Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

калӑпӑр (тĕпĕ: калӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калӑпӑр, «ВНИИР» ОАО Бангладешри атом станцийӗсем валли кирлӗ пек таварсем хатӗрлесе парать.

Помоги переводом

«Узбекистанри АЭС строительствин ӗҫне Чӑваш Ен хутшӑнма хатӗр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/27/uzbe ... sh-en-huts

— Калӑр-ха, эсир пысӑк ҫын пулма, калӑпӑр, пӗтӗм Совет Союзӗпе паллӑ ҫын пулма ӗмӗтленмен-и?

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Калӑпӑр, вырӑсла «исторически опыт» тенине чӑвашла «истори опычӗ» ҫеҫ темелле иккен, «социалистическая страна» тенине «социализм ҫӗршывӗ» т. ыт. те.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Пӗри, калӑпӑр, урӑ мар пуҫпа руль тытнӑ, тепри хӑйне турттарма хушман груз тиенӗ, виҫҫӗмӗшӗ урампа пынӑ ҫӗртех йӗркесене пӑсать…

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Аш-какай туса илесси, тӳрех калӑпӑр, питӗ япӑх пырать: 2022 ҫулхи 1-мӗш кварталпа танлаштарсан чакнӑ — 88 процент (!).

Помоги переводом

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Исаев Мӗтрийӗ кам тесе ыйтакансене ҫапла калӑпӑр: вӑл чӑваш совет прозин никӗсне хывакансенчен пӑри, чӑваш литературӑ критикине пуҫарса яракансенчен пӗри пулнӑ.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫапла ҫеҫ калӑпӑр: вӑл — никам та мар, чи малтан, Исаев пулнӑ, тейӗпӗр.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Умсӑмах авторӗпе килӗшсе, эпир та ҫавӑн пекех калӑпӑр, Исаев ҫырӑвӗсем вулакансене, тӑван литературӑна тӗпчекенсене пысӑк усӑ пама пултараҫҫӗ, тейӗпӗр.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Калӑпӑр, Пинер…»

Помоги переводом

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ырӑ ҫын вырӑнтан, калӑпӑр, хускалман-ха, вӑл ӑҫта каясси ҫинчен пӗтӗм тӗнче пӗлет.

Помоги переводом

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл вилес-тӗк патька-патшана мӗн калӑпӑр!

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ну, калӑпӑр, тепӗр арҫынни вӑл эпӗ те пулма пултаратӑп-ҫке-ха!

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Калӑпӑр, танлаштар мана пӗр-пӗр паттӑрпа.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эштеле икӗ тӗрлӗ йывӑҫран, калӑпӑр, юманпа ҫӑкаран тӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран аттене мӗн калӑпӑр?!

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Калӑпӑр, кӑрлач уйӑхӗнче сӗт хакӗ, кӗрпе, ҫу, сахӑр, сыр, аш-какай хакӗсем пӗчӗкрех пулнӑ ытти чухнехинчен.

Помоги переводом

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Калӑпӑр, эп ун урлӑ тӳрех 500 грамлӑ Jacobs кофе туянатӑп.

Помоги переводом

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

Калӑпӑр, Чӑваш Республикинчи Ҫӗнӗ Шупашкарпа Таджикистан Республикинчи Худжанда пӗр-пӗринпе юлташланасси пирки калаҫса килӗшнӗ.

Помоги переводом

Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha

Калӑпӑр, 2023 ҫулта «Ҫурт-йӗр» регион проекчӗпе ӗҫлеме чылай укҫа-тенкӗ йышӑннӑ, 730 пин тӑваткал метр чухлӗ объект хута ямаллине асӑннӑ Пуҫлӑх.

Помоги переводом

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

Калӑпӑр, 2021 ҫулта 500 ҫӑхав пулнӑ, 2022 ҫулта вара пурӗ те 230 ҫӑхава шута илнине асӑннӑ вӑл.

Помоги переводом

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней