Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрес варрине вӑрман чечекӗсен типӗ кӑшӑлӗ капӑрлатнӑ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Час-часах аппӑшӗ валли пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхатчӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Аслӑраххи, унаса хатӗрленӗ ҫӑкӑрсене йывӑҫ кӗреҫе ҫине хурса, кӑмакана чикет, хӗрӗ пушаннӑ ҫӑкӑр кӑшӑлӗ ҫине ҫӑнӑх сапса тӑрать.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хӗрлӗ те сарӑ роза чечекӗсенчен тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартрӗҫ пире.
Карачири ӑсату каҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Партизансем татса тухнӑ тӑшман кӑшӑлӗ каллех сыпӑнса ларчӗ.И разорванное партизанами вражеское кольцо вновь оказалось сомкнутым.
Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Хӗр ачасен ман валли те пуҫ кӑшӑлӗ тупӑнчӗ.
Ҫуркунне // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Хӗр ачасем хаваслансах килӗшнӗ, вара, ҫакӑншӑн тавтуса, Днепрӑн сулахай енне каҫса, чечексем пухнӑ, ҫав чечексенчен пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхнӑ та, ӑна Олега панӑ.Девочки охотно согласились, а в благодарность сплели Олегу на голову венок из цветов.
Ҫуркунне // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Олег пуҫӗ тавра та хӗр ачасенни пекех, чечексенчен ҫыхнӑ пуҫ кӑшӑлӗ пур.На голове у Олега был такой же, как у девочек, венок из живых цветов.
Ҫуркунне // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Пуҫне ҫӑлтӑрсен кӑшӑлӗ ункӑланӑ, ҫак кӑшӑл ҫамки ҫийӗн ҫинҫе параболӑна куҫать; ун ӑшӗнче — икӗ шарик: рубин тӗсли тата тӑмран тунӑ хӗрлӗ кирпӗч тӗслӗскер.
Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫынсем, сенӗкӗсене, кӗреплисене сӗвентерсе ӗҫ вырӑнӗсенчен аякках хӑпмасӑр, кам ӑҫта ҫавӑнта — кӗлтесем ҫине, тырӑ кӑшӑлӗ, улӑм кули кутне лара-лара тухнӑ, кам, тӑвар сапса, ҫӑкӑрпа ҫӗрулми, хӑяр ҫиет; шӳтлеҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ — канаҫҫӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Розӑран ҫыхнӑ чечек кӑшӑлӗ…
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Эпӗ ҫав-ҫавах пӗччен пултӑм, анчах ҫав минутсенче пӗрмаях ҫапла туйӑнчӗ: ӑнланмалла мар чаплӑ ҫутҫанталӑк, шупкарах сенкер тӳпере пӗр тӗлли-паллисӗр ҫӳлӗ вырӑнта темшӗн чарӑннӑ ҫутӑ уйӑхӑн хӑй патнелле туртакан кӑшӑлӗ, кирек ӑҫта та яланах манпа пӗрле пулса, хӑйпе вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑша тултарса тӑнӑ пек курӑнаканскер, тата эпӗ, ниме тӑми ӑман, этемӗн япӑх та юрлӑ туртӑмӗсемпе ирсӗрленме ӗлкӗрнӗскер, анчах ӑсра сӑнарлассипе юратӑвӑн хӑватлӑ та тем анлӑш вӑйне пытарса усраканскер, — эпир пурте: ҫутҫанталӑк та, уйӑх та, эпӗ те пӗр япала пулнӑн туйӑнчӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗрӗ кӑшӑлӗ ҫумӗнче Мими ларать, вӑл тӑтӑшах пуҫне ҫилӗллӗн пӑркалать, тӑруках ҫул хывса, ун пичӗ е алли ҫине пӗрре кунта, тепре унта вутлӑ йӑрӑм ӳкерекен хӗвелтен пӑрӑнасшӑн вырӑнтан вырӑна куҫкалать.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗрремӗш чӳрече патӗнче тӗрӗ кӑшӑлӗ тӑрать, ку чӳречен шуратман пиртен тунӑ каррине усса янӑ, ун хушӑкӗсем витӗр ҫап-ҫутӑ хӗвел, мӗн тӗл килет, ҫавӑн ҫине, куҫа шартармалла ялтӑркка вут ҫаврашкисем ӳкерет; тӗрӗ ӳкермелли шурӑ пир ҫинче шӑнасем васкамасӑр утса ҫӳреҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӳҫне вӑл паян ҫӳлелле тураса, пуҫ кӑшӑлӗ пек хурса майлаштарнӑ, ҫакӑ кил хуҫи хӗрарӑма ҫӳллӗрех туса кӑтартать; шалпар хӗрлӗ капот тӑхӑннӑ хӑй, аллисенче алӑ суллисемпе ҫӗрӗсем ҫутӑлаҫҫӗ, пиҫиххинчен ҫакса янӑ ҫӑраҫҫисен ҫыххи чӑнкӑртатса тӑрать, вӗтӗ шӑлӗсене йӗрсе хунӑ, куҫӗсем виртлешсе хӗсӗннӗ — ҫаксене мӗнпурне курсан, кил хушши хуралҫин аллисем те, пуҫӗ те лаштӑрах усӑнчӗҫ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Эпӗ хамӑн аллӑма ун хулпуҫҫийӗ урлӑ тӑссан, вӑл террасса карлӑкӗ патнелле сиксе ӳкрӗ, кӑкӑрне аллипе тытрӗ, ӳкернӗ кӑшӑлӗ тин кӑна ҫуса тухнӑ нӳрлӗ урай хӑми тӑрӑх кусса кайрӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Окруженин хурҫӑ кӑшӑлӗ пӗрӗнме пуҫларӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Бездоля пулемётчик, Ҫӗпӗр ҫынни, ӗҫчен те хӑватлӑскер, чӗрки ҫинче выртакан шурӑ чечекӗсенчен пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхать.
Пӗр ывӑҫ ҫӗр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 28–38 с.
Ӗнтӗ канат кӑшӑлӗ пушаннӑччӗ пулӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пуҫ кӑшӑлӗ те ҫук, чечексем те ҫук, — таткаланса пӗтнӗ, юнпа пӗвеннӗ чечек тунисем кӑна тӑрса юлнӑ…Нет венков, нет цветов, — одни лишь стебли, оборванные, залитые кровью…
XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.