Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакна эпӗ капралӑн тӑвӑлса ҫитнипе хӗрелнӗ пит-куҫӗ сасартӑк шуралса кайнинчен, калаҫнӑ чухне вӑл такӑнма пуҫланинчен, ҫапла туса вӑл итлекенсене пурне те тӗлӗнтерсе янинчен (пӳлӗмре вӗсем саккӑрӑн пулчӗҫ, иккӗшӗ капрал хыҫҫӑнах юнашар пӳлӗмрен кӗчӗҫ), юлашкинчен, вӑл манран тӳрех: — Эсӗ апла хӗрли пулатӑн-и? — тесе ыйтнинчен пӗлтӗм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
— Ӑна курнипе пурте ҫапла ӑнран кайнинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, — терӗ халӑх хушшинчен пӗр темӗнле зоил хӑйӗн кӳршине.
Эпилог // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫав майпа ҫӗр варринелле анса кайни профессор кӑмӑлне каять пулсан та, мӗншӗн тесен вӑл аялалла пуҫхӗрлех анса кайнинчен нумаях уйрӑм мар, анчах эпӗ…
XXXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Анчах вӑл хӑй пӑлханса кайнинчен лӑпланчӗ те амӑшӗн куҫҫулӗпе йӗпеннӗ питӗнчен тӳлеккӗнрех, куҫне ҫивӗччӗн йӑлтӑртаттарса пӑхрӗ.
XIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Высоцкипе Прохарченко тавлашни ҫинчен вӑл хавхаланса каласа пачӗ; вӑл самантра улшӑнса кайнинчен тӗлӗннӗ Валентина, сӗтел хушшинчен тӑрса, ӑна ыталаса илессинчен, хӑй унра вӑратакан, анчах вӑл ҫак минутра нимӗн чухлӗ те шутламан туйӑмсем ҫинчен калассинчен аран-аран тытанса тӑчӗ.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл хай хӗрӳленсе кайнинчен вӑтанса кайрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Кӗтессенче туса ирттерекен ытти пур вӑрттӑнлӑх — ӑс пӑтранса кайнинчен пулать!Все же другие тайности, по углам совершаемые, — от заблуждения ума!
VIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Сӑрӑ господин ҫӑварӗнчен сигарне кӑларнӑ та пӗр вӑхӑт хӑйпе калаҫакан ҫине, калаҫу тӑруках урӑх еннелле куҫса кайнинчен тӗлӗннӗ пек пулса, пӑхса ларнӑ.
XXVIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ку ӗнтӗ лаша ҫинче сиккипе пыракан амазонка мар, ку ҫамрӑк хӗрарӑм кентаврӗ сиксе пырать — ҫурма тискер кайӑк, ҫурма турӑ вӑл — тӗлӗнет вӑл алхасса кайнинчен йӗркеллӗ те йӑваш ҫӗршыв!
XLII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Пӗчӗк утравсем хушшинче эпӗ ҫӗтсе кайрӑм, кӑшкӑрни илтӗнми пулчӗ; малтан эпӗ сасӑ хыҫҫӑн каяс терӗм, анчах ку япала вылянчӑк вут ҫути хыҫҫӑн кайнинчен те начартарах.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Анна Васильевна вилес патнех ҫитнӗ; ӑна хӗрӗ качча кайнинчен ытла вӑл кунтан тухса кайни хуйхӑртать.Анна Васильевна убита, но ее гораздо больше сокрушает отъезд дочери, чем ее замужество.
XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Джон Мангльс унӑн хӑватлӑхне пӗрре те чакарасшӑн мар, мӗншӗн тесен ҫӑлӑнасси мӗн пек хытӑ кайнинчен килет.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл эпӗ ҫапла сасартӑк тухса кайнинчен тӗлӗннӗ иккен, хӑйне илсе кайманшӑн упкелет мана, эпӗ таврӑнсанах хӑйсем патне пыма ыйтать.
VII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Степка вара хӑйӗн ашшӗ ҫапла кӗтмен ҫӗртен ытла ырӑ пулса кайнинчен, ҫынпа ҫапла чиперех калаҫнинчен шалт тӗлӗнчӗ: хӑй питӗ хытӑ пӑлханнӑ вӑхӑтра ҫеҫ унӑн сасси ҫакӑн пек чӗтрет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫавӑнпа вӗсен пӗтӗм мазута илсе кайнинчен тем пит тӗлӗнмелли ҫук.
V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чӑн-чӑн британла мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӗ вӑл ҫак харсӑр чунлӑ ҫеҫенхир ывӑлӗсен кашни хӑйне расна сӑнлӑ кӗре пичӗсем ҫине, вара вӗсенче темиҫе тӗрлӗ раса хутшӑнса кайнинчен — казаксен ушкӑнне сӑнасарах тинкерсен, ку тӳрех куҫа курӑнать — тӗлӗнсех тӗлӗнчӗ: сарӑ ҫӳҫлӗ славянин-казакпа юнашар каснӑ-лартнӑ монгол пит-куҫлӑ ҫын тӑрать; ун умӗнчех, ав, ҫӑхан ҫунатти пек хура ӳтлӗ ҫамрӑк казак, аллине таса мар бинтпа ҫыхса мӑйӗнчен ҫакнӑскер, библире ҫырса кӑтартнӑ пек кӑвак ҫӳҫлӗ патриархпа ҫурма сасӑпа пӑшӑлтатса калаҫать; туя ҫине тайӑннӑ, авалхи казак сӑхманне тӑхӑнса янӑ ҫав патриархӑн юн тымарӗсенче Кавказ тӑрӑхӗнчи ту ҫыннисен тап-таса юнӗ ҫӳренӗ пирки саклат хурса та тупӑшма пулать…
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Акӑ Мажаров вараланса-ҫуталса ларнӑ ватник тӑхӑннӑ пӗр ҫын умӗнче чарӑнса тӑнӑ, леш ӑна арки айӗнчен темскер кӑларса кӑтартнӑ, Ксюша Мажаровӑн пит-куҫӗ тӑруках улшӑнса, хаярланса кайнинчен тӗлӗннӗ.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эпӗ хирӗҫлетӗп-и вара? — калаҫу ҫапла ҫаврӑнса кайнинчен ытла тӗлӗннипе Ксени сӗтел патӗнчен пӗр утӑм каялла чакрӗ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑй каярахпа каласа панӑ тӑрӑх, Орехово слободине ҫитиччен вӑл, ҫирӗм ҫухрӑм, Илья-пророк хӑйӗн вутлӑ урапине хӗнтӗртеттерсе кайнинчен те хӑвӑртрах вӗҫтерсе пынӑ иккен.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вите стенисем ҫинче ҫӳлте тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫулҫӑллӑ типӗтнӗ курӑксем ҫакӑнса тӑнӑ: ҫырути — лаша мурӗнчен, ҫӗленкуҫ курӑкӗ — хура ҫӗлен сӑхнинчен, хура хупах — ут ури пӑсӑлнинчен, кӳлӗ хӗррисенче ҫӳҫесем кутӗнче ӳсекен шур курӑк — лашасем халтан кайнинчен, тата ытти чир-чӗрсенчен сыватмалли тӗслӗрен-тӗслӗ курӑксем те темӗн чухлех.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.