Поиск
Шырав ĕçĕ:
кӗпӗрленӗвӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫсен йӑлтӑртатӑвӗ, ҫурма маскӑсен чее вӑрттӑнлӑхӗ, ушкӑнра ахӑлтатупа тата ҫухӑрашупа кама та пулин тытнӑ май хӑйсен ҫулне кӗленчесемпе сулкалашса уҫса пыракан матроссен отрячӗсем; пукансем ҫинчи ӳсӗр ораторсем, — вӗсене никам та итлемест е чавсапа ӑнсӑртран чыша-чыша ӳкереҫҫӗ; шӑнкӑравсен тӗнкӗлтетӗвӗ, ӑратлӑ урхамахсен атлас пӗркенчӗкӗсем ҫинче ларакан принцессӑсемпе гризеткӑсен кавалькади; алӑксен тӗлӗнчи ҫынсен кӗпӗрленӗвӗ, — унта тӗтрере тилӗрчӗк сӑнсем, чӑмӑртаса тытнӑ алӑсем мӗлтлетеҫҫӗ; чул ҫул ҫинче тӑсӑлса выртакан ӳсӗрсем; килӗсене шиклене-шиклене таврӑнакан кушаксем; ҫепӗҫ сасӑсемпе хӑрӑлти ҫухӑрашу, юрӑсемпе хӗлӗхсем; чуп тӑву сассипе аякри кӑшкӑру хорӗ, — ҫапларах Гель-Гью кӑмӑл-туйӑмӗ ҫак ҫӗрле.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Суту-илӳ кварталӗ ҫумӗнчи Казонде патшин резиденцийӗ тенӗскер — пӗр тӑваткал миля ҫинче вырнаҫнӑ таса мар ҫуртсен кӗпӗрленӗвӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӗчӗк пӳлӗме тулса тӑкӑлнӑ офицерсен кӗпӗрленӗвӗ витӗр полк тухтӑрӗ Знойко аран ирткелет.Сквозь толпу офицеров, наполнявших маленькую комнату, с трудом пробирается полковой доктор Знойко.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Мӑн кӑмӑллӑ майра-патша вара, керменти халӑх кӗпӗрленӗвӗ хушшинче Соломонӑн мӑнаҫлӑ, асран тухми хитре питне хуть аякран, хуть вӑрттӑн, наҫилккен йывӑр каррисем витӗр те пулин курас тесе, палӑртнӑ сехетсенче хӑйне час-часах Ливан ҫурчӗ умӗпе йӑттара-йӑттара ирттерттернӗ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Страницы:
- 1