Поиск
Шырав ĕçĕ:
30. Ҫу йывӑҫӗн пахчинче тепӗр чухне йывӑҫсем ҫинче виҫӗ-тӑватӑ ҫырла ҫеҫ юлнӑ пек, 31. е иҫӗм ҫырлине тӗплӗн татса пуҫтарнӑ пулсан та, пахчара асӑрхамасӑр темиҫе ҫупкӑм хӑварнӑ пек, 32. ҫав кунсенче, килсене хӗҫпе ухтарса тухсассӑн, виҫӗ е тӑватӑ ҫын ҫеҫ тӑрса юлӗ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Йывӑҫсем ҫимӗҫ кӳрӗҫ — кам татса пуҫтарӗ ӑна?
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсем ту тӑррисенче парне кӳреҫҫӗ, сӑрт тӳпемӗсенче юман айӗнче, тирекпе теревинф йывӑҫӗ айӗнче тӗтӗркӗчпе тӗтӗреҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫав йывӑҫсем айӗнче сулхӑнӗ лайӑх; ҫавӑнпа сирӗн хӗрӗрсем асаҫҫӗ, кинӗрсем аскӑн ӗҫ тӑваҫҫӗ.
Ос 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫакӑ ӗнтӗ шыв хӗрринчи нимӗнле йывӑҫ та хӑй ҫӳллӗшпе ан мӑнаҫлантӑр, тӑррипе пӗлӗте ан перӗнтӗр тесе, шыв ӗҫекен ытти йывӑҫсем вӗсен ҫӳллӗшне ҫитме ан шутлаччӑр тесе пулнӑ; вӗсене ӗнтӗ пурне те вилӗм аллине парӗҫ, вӗсем ҫӗр тӗпӗнчи ҫӗршыва, виле шӑтӑкне ӑсаннӑ этем ывӑлӗсем патне кайӗҫ, терӗ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аслӑ шыв ӳстерчӗ ӑна, тӗпсӗр шыв ҫӗклерӗ ӑна, вӑл ӳсекен вырӑна тулӑх шыв шӑваратчӗ, ытти йывӑҫсем патне ҫав тӗпсӗр шыв хӑйӗн юпписене ҫеҫ яратчӗ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! иҫӗм йывӑҫӗ тепӗр йывӑҫран мӗн тӗлӗшӗнчен лайӑхрах, иҫӗм йывӑҫӗн турачӗсем вӑрманти йывӑҫсем хушшинче мӗн тӗлӗшӗнчен пахарах?
Иез 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем сан патӑнтан тӑшмансем хӳтернипе ҫуран тухса кайнӑччӗ, Турӑ вара вӗсене сан патна, патша ывӑлӗсем пек, мухтавлӑн илсе килӗ, 7. мӗншӗн тесессӗн Турӑ ҫапла палӑртнӑ: Израиль ҫирӗппӗн, Турӑ мухтавлӑхӗпе пытӑр тесе, ҫӗре тикӗслетмешкӗн ҫӳллӗ тусемпе ӗмӗрхи сӑртсем лутраланччӑр, айлӑмсем хӑпарччӑр, 8. вӑрмансем, ырӑ шӑршӑ саракан йывӑҫсем Турӑ хушнипе Израиле сулхӑн парса тӑччӑр.
Вар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсен ывӑлӗсем хӑйсен чӳк парни вырӑнӗсене тата ешӗл йывӑҫсем айӗнчи, ҫӳллӗ сӑртсем ҫинчи, хирти тусем ҫинчи йӗрӗхӗсене асрах тытаҫҫӗ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ман ҫинче — Ҫӳлхуҫа Турӑ Сывлӑшӗ: мӗскӗнсене ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Мана ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма, тыткӑнрисене ирӗке тухасси ҫинчен пӗлтерме ячӗ, хупса хунисене тӗрме алӑкӗ уҫӑласси ҫинчен, 2. Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ ҫитессе, Туррӑмӑрӑн тавӑру кунӗ ҫитессе пӗлтерме, пур кулянакана та йӑпатма ячӗ, 3. Сион ҫинче хуйхӑрса пурӑнакансене пулӑшма: вӗсене кӗл вырӑнне пуҫкӑшӑль, куҫҫуль вырӑнне савӑнӑҫ ҫӑвӗ, хурлӑх вырӑнне мухтав тумӗ парнелеме ячӗ; вӗсене вара чӑнлӑхпа вӑйлисем, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мухтавӗшӗн лартнӑ йывӑҫсем тейӗҫ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Апла эсир хаваслансах тухатӑр, сире кӑмӑллӑн ӑсатса ярӗҫ; тусемпе сӑртсем сирӗн умӑрта юрӑ юрлӗҫ, хирти йывӑҫсем пурте сире алӑ ҫупӗҫ.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗпӗртенсе кӑшкӑрӑр, ҫӗр авӑрӗсем; хавасланса шавлӑр, тусем, вӑрмансем, унти йывӑҫсем: Вӑл Иакова тӳлесе илнӗ, Израиле хӑтарса мухтава тухнӑ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑл кедр касать, вӑрманти йывӑҫсем хушшинче хырпа юмана суйласа илет, каврӑҫ лартать, каврӑҫне вара ҫумӑр шӑварса ӳстерет.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑрманӗнчи йывӑҫсем сайра пӗрре тӑрса юлӗҫ, вӗсене пӗчӗк ача та шутласа тухайӗ.19. И остаток дерев леса его так будет малочислен, что дитя в состоянии будет сделать опись.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ Ефрем чӗри тата ун халӑхӗн чӗри вӑрманта йывӑҫсем ҫилпе хумханнӑ пек пӑлханса ӳкнӗ.и всколебалось сердце его и сердце народа его, как колеблются от ветра дерева в лесу.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫакӑ вара ҫынсене илӗртнӗ: вӗсем, е ӑнсӑртлӑха, е хаяр патшана пӑхӑнса, пӗлтерме юраман Ята чулсемпе йывӑҫсем ҫине куҫарнӑ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Акӑ бегемот, ӑна Эпӗ сана пултарнӑ пекех пултарнӑ; вӑл, вӑкӑр пекех, курӑк ҫиет; 11. унӑн пӗҫҫи мӗнле тӗреклӗ, унӑн вар ӳчӗ епле ҫирӗп; 12. кедр евӗрлӗ хӳрине сулкалать; пӗҫӗ шӑнӑрӗсем явӑна-явӑна тӑраҫҫӗ; 13. ури — пӑхӑр юпа пек; шӑмми — тимӗр пӑрӑх пек; 14. акӑ вӑл — Турӑ ҫулӗсен пуҫламӑшӗ; ун патне ӑна Пултараканӗ ҫеҫ хӗҫне ҫывӑхартӗ; 15. сӑрт-ту ун валли ҫимӗҫ кӳрсе тӑрать, унта тӗрлӗрен тискер кайӑк выляса ҫӳрет; 16. вӑл лапсака йывӑҫ сулхӑнӗнче, хӑмӑшлӑх хӳттинче, шурлӑхра канса выртать; 17. лапсака йывӑҫсем ӑна хӑйсен сулхӑнӗпе хупӑрлаҫҫӗ; ун тавра — шыв хӗрринчи хӑвалӑх; 18. акӑ вӑл ҫырмаран шыв ӗҫсе тӑрать, васкамасть; ҫӑварне Иордан вӑйкӑнсассӑн та канлӗхне ҫухатас ҫук вӑл.
Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иҫӗм йывӑҫӗ каланӑ вӗсене: турӑсемпе ҫынсене хаваслантаракан сӗткеме пӑрахса хӑварса йывӑҫсем хушшинче сулланса ҫӳрӗп-и? тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Йывӑҫсем иҫӗм йывӑҫне каланӑ: эсӗ килӗшсем, пирӗн патша пулсам, тенӗ.12. И сказали дерева виноградной лозе: иди ты, царствуй над нами.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Смоква йывӑҫҫи каланӑ: пылакӑма, тутлӑ ҫимӗҫӗме пӑрахса хӑварса йывӑҫсем хушшинче сулланса ҫӳрӗп-и? тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Йывӑҫсем смоква йывӑҫҫине каланӑ: эсӗ килӗшсем, пирӗн патша пулсам, тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.