Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пур енчен те пӗчӗк калибрлӑ тупӑсем пенӗ, унтан кӑшт пысӑкрах калибрлисем, вӑтаммисем, шултрарах калибрлисем, унтан пысӑккисем, питӗ пысӑккисем, чи пысӑккисем, хӑш чух тата пысӑкран та пысӑккисем, инҫетри тылра кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле ухлатаканнисем пенӗ, вӗсен калама та ҫук пысӑк снарячӗсем сасартӑках ӳлесе, шатӑртатса пӗр-пӗр хӑйӑрлӑ вырӑна пырса ӳкнӗ, кунта вара хӑйӑрпа пӗрле курӑксем, йывӑҫсем ҫӳлелле сирпӗнсе, аялалла хура стена пек ишӗлсе аннӑ, ун варринче ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек хӗм йӗрӗсем курӑннӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Тупӑран кашни пемессеренех вӑрманта йывӑҫсем силленсе илнӗ, сарӑ ҫулҫӑсем ытларах пӗтӗрӗнсе, явӑнса тӑкӑннӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑрман хӗрринчи йывӑҫсем ним хускалмасӑр тӑнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Сарӑ-симӗс тӗслӗ, ҫиелтен пысӑк пӑнчӑсемпе тӗрӗлесе пӗтернӗ плащ-палаткӑсем пӗркеннипе, вӗсем хӑйсем те ҫулҫисене тӑкма пуҫланӑ йывӑҫсем пек курӑннӑ.Сами похожие на полуоблетевшие кусты в своих пятнистых, жёлто-зелёных плащ-палатках.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пӗр вырӑнта, тӗтреллӗ уйӑх ҫуталнӑ уҫланкӑра, сапаланса выртакан йывӑҫсем хушшинче разведчиксем авиабомба ҫурӑлнипе пулнӑ темӗн пысӑкӗш воронкӑна курнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пӗррехинче кунта вӑйлӑ пушар пулнӑ, йывӑҫсем нумай ҫуннӑ.
Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ... // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23
Ваттисен сӑмахӗ тӑрӑх, вӑрманти йывӑҫсем хӑйсен илемӗпе илӗртнӗ.
Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ... // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23
Хӳхӗм ҫанталӑк, таса сывлӑш, ял варринчи йывӑҫсем, каҫкӳлӗм яла кӗтӳ кӗни, мунча шӑрши!..
Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№
Кайӑксем, кӑмпасем, чӗрчунсем, йывӑҫсем, тӗмӗсем пӗтӗмлетӳ сӑмахӗсемпе пӗр ретре тӑрать тесе ҫирӗплетме пулать.
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Ҫӗр вӗри, йывӑҫсем те вӗри.
Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.
Таврара сип-симӗс йывӑҫсем те ем-ешӗл курӑк…
Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив
Ҫӳлте шарлаттарса ҫутатса ярсанах ҫӗр ҫинче мӗн пурри пурте — капансемпе йывӑҫсем, сурата хывнӑ кӗлтесем, тӳлеккӗн тӑракан лашасем — пурте-пурте самантлӑха сывлӑша вӑйкӑнса хӑпарнӑн туйӑнса каять, унтан сӗм хура сӗмлӗх каллех пурне те, пурне тӗ хӑй ытамне ҫӑтать; ҫӳлте хаяррӑн, тӑрӑна-тӑрӑна кӗмсӗртетет, ту тӑрринчен пушлӑха пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна татӑлса анакан меслетсӗр пысӑк ҫумӑр тумламӗсем евӗр туйӑнать ҫак кӗмсӗртетӳ.
Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.
Усал тухакан кив ҫурчӗ эрех савӑче патнелле юхакан пӗчӗк шыв хӗрринче, тура ларать, унта вара хӑрӑк туратлӑ йывӑҫсем те темӗн чухлех.А то есть еще старый дом за речкой, и сухих деревьев там сколько хочешь.
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Татти-сыпписӗр ҫиҫӗм ҫиҫсе тӑнипе пурте витӗрех курӑнса тӑчӗ, мӗлке таврашӗ те пулмарӗ: авӑна-авӑна каякан йывӑҫсем, шавласа юхакан шыв хумӗсем, кӑпӑкланнипе шап-шурӑ ҫилхеллӗ курӑнаканскерсем, леш енчи ҫӳллӗ чул сӑртсем, — тӗтрепе чалӑш ҫумӑр чаршавӗ витӗр тӗксӗммӗн курӑнса лараҫҫӗ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Йывӑҫсем хушшинче урса кайса ҫил улать, таврара мӗн пуррине пурне те хӑйпе пӗрле юрлаттарса шавлаттарать.Среди деревьев выл разъяренный ветер, заставляя всё вокруг шуметь вместе с ним.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем, ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех пӗтӗмпех виноград аврисем чӑркаланнӑ йывӑҫ вуллисем хушшипе тухса, ҫӗрсе выртакан йывӑҫсем урлӑ каҫа-каҫа, савӑнӑҫлӑн утса пычӗҫ.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том пуҫӗ тӗлӗнчӗ, йывӑҫсем ҫинче, ҫӑварӗсене карса ларакан ҫынсем: «Мефф Поттер кайма шутламасть те, вӑл именнӗ пек те нимӗн тума пӗлмен пек тӑрать ҫеҫ», — тесе пӗлтерчӗҫ.
11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Лӑпкӑ ҫил, Тома хӑратса, йывӑҫсем хушшинче улать.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
«Йывӑҫсем хушшинче ҫил пӑшӑлтаттӑр, вӑл вилӗ тӑпри ҫинчи курӑкпӑ чечексене ачашлатӑр, санӑ варӑ нимӗн те пӑшӑрхантарас ҫук, эсӗ нихҫан та, ӗмӗр-ӗмӗрех нимӗн ҫинчен те хуйхӑрмастӑн».
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хӑш-пӗр лаптӑкра тахҫан йывӑҫсем кашласа ларнине ӗненес те килмест.
Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07