Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эмиль какай шӳрпине питӗ юратать, ҫавӑнпа васкасах хӗрӗплеттерет.Эмиль очень любил бульон, поэтому он хлебал громко и торопливо.
Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫак кун апат валли какай шӳрпи пӗҫерчӗҫ.
Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫав тери хаяр ҫапӑҫу пулса иртнӗ, англичансем тимӗр тумтирлӗ ҫынсемпе лашасене какай туранӑ пекех туранӑ.
Азенкур патӗнчи ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Пирӗн тӑварланӑ какай, шӑратнӑ ҫу пичкисем, запаслӑх туса хатӗрленӗ колбаса тултарнӑ ещӗксем пурччӗ; гитлеровецсем пӗр ҫын юлми вӗлере-вӗлере тухнӑ поляксен уй-хирӗсенчен хамӑр вырса пухнӑ тулӑ миххисем нумайччӗ.
Сывлӑш ҫавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пӗҫернӗ какай хӑвӑрт пӑсӑлать, вара ҫынсем выҫӑлла-тутӑллах пурӑнатчӗҫ.
Ковпакпа тӗл пулнисем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ҫӑнӑх ҫук чухне, — унашкал вӑхӑтсем те час-часах пулкалатчӗҫ, — ҫӑнӑх шӳрпи вырӑнне нимӗр ҫиеттӗмӗр: какай шӳрпине ҫӗрулми ярса пӗҫереттӗмӗр те, ӑна тӳсе нимӗр тӑваттӑмӑр.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Кӑнтӑрла иртсен виҫӗ сехетсем тӗлнелле, утса пынӑ ҫӗртех, пӗрер татӑк какай ҫикелерӗмӗр.
Малтанхи ҫапӑҫу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Эппин лайӑх какай та ҫиме пулать!
Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Кӑнтӑрла пӗр тирӗк яшка, шурӑ какай тата мӗн те пулин тутлӑ япала.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Хам кулинари искусствине лайӑх пӗлнипе мухтанса илес шутпа, эпӗ ку какай пельмень тума начар, тата вӑл сахал, терӗм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Какай сутакан кӑкӑрне каҫӑртса, мала утса тухрӗ.
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Унӑн шатраллӑ пичӗ ҫине тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ; хӑй вӑл тӗтӗм ҫинче вӗтнӗ хытӑ шӑнӑрлӑ какай чӑмласа ларать.На его изрытом оспинками лице выступил пот; он жевал всухомятку кусок жилистого копченого мяса.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Какай ҫитернӗ пирки савӑннӑ ачасене халӗ ӗнтӗ никам та шанмасӑр тӑма пултараймасть.
XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Повар хурана вӑрӑм авӑрлӑ вилка чиксе ячӗ те унтан пӗр какай татӑкӗ туртса кӑларса, ачасене пачӗ.Повар сунул в котел длинную вилку, наколол кусок мяса и протянул ребятам — один на двоих.
XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
— Василий пичче кутамккине салтрӗ те унтан какай татӑкӗ тата темиҫе ҫӗрулми кӑларчӗ.— Дядя Василий развязал мешок, достал кусок мяса и несколько картофелин.
XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Партизансем пурне те тупаҫҫӗ; какай та, ҫӑкӑр та, ҫу та.
XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тырӑ кӑна икӗ пин пӑт ытла шутланать, ҫичҫӗр пӑт ҫу тата сало, какай вара пин пӑта яхӑн пулать, кунсӑр пуҫне тата кӗрпепе пӑрҫа таврашӗ те сахал мар пулмалла.
XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӗсем ҫу, какай, сахӑр, кӗскен каласан, алла мӗн лекнӗ — ҫавна пӗтӗмпех тӑпӑлтарса илчӗҫ, чӑх-чӗпсем хыҫҫӑн хӳтерсе ҫӳрерӗҫ.Они забирали масло, куски солонины, сахар, гонялись за курами, брали все, что попадало под руку.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Унӑн поварӗн ӑнланӑвӗ тӑрӑх, ҫак кухньӑн вӑрттӑнлӑхӗ кашни апат-ҫимӗҫӗн чӑн-чӑн тутине тӗпренех улӑштарасси пулнӑ: ӑста пӗҫернӗ какай тутийӗ пулӑ тути пек пулнӑ, пулӑ — кӑмпа пек, макарон — тар пек пулнӑ; анчах ромб е трапеци формине йышӑнмасӑр яшка ҫине пӗр кишӗр те лекеймен вара.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Довженко сержант, вӑхӑтлӑха старшина вырӑнӗнче ӗҫлекенскер, пӗр банка пӗҫернӗ какай, ҫӑкӑр тата пӗр ывӑҫ сахӑр пачӗ.
Умсӑмах вырӑнне // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.