Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йывӑҫсене (тĕпĕ: йывӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Катари йывӑҫсене уйӑрса илме ҫук ӗнтӗ: вӗсен ӗлкисем пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайнӑ та йӗри-таврах хупӑрласа илнӗ пӗр тутӑх тимӗр тӑрӑхӗ пек курӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ватӑлса хӑрнӑ, ҫӗрсе йӑмшакланнӑ, сиенлӗ имҫамсене пула чирленӗ, имшерленнӗ е пата тивнӗ йывӑҫсене пӗр тӑхтаса тӑмасӑр шатӑртаттарса тухмалла, унсӑрӑн вӗсем сыввисене чир ертме пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл йывӑҫсене тархаслать, лешсем ӑна ҫул кӑтартаймаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Анат Тӑрмӑш шкул территоринчи палӑка сӑн кӗртесси те, унти хӑрӑк йывӑҫсене касса тирпейлесси, садри чӑтлӑха тасатасси тата ытти те пурте пӗрлехи вӑйпа кар тӑрса пурнӑҫланӑ ӗҫсем пулнине палӑртрӗ докладчик, пурне те пысӑк ӗҫшӗн тав турӗ.

Помоги переводом

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Тӗрӗслерӗҫ: йывӑҫсене кам панӑ, ӑҫтан каснӑ, камсем турттарса килнӗ, уншӑн миҫе тенкӗ тӳленӗ, ордерӗ камра?

Помоги переводом

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Унта йӑрӑс йывӑҫсене пӑхкаласа ҫӳрерӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Йывӑҫсене ӳкермеллех, анчах тӗпри йывӑҫӗ патне пыма пӗрин те хӑюлӑх ҫитмест.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чугун ҫулне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлтан сыхлакан вӑрмансенче те, чи кирлӗ йывӑҫсене суйласа, ҫул профильне, ҫӗрне, вырӑнне шута илсе лартни питӗ кирлӗ.

Помоги переводом

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Кӑкран (хӑйне ӳсме пулӑшакан, хӑвӑрт ӳсекен йывӑҫсене касса сутма пуҫласан) тупӑш та парать.

Помоги переводом

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ҫавӑнпа каснӑ йывӑҫсене вакланӑ ҫӗрте ӗҫлекен хӗрарӑмсене пулӑшма шап-шурӑ ҫӑм тӑлапа ҫӑпата сырнӑ 70-75 ҫулхи мучисем пӑчкӑ хӑйрама, савӑлсем тума, туйисемпе туяласа вӑрманалла утатчӗҫ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вара, йывӑҫсене хамах кайса пӑхам-ха, тен, Тимафи пиччене ҫул ҫинче хирӗҫ пулӑп, тесе тухса кайрӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Йывӑҫсене турттарас пирки Тимафи пиччепе калаҫса пӑхма килтӗм, терӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Арҫын арҫынах, ӑна лесникпе калаҫма вӑрмана хамӑр йывӑҫсене кайса пӑхма эпир хушрӑмӑр.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тепӗр аллипе хӑй лаша умӗнчи ҫамрӑк йывӑҫсене лав таптаса ҫӗмӗресрен асӑрханса сирет.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑвах пӗлетӗн ку йывӑҫсене мӗнле асаппа хатӗрленине!

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Юлашкинчен, пӗренесемпе вуттисене шута илсен, ҫынсем, лесничествӑран хут ҫыртарса илсе, укҫа тӳлесе, ҫав йывӑҫсене киле турттарма тытӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл йывӑҫсене ҫын пырса тӗкӗнсен вара ҫӗрӗпех ҫывӑраймасть, юлташ-хуралҫисене те ҫывӑрма памасть.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Йывӑҫсене каҫ пуличчен хамах пӑхса килетӗп», — терӗм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑш ҫулсенче, ытлашши ӗрчесе кайсан, вӑрманти йывӑҫсене ҫеҫ мар, улмуҫҫи сачӗсене, пахчари кавӑнсене тата уй-хире те тапӑнать.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ку йывӑҫсене хӑҫан лартни ҫинчен каласа парать, вӗсем ҫумне пырса тӑрса, хӑй ҫӳллӗшӗпе виҫсе пӑхать, ывӑҫ тупанӗпе ҫапкаласах, лӑпкаса илет.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней