Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр, эпир ӗнтӗ хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр, Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗ, Унӑн ҫилли пирӗнтен паянхи кунчченех сирӗлмест; 14. хӑвӑра ярса паракан ҫак кӗнекене вуласа тухӑр: ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче уяв кунӗсенче, ятарлӑ кунсенче халӑха вуласа парӑр.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫынсем ҫавӑн чухне каланӑ: акӑ эпир сире кӗмӗл ярса паратпӑр, ҫак кӗмӗлпе эсир пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем, ҫылӑхшӑн кӳмелли парне тата латӑн туянӑр та парне хатӗрлӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн парне вырӑнӗ ҫинче кӳрӗр, 11. Вавилон патши Навуходоносор пурӑнӑҫӗшӗн, унӑн Валтасар ывӑлӗ пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтӑвӑр: ҫӗр ҫинче вӗсен ӗмӗрӗ тӳпе ӗмӗрӗ пекех вӑрӑм пултӑр, тенӗ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ сире куҫарса кайнӑ хула тулӑх пурӑнтӑр тесе тӑрӑшӑр, уншӑн Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр: вӑл тӑнӑҫлӑ пурӑнсассӑн сире те тӑнӑҫлӑх пулӗ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Унӑн тӳпем вырӑнӗсемпе Унӑн парне вырӑнӗсене ҫав Езекия ҫӗмӗрсе тухманччӗ-и-ха, Иудейӑпа Иерусалима: «пӗртен-пӗр парне вырӑнӗ умӗнче ҫеҫ кӗлтӑвӑр, унӑн умӗнче ҫеҫ ырӑ шӑршӑ тӗтӗрӗр» теекенни ҫавӑ мар-и-ха?
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Илия ӗнтӗ Ваал пророкӗсене каланӑ: эсир нумаййӑн, ҫавӑнпа пӗр пӑрӑвне суйласа илӗр те малтан эсир хатӗрлӗр; турра кӗлтӑвӑр, анчах вут ан тивертӗр, тенӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Илия халӑха тата каланӑ: Ҫӳлхуҫа пророкӗ пӗр эпӗ анчах юлтӑм, Ваал пророкӗсем вара тӑватҫӗр аллӑ ҫын [тата Астарта пророкӗсем тӑватҫӗрӗн]; 23. ӗнтӗ пире икӗ пӑру паччӑр, пӗр пӑрӑвне вӗсем суйласа илччӗр, ӑна пусчӑр та вутӑ ҫине хуччӑр, анчах вутне ан тивертчӗр; эпӗ вара тепӗр пӑрӑвне тирпейлесе вутӑ ҫине хурӑп, эпӗ те вут тивертмӗп; 24. эсир хӑвӑр туррӑра кӗлтӑвӑр, эпӗ хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑма кӗлтӑвӑп.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара [фараон] Моисейпе Аарона ҫӗрлех чӗнтерсе илнӗ те [вӗсене] каланӑ: тӑрӑр та манӑн халӑхӑм хушшинчен тухса кайӑр, эсир хӑвӑр та, Израиль ывӑлӗсем те кайӑр, хӑвӑр каланӑ пек, Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] кайса кӗлтӑвӑр; 32. хӑвӑр каланӑ пекех, вак выльӑхӑра та, шултӑра выльӑхӑра та илӗр; кайӑр та мана та пиллӗх парӑр, тенӗ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Фараон Моисее [тата Аарона] чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: кайӑр, Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] кӗлтӑвӑр, кунта вак выльӑхӑрпа шултӑра выльӑхӑр ҫеҫ юлтӑр, ачӑрсем сирӗнпе пӗрлех пыччӑр, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Фараон васкавлӑн Моисейпе Аарона чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, умӗнче тата сирӗн умӑрта ҫылӑха кӗтӗм; 17. манӑн ҫылӑхӑма тепӗр хут каҫарӑр ӗнтӗ, хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра кӗлтӑвӑр, Вӑл ҫакӑ вилӗме манран сирсе ятӑрччӗ кӑна, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. [Фараон] вӗсене каланӑ: ҫапла пултӑр, Ҫӳлхуҫа сирӗнпе! эпӗ сире яма хатӗр, анчах мӗншӗн ачӑрсемпе каясшӑн? куратӑр-и, эсир усал шухӑш тытнӑ! 11. ҫук, арҫынсем анчах кайӑр, кайӑр та Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑр ҫавна ыйтрӑр, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Моисейпе Аарона каялла фараон патне илсе пынӑ, вара [фараон] вӗсене каланӑ: кайӑр, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, кӗлтӑвӑр; кам-кам каять-ха? тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вара фараон Моисейпе Аарона чӗнтерсе илнӗ те вӗсене каланӑ: ку хутӗнче эпӗ ҫылӑха кӗтӗм; Ҫӳлхуҫа тӳрӗ, эпӗ тата манӑн халӑхӑм вара айӑплӑ; 28. [маншӑн] Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр: Турӑ аслатийӗ, пӑр [тата ҫӗр ҫинчи вут-ҫулӑм] чарӑнтӑр, вара эпӗ сире ярӑп, урӑх чарса тӑмӑп, тенӗ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Фараон каланӑ: эпӗ сире хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра пушхирте парне кӳме ярӑп, анчах аякка ан кайӑр; [Ҫӳлхуҫана] маншӑн кӗлтӑвӑр, тенӗ.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара фараон Моисейпе Аарона чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: [маншӑн] Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр, Вӑл ман патӑмран, манӑн халӑхӑм патӗнчен шапасене сиртӗр, вара эпӗ Израиль халӑхне Ҫӳлхуҫана парне кӳме ярӑп, тенӗ.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.