Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

итлерӗҫ (тĕпĕ: итле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем ҫӑварӗсене карсах, сывлӑшӗсене чарсах, вӑхӑт иртнине сисмесӗрех унӑн кашни сӑмахне итлерӗҫ, ҫав тери хӑрушӑ япала ҫинчен каланине итлесе, шалт тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ.

Все глаза устремились на него, слушатели ловили каждое его слово, раскрыв рот и затаив дыхание, завороженные страшным рассказом.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина ертсе пыракан «Ярды» наци ансамблӗ шӑрантарнӑ чӑваш халӑх юррисене те тимлӗн итлерӗҫ Китайри туссем.

Помоги переводом

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

2008 ҫулта ҫуралнӑ Артемпа Антон Рябченкосем, 2010 ҫулта ҫуралнӑ Даниилпа Арсений Павловсем, 2015 ҫулта кун ҫути курнӑ Эмилия тата Анелия Эзенкинсем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле хӑйсене тивӗҫекен салам сӑмахӗсене итлерӗҫ, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнчӗҫ, парнесене тивӗҫрӗҫ.

Помоги переводом

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Куракансем пурте пӗлекен тата юратакан хитсене итлерӗҫ, ҫӗнӗ хайлавсемпе те паллашрӗҫ.

Помоги переводом

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Мана хӗсӗрлерӗҫ пулсан, сире те хӗсӗрлӗҫ; Манӑн сӑмахӑма итлерӗҫ пулсан, сирӗнне те итлӗҫ.

Если Меня гнали, будут гнать и вас; если Мое слово соблюдали, будут соблюдать и ваше.

Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пурте пӗрле Ҫуркунне сӑмахне тимлӗн итлерӗҫ: пире пурӑнма чӑрмантараканни ҫак ҫулӑмпа ҫунса кайтӑр, пире мӗн килӗшменни ҫак тӗтӗмпе вӗҫсе кайтӑр...

Помоги переводом

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Шалти ӗҫсен министерствин, Тӗрӗслевпе шутлав палатин 2015 ҫулшӑн тунӑ отчечӗсене итлерӗҫ, миравай судьясене ҫирӗплетрӗҫ.

Помоги переводом

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней