакӑн пек Чебурашкӑсемех лара параҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Пӗр вуникӗ ҫулхи арҫын ача пукан умӗнче хӑрах чӗркуҫҫипе чӗркуҫленсе лара парать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Караппӑл-и, ҫӑхан-и — пӗлейместӗп — ҫатан ҫинче пӗр авӑнчӑк сӑмсаллӑ вӗҫен кайӑк вӗҫлеке ҫуначӗсене сарса лара парать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Олечкӑпа Лара — манӑн тахҫанхи Бубенчиков инкесем ӗнтӗ, вӗсем Энскра пурӑнатчӗҫ.Олечка и Лара — это были мои старенькие тётки Бубенчиковы, которые жили в Энске.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ нимӗн шухӑшласа тӑмасӑр тетраде ваш уҫрӑм та — шаках хытса кайрӑм: тем пысӑкӑш «иккӗ» лара парать!Я открыл тетрадку не раздумывая — и остолбенел: у меня громадная «двойка»!
Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/
Халӗ акӑ тӗк лара пӗлмест вӑл.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Анчах ҫакӑ та ҫителӗклӗ пулчӗ, ҫийӗнчех уҫӑлса-вӑранса ҫитрӗ вӑл — чӳрече янахӗ ҫинче хайхи кӑсӑя лара парать.Но этого было достаточно, она вскочила на ноги и вмиг очутилась у окна – за окном сидела её синичка.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Арӑмне пытарнӑ хыҫҫӑн Малышева патне час-часрах пырса лара пуҫларӗ Глухов.После того как старик Глухов схоронил жену, он еще чаще наведывался к Малышевой.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Ҫӗр айӗнчи хӑтлӑ шӑтӑкра лара парать вӑл, унпа юнашар пушӑ тар ещӗкӗ, сӑран йӗнӗсем ӑшӗнче икӗ пӑшал, ик-виҫ мӑшӑр кивӗ мокасин1, чӗн пиҫиххи тата шыв ӑшӗнче йӗпенсе пӗтнӗ тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Юлашкинчен вӑл ӑна шыраса тупрӗ те вара унӑн петӗм телейӗ таҫтах кайса ҫухалчӗ: Бекки шкул хыҫӗнчи стена ҫумӗнче, Альфред Темпльпа пӗрле тенкел ҫинче, лара парать.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Лара парать ҫапла Галопен пӗлӗтелле пӑхкаласа, канлӗн.
Пулӑ ҫурӑмӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 177–179 с.