Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑвайт малтан туйӑннинчен инҫерех иккен; Гобсона хӑйӗнчен самаях хыҫала хӑварса Детрей кӗҫех кӑвайта тата Шенка курчӗ, — вӑл ҫын сассипе йытӑ вӗрни илтӗнекен ҫӗрелле пӑхма кӑвайт патӗнчен тӗттӗмелле пӑрӑннӑ.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Хула патнелле ҫывхарсах пыратӑп, анса лармаллине пӗлтерекен кӑвайт ҫутисене шыратӑп, ҫав кӑвайтсене юханшыв хӗррине чӗртетчӗҫ, анчах пӗр кӑвайт ҫути те курӑнмасть!
Кӑнтӑрла вӗҫмелли машинӑпа ҫӗрле вӗҫни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Хӑй ҫав вӑхӑтра юр ҫинчех кӑвайт чӗртрӗ, пӗчӗк хуран тупса юр тултарчӗ те кӑвайт ҫине лартса ячӗ.
Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.
Мӗнпур палӑксене ӑсталаса пӗтерсе вӗҫлев уявне турӗҫ: сӳннӗ кӑвайта ҫӗнӗрен чӗртрӗҫ, вилнисене асӑнса кӑвайт тавра виҫӗ хутчен ҫаврӑнчӗҫ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫынсем кӑвайт тавралла тӗршӗнеҫҫӗ; ку — хура пуҫсен кӑвайтӑн хӗрлӗ сӗмӗнчи талккӑшпех ҫапкаланакан, силленекен унки-ҫаврашки.Толпа теснилась вокруг костра; то было сплошное мятущееся кольцо черных голов на красном фоне огня.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Кӑвайт кӑвайтпа, эпӗ сире кӑларатӑп, сирӗн… каймалли вырӑн пур тӑк паллах.Огонь огнем, и я вас выведу, если только вам есть куда идти.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл пиншакне кӑвайт хӗррине ывӑтса аллипе ун ҫинелле кӑтартрӗ, хӑй вара кӑвайт тепӗр енне кайса ларчӗ, ҫӗкленӗ чӗр куҫҫисенчен чавсисемпе тӗревленчӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Кӑвайт ӑшшипе чӗрӗлнӗ кӑпшанкӑ, чӑнах та, — турат ҫумне ҫыпҫӑнса хӗл каҫма юлнӑ-ши ӗнтӗ вӑл, мӑнтарӑн, е ирӗлнӗ юр айӗнчен вӗҫсе тухрӗ — те асӑрханаймарӗ, те тата ӑшӑраха, вут ҫывӑхнерехе хыпаланчӗ, Эверккипе Илемпи куҫ хупса иличчен кӑвайт ҫине пырса кӗчӗ.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Вӑл салтаксен лагерӗнче пӗр кӑвайт патӗнчен тепӗр кӑвайт патне пынӑ, салтаксене пулас штурм ҫинчен каласа панӑ, вӗсемпе пӗрле иртнӗ походсемпе ҫӗнтерӳсене аса илнӗ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Кӑвайт чумрах ҫунатчӗ, ун тавра вара сарӑмӗпех партизансем сарӑлса выртатчӗҫ: урисем кӑвайт патнелле, пуҫӗсем чум витти айнелле.
Пирӗн «столица» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ермолай кӑвайт ҫине кӑштах чӑрӑш турачӗсем хучӗ; кӑвайт ҫавӑнтах ҫатӑртатса ҫунма тытӑнчӗ те, шурӑ та ҫӑра тӗтӗм ӑна тӳрех питрен пырса ҫапрӗ.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Вӑл кӑвайт умне ларса ӑшӑнасшӑн пулнӑ, анчах кӑвайт чӗртме ниҫтан та вут тупайман.И вот надумала она погреться у костра, но нигде не могла раздобыть огня.
Ырӑ канаша итлеменнисем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Сулӑн пӗр кӗтесне тӑпрас сарнӑ, ун ҫинчех кӑвайт ҫуннӑ, кӑвайт патне кӗрӗк пиншак тӑхӑннӑ пӗр мужик кукленсе ларнӑ, вӑл аллисене вут ҫине тытса ӑшӑтнӑ, ҫав вӑхӑтрах улпутсем енне хӑяккӑн пӑха-пӑха илнӗ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӗр пӳрт умӗнче кӗҫех кӑвайт ялкӑша пуҫларӗ, кӑвайт ҫинче ҫулҫӳревҫӗсен чейникӗ чашкӑрма тытӑнчӗ.Перед балаганом скоро загорелся веселый огонек, а над ним закипел походный чайник.
III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Васькӑна ҫӗрлехи кӑвайт тата чухӑн-бандурист ҫинчен те пулин каласа парас тесе, хӑмӑш хурса пӗчӗкҫеҫ кӑвайт чӗртрӗм, анчах ӑна каласси те пулмарӗ.
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Кӑвайт умӗнче тӑрса, суккӑр ҫын хӑйӗн чӗтрекен аллисемпе бандурӑна хыпашласа тупрӗ те, кӑвайт урлӑ таҫта аяккалла, тӗттӗмелле пӑхса, хӗлӗхсене тӗртӗнсе илчӗ, хуллен калама пуҫларӗ:
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Апат пуррине курса, партизансем кӑвайт умне кӗпӗрленчӗҫ, ҫӗрулми ыйта-ыйта илчӗҫ, пайлама, ҫиме пуҫларӗҫ, кӑвайт патӗнчен инҫерехрисем валли вара ҫерҫине тӑранма та ҫитмен тӗпренчӗкӗсем ҫеҫ юлчӗҫ.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кибиткӑ варринче кӑвайт ҫуннӑ, кӑвайт ҫине хуранпа аш пӗҫерме ҫакса янӑ.Посреди кибитки горел костер, на костре подвешен котел с мясом.
Алтӑр-Косе тата Шигайбай // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 21–26 с.
Юлашкинчен, эпӗ кӑвайт чӗртсе ятӑм, мулкач ҫуне вӗрҫӗнӗ хурана ярса кӑвайт ҫине ҫакса ятӑм.
Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.
Мӗншӗн ҫӗрле кӑвайт хурса ларатӑн эс кунта? — ыйтрӗ Кэукай, ним ӑнланмасӑр пӗрре кӑвайт ҫинелле, тепре Чочой ҫинелле пӑхса илсе.Зачем ночью здесь костер жжешь? — спросил Кэукай, глядя с недоумением то на костер, то на Чочоя.
Экэчо пӑлханать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.