Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кунне сăмах пирĕн базăра пур.
кунне (тĕпĕ: кунне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр кунне, Гремячири партячейкӑн хупӑ пухӑвӗнче, пурте пӗр сасӑпа колхоз членӗсен мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхне, вӗсен шутӗнче вак-тӗвек выльӑха та пӗрлештерес тесе йышӑнчӗҫ.

На следующий день на закрытом собрании гремяченской партячейки было единогласно принято решение обобществить весь скот: как крупный гулевой, так и мелкий, принадлежащий членам гремяченского колхоза.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр кунне, февралӗн 4-мӗшӗнче, колхозниксен пӗрлешӳллӗ пухӑвӗнче, пурте пӗр сасӑпах кулаксене килйышӗсемпех Ҫурҫӗр Кавказ крайӗнчен кӑларса ямалла тесе йышӑнчӗҫ.

На другой день, 4 февраля, общее собрание колхозников единогласно вынесло постановление о выселении из пределов Северо-Кавказского края кулацких семей.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах тепӗр кунне, килӗрен-киле ҫӳресе, колхоза хирӗҫ тӑракан вӑтам хресченсене Половцев укҫипе ӗҫтере-ӗҫтере, пачах урӑхла калаҫрӗ:

А на другой день, обходя дворы, угощал на деньги Половцева надежных, настроенных против колхоза середняков, подвыпив и сам малость, говорил иное:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑн пек куляна-кулянах виҫҫӗмӗш кунне лашасене ялалла витене илсе пычӗ Лекҫей.

Помоги переводом

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Кашни кунне юлашки пек пурӑнса ирттерекен кӑна Сулиета Аслановна пек паттӑррӑн, сывлӑшӗ тухми пуличчен ӗҫне парӑнса пурӑнма пултарать.

Нужно жить как Сулиета Аслановна, проживая каждый день как последний, отважно, до последнего вздоха быть преданным делу.

Сулиета Аслановна Кусова-Чухо. // Марина Карягина. https://www.facebook.com/photo.php?fbid= ... =3&theater

Тепӗр кунне инҫех мар вырнаҫнӑ пӗр ҫӗршыври «Штази» ятлӑ вӑрттӑн служба пуҫлӑхӗ хаҫат пӑхкаласа ларчӗ.

На следующий день после описанных выше событий в одной недалекой стране начальник секретной службы «Штази» отложил в сторону газету,

Эпилог // Галина Матвеева. Килти архив

Кунне ҫичӗ шухӑш, — терӗ няня, ҫиленнӗ май анасласа.

— Семь пятниц на неделе! — сердито зевая, сказала няня.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӑлтӑр календарӗ тӗлӗшпе унӑн пӗлӳлӗхӗ халӗ те нумаях мар, анчах апрелӗн 30-мӗш кунне вӑл ирттермест, астусах тӑрать.

В звездном календаре он все еще разбирается плохо, но день 30 апреля никогда не пропустит.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр сӗтел хушшинчех ларса кунне виҫ ӑстрӑм ҫиетпӗр.

Мы завтракаем, обедаем и ужинаем за одним столом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир вӗсене Боркине ҫити поездпа каятпӑр, унтан Кореваново урлӑ Водохранилищӗне ҫити ҫуран утатпӑр, вара ҫыран хӗррине чатӑр карса, ҫӗр каҫатпӑр, ирхине, хӗвелпе пӗрле тӑрса, ҫуллахи хӗвелтӑру кунне савӑнӑҫлӑн кӗтсе илетпӗр, кӑнтӑрлана каялла киле таврӑнатпӑр терӗмӗр.

Сказано было, что мы поедем поездом до Борок, а там пройдем пешком через Кореваново до водохранилища и на берегу его разобьем палатку, где и заночуем, а утром, встретив восход солнца, отпразднуем летнее солнцестояние и в обед вернемся с поездом домой.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫулталӑк каярах эпир ҫакӑн пек сӑмах пӗтертӗмӗр: ҫуллахи хӗвел-тӑру кунне — ҫулла пуҫламӑшне ҫакӑнта кӗтсе илме пултӑмӑр.

Еще год назад мы сговорились, что придем сюда встретить день летнего солнцестояния — начало лета.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан ҫӳхе тутисене ҫыртса, юратнӑ автомат ручкипе тем пек тӑрӑшса, ҫакна ҫырчӗ пуль: «Хирӗҫ тух вырсарни кун ҫулталӑкри чи пысӑк хирӗҫтӑру кунне пӗрле ирттерӗпӗр».

А потом, закусив тонкую губу, старательно выводил автоматической ручкой, которой так гордился: «Встречай воскресенье проведем вместе день противостояния самый большой день в году».

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кунне ҫӗр ҫирӗм пилӗк хут ана-ана лармалла пулать — хамӑн самолетӑм ҫинче Париж ешӗлӗ вырӑнне урӑх вӑйлӑрах груз пулсан, ку ӗҫ питӗ кирлӗ пулӗ-ха.

Сто двадцать пять посадок в день — это пригодится, если парижскую зелень на моём самолёте придётся заменить другим, более основательным грузом.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мана та гимнастика тутарасшӑнччӗ, анчах эпӗ пуҫларӑм та пӑрахрӑм, вӑл вара кунне икӗ хут — ирпе те каҫпа — ялан туса пырать.

Он и меня заставлял делать зарядку, но я начинала и бросала, а он делал аккуратно — два раза в день, утром и вечером.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ӗнтӗ кунне икшер хут кӗрсе тухакан та пулчӗ — ҫав майпа эпир Николай Антонычпа Ромашка ҫинчен яланах ҫӗнӗ хыпар пӗлсе тӑраттӑмӑр.

Теперь она забегала иногда по два раза в день — и таким образом у нас все время были самые свежие новости о Николае Антоныче и Ромашке.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑвӑр патӑра хӑҫан пыма юрать, кунне, сехетне каласа парӑр та адресӑра ӑна хӑварӑсӑрччӗ.

Назовите день и час, когда к вам прийти, и оставьте ему адрес.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кун пек хӑрушӑ ӗҫе кунне пӗрре ҫеҫ тума пулать, кирек мӗнле пулсан та кабинӑран кунне пӗрре тухса кӗмесен май килмест-ҫке-ха!

На такое страшное дело можно решиться только один раз в день и то только потому, что один-то раз в день необходимо вылезать из кабины.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр кунне полк тухса кайма хатӗрленсе ҫитрӗ.

На другой день полк собрался.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тепӗр кунне аттене хресченсем пирӗн кил-картине каҫару ыйтма пыни ҫинчен пырса каларӗҫ.

На другой день доложили батюшке, что крестьяне явились на барский двор с повинною.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫулталӑк тӑршшӗпе мӗн кӑна тумаҫҫӗ вӗсем: чӑваш халӑх уявӗсемпе ҫыхӑннӑ, писательсемпе поэтсен ҫуралнӑ кунне халалланӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ, конкурссене хутшӑнаҫҫӗ.

Чего только они не делают в течение года: проводят мероприятия связанные с чувашскими народными праздниками, посвященные дням рождений писателей и поэтов, участвуют в конкурсах.

Туслӑх Ҫурчӗшӗн канмалли кун ҫук // Ирина Трифонова. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... li-kun-cuk

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней