Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑвайт сăмах пирĕн базăра пур.
кӑвайт (тĕпĕ: кӑвайт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуралтисем пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ те васан хӗрринчи ватӑ юман айне кӑвайт чӗртрӗҫ, чаппанӗсене курӑк ҫине сарса хучӗҫ, урасене тутарла хуҫлатса ларчӗҫ, калаҫу пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах мӗншӗн кӑвайт чӗртрӗҫ-ха, мӗншӗн ун тавра ҫаврӑнаҫҫӗ-ха?

Помоги переводом

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑваш маттур ташӑҫисем кӑвайт тавра пуҫтарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑвайт ҫине пӑрахнӑ ҫапӑсем ҫатӑртатса кӑна ҫунаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑн малтанах пысӑк кӑвайт чӗртсе ячӗҫ.

Помоги переводом

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Калаҫа-калаҫа ҫынсем кӑвайт умне хӑйсен ҫарпуҫӗ пырса тӑнине те асӑрхаман иккен.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ыттисене хӗскелесе, кӑвайт умнерех, ҫын курмалли ҫӗререх хӑшместӗр тухрӗ.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хресчен ҫынни ялан ӗҫрен пӑрӑнса ҫӳрени те аван мар, — терӗ кӑвайт пӑтратса лараканни.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку сӑмаха илтсен, кӑвайт кутӗнче лараканнисем шухӑша путрӗҫ.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗҫлес килнипе аптӑратпӑр-ҫке, — сӑмах хушмасӑр юлмарӗ кӑвайт пӑтратса ларакан арҫын.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑвайт кутӗнче ҫиччӗн-саккӑрӑн калаҫса лараҫҫӗ.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑвайт ҫатӑртатса ҫунать, ӑна курса, пурин пичӗ-куҫӗ те телейлӗн ҫиҫет.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑвайт ҫине пысӑк хуран ҫакрӗҫ, унта пӗтӗм ялӗпе пухнӑ ҫӑмарта ячӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Инҫех те мар кӑвайт валли ҫатӑрка пухса хунӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтан уя тухса кӑвайт чӗртмеллеччӗ, кайран пуяна хампа пӗрле чӗнсе тухса, вут ӑшне сик! темеллеччӗ мар пуль те?

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паянтан вӑрманта тата ун ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть.

Отныне в лесу и неподалеку от него нельзя будет разводить костер, нельзя жечь мусор.

Пушарпа кӗрешмелли уйрӑм режим пуҫланнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34728.html

Атӑл хӗрне пӑхсассӑн та Пур ҫӗрте те тӳлек пек, Анчах тура, унта-кунта, Кӑвайт ҫунать пушар пек.

Помоги переводом

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тепӗр вунӑ минутран вӗсем ӳплерен инҫе те мар пӗчӗк кӑвайт чӗртеҫҫӗ те, пулла вӑрӑм хӑва хулли ҫине тирсе, вут ҫинче тытса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӑвайт икӗ енне икӗ йӳплӗ юман шалча ҫӗре чиксе лартрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӳплерен аяккарах кайса, кӳлӗ хӗрне Кирук вут-шанкӑ пухрӗ те кӑвайт чӗртрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней