Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кунта вӗсем хӑйсене хуҫа пек тытаҫҫӗ, пахалӑхне пӗлесшӗн пулса, кӗнекесемпе картинӑсене тыта-тыта пӑхаҫҫӗ, вӗсемшӗн графсем хушса ларакан хаксене хӑюллӑн ӳстерсе яраҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Кантӑк витӗр кӗнекесемпе хаҫатсем ҫыхса хунӑ хулӑн папкӑсем курӑнаҫҫӗ.Сквозь стекла виднелись книги, газеты и пухлые папки с бумагами.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Катя Ял Советӗнче пӗр-пӗччен, кӗнекесемпе брошюрӑсем купаласа хунӑ сӗтел хушшинче ларать.Катя сидела в сельсовете одна за столиком, заваленным книгами и брошюрами.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Сӗтелӗн пӗр енче тетрадьсем, кӗнекесемпе хаҫатсем купаланӑ тумбочка, ун ҫийӗнче Ленинпа Сталин портречӗсем.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кроватьпе юнашар эмелсемпе, кӗнекесемпе, хаҫатсемпе, ҫырусемпе тултарнӑ ҫаврака сӗтел ларать, ун хыҫӗнче авса тунӑ этажеркӑ курӑнать; ҫыру сӗтелӗ ҫинче кукурузӑ пуҫӗсем, темӗнле курӑк ҫыххисем выртаҫҫӗ: пӗр стенине пӗтӗмпех кӗнеке ҫӳлӗкӗ йышӑннӑ, ун карнисне вӗҫен кайӑксемпе мамӑк тирлӗ тискер кайӑксен кӗлеткисем сырса илнӗ; кровать тӗлӗнчи пӗчӗк кавир ҫинче икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал чалӑшшӑн ҫакӑнса тӑрать: тепӗр стена ҫинче — килте тунӑ кӑнттамрах хашакаллӑ, тусан витнӗ картинӑ, ӑна ҫамрӑк чухне Бахолдин хӑй ӳкернӗ пулмалла: уҫнӑ чӳрече умӗнче, хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ ешӗл картиш ҫине пӑхса, хӗр ларать.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл унта лампа ҫутрӗ, Сергей фотографине алла илчӗ, — Сергей ун ҫине темшӗн сиввӗн пӑхса ларнӑ, — Ирина ӑна чуптуса илчӗ, кӗнекесемпе юнашар лартрӗ те Виктора чӗнме тухрӗ.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кӗнекесемпе, ҫӗлесе хунӑ «Правдӑпа» «Известия» хаҫат куписемпе юнашар пӗр ещӗк хура ҫӗр ларнӑ — унта ҫурхи тулӑ ешерет.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Митька кӗнекесемпе табак шӑршиллӗ сулхӑн кабинета хуҫинчен малтан кӗчӗ, унтан хӑйӗн килтен тухнӑ чухнехи хӑюллӑхӗ ҫак кабинет алӑкӗн урати урлӑ каҫичченлӗхе кӑна ҫитнине туйса илчӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Брянцев инженерла ӗҫсем пирки сӑмах тапратсан, салтак кутамккине салтса, ҫар ӗҫӗсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесемпе брошюрӑсем кӑларсан, Озеров тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Унта кӗнекесем вуншар пин том шутланмаҫҫӗ-ха, ӑна уҫни те иккӗмӗш ҫул ҫеҫ, ҫавӑнпа унта халь анчах тухнӑ ҫӗнӗ кӗнекесем кӑна пур-ха, вӗсем — пуринчен ытла вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫырса кӑларнӑ кӗнекесемпе брошюрӑсем, мӗнле те пулин илемлӗнрех калама кирлӗ пулсан, хӑюллӑнах калама пулать: колхоз библиотеки унӑн хуҫи хитре те ытла вӑтанакан хӗрача Лида Чебанюк пекех ҫамрӑк; вӑл Ессентукири библиотека техникумӗнчен вӗренсе тухни ҫинчен калакан диплома илсе, хӑй колхозне килни нумай пулмасть.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Татьяна икӗ лампа ҫутрӗ те хӗрлӗ скатертьпе витнӗ кӑнтӑрлах кӗнекесемпе хаҫатсем хурса тултарнӑ сӗтел ҫине лартрӗ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Никам шухӑшне те хисеплемест, нимӗнле канаша та шута илмест, ҫитменнине тата, хӑй вӗренетӗп тесе пур ҫӗрте те кӑшкӑрать пулсан та, вӗренмест; пур ҫӗрте те вулатӑп тесе ҫӳрет пулсан та, нимӗн те вуламасть, кӗнекесемпе хаҫатсем те вуламасть…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кунтах, ҫак хутрах, — клуб, Хворостянкин калашле, «ларусем ирттермелли пӳлӗм», кӗнекесемпе хаҫатсем усрамалли тепӗр пӗчӗк пӳлӗм, ҫавӑн пекех дежурнӑйсемпе посыльнӑйсене канмалли пӳлӗм вырнаҫнӑ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Татьяна сӗтел ҫине лартма апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ хушӑра Кондратьев пӗрмаях ҫӳлӗк умӗнче тӑрса кӗнекесем пӑхрӗ, — кунта вӗсене пит хӗсӗк: кивелнӗ пиншак тӑхӑннӑ пек сӑтӑрӑлса пӗтнӗ хупӑллӑ хулӑм кӗнекесем айккисемпе пӗчӗк брошюрӑсене хӗрхенмесӗр хӗсеҫҫӗ; ҫӗнӗ те хаклӑ, илемлӗ хупӑллӑ кӗнекесемпе юнашар ҫав тери саралса кайнӑ тата лӳчӗркенсе пӗтнӗ листасем тӑраҫҫӗ; хӑшпӗр тӗлте ылттӑн саспаллисемпе ҫырнӑ кӗнекесем хӗвел пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, вӗсем ҫийӗнче тӗрлӗ ҫулсенче тухнӑ журналсен купи выртать.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Володя вӑл кӗнекесемпе пускӑч туса усӑ курнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чӑнах та ӗнтӗ, хура кӗнекесемпе ҫыхланса кайсан, Саул пек, леш тӗнчерен вилнӗ ҫынсен чунӗсене чӗнсе илме тытӑнсан е тата хӑвна та, ҫынсене те усӑ паман наукӑсемпе туслашсан, ун пек пулсан вара вӗренме те кирлӗ мар.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пултаруллӑ семинарист ҫавӑн чухнех Герценпа Белинский ҫырнӑ кӗнекесемпе паллашнӑ, вӗсен ырӑ шухӑшӗсене чӗрене хывнӑ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
«Халӗ ӗнтӗ вуласси пӗрремӗш ӗҫ мар; ку енчен илсен, эпӗ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма хатӗр, — вара вӑл пушӑ чухне кӑна кӗнекесемпе ларнӑ, анчах ун пушӑ вӑхӑт нумай пулман.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫук, Федя ун ҫинчен суйса кӑтартман; Лопухов, чӑнах та, пуҫне кӗнекесемпе анатомилле препаратсем тултарнӑ студент пулнӑ, — мӗнле кӗнекесемпе тултарнине эпир Марья Алексевна ун биографине тӗпчесе вӗреннинчен пӗлӗпӗр: пуҫа препаратсем чиксе тултармасӑр профессор пулма ҫук, Лопухов вара профессор пулма ӗмӗтленнӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Федя сӑмахӗ тӑрӑх, вӑл тискер ҫын, ун пуҫне кӗнекесемпе анатоми препарачӗсем кӑна тултарнӑ, вӑл кӗнекесемпе препаратсем медицина ӗҫне вӗренекен лайӑх студент чун-чӗришӗн чи кӑмӑллӑ та чи пылак апат пулса тӑраҫҫӗ иккен.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.