Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пурте савӑнаҫҫӗ, ҫуйӑхаҫҫӗ; Феньӑн, ҫав сасса илтсен, чӗри ыратса каять, йӗресси килет…Все радуются и кричат, а у Фени от этого голоса щемит на сердце и хочется заплакать…
III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Мӗн йӗресси пур?
«Хӗрлӗ ҫарпа пӗрле таврӑнӑп!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
— Ҫук, тусӑм, час-часах кала, — терӗ вӑл пӑлханнӑран чӗтрекен сассипе: — санпа пӗрле йӗресси мӗн тери лайӑххине пӗлесчӗ санӑн…
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр тесен, йӗресси пӗрре те арҫын ӗҫӗ мар…
Тухса каяс умӗн пӗр кун малтан // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Мӗнле йӑла вара вӑл — йӗресси?
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Унӑн йӗресси килчӗ, анчах вӑтанчӗ.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— йӗресси килет хӑйӗн, анчах чӗнмест.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Пӑрахса кайиччен малтан унӑн хай ачи ӳтне хӑйӗн тупӑк ҫине хурасси килнӗ, хӑйӗн унӑн кӳҫӗсене хупласси килнӗ, хайӗн тупӑка масар ҫине ҫӗклесе каясси килнӗ, унӑн тӑпри ҫинче юлашки хут ларса хуйхӑрасси, йӗресси килнӗ.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Хытӑ кайнипе унӑн хӗрлӗ кӗпи ҫурӑмӗ ҫинче хӑмпӑланать, ямшӑксем тӑхӑнакан павлин тӗкӗллӗ ҫӗнӗ шӗлепки ӗнси ҫинелле ана-ана ларать, Ача хӑйне телейсӗртен те телейсӗр ҫын вырӑнне хурать, унӑн татах та татах йӗресси килет.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Смион хаджи ӑнлантарса пачӗ вара, йӗресси вӑл ытла ҫӑмӑл та мар иккен, вӑл — пултарулӑх, Румынире те авӑ пӗр-тӗр виле кӑларас чух йӗрекенсене юри кӗрӗшсе тытаҫҫӗ тесе халӑха ӑнлантарчӗ.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ун хыҫҫӑн вӑл нумайччен вӑтанса, пӑшалӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑнине курсан, унтан саплӑклӑ пиншакӗн подкладки айӗнчен аллӑ пус укҫа кӑларса шуралса кайса леш ҫынна панине курсан, Гаврикӑн ӑна хӗрхенсе йӗресси килнӗ.
XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
13. Пирӗн кӗлетсем туп-тулли пулччӑр, унта тӗрлӗ тырӑ иксӗлми пултӑр; хамӑр улӑхсенче пирӗн сурӑхсем пинӗ-пинӗпе, тӗменӗ-тӗменӗпе ӗрчеччӗр; 14. пирӗн вӑкӑрсем самӑр пулччӑр; пирӗн урамсенче ҫаратасси те, ҫухатасси те, кӑшкӑрасси те, йӗресси те ан пултӑр.
Пс 143 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1