Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ирпе (тĕпĕ: ир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачине ыран ирпе илсе килсен лайӑхрах пулмалла.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

…Тепӗр кун ирпе сарлака хулпуҫҫиллӗ хресчен хӗрачана уй хапхинчен кӑларса Килтеш еннелле ӑсатса ячӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ирпе ирех вӑл Пинерпе пӗрле хресчен патши патне тухса каять.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Акатуй иртсен тепӗр кун ирпе ирех эпир вара ҫула тухӑпӑр.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акатуй хыҫҫӑн вара тепӗр кун ирпе ирех, алтӑр-ҫӑлтӑр Килтешӗн аслӑ урамне май ӳпӗнсен, кӗт мана.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашнинчех тантӑшӗсем шыраса тупаҫҫӗ те, ирпе «аудитори» текен пӳлӗме ҫавӑтса каяҫҫӗ, каҫ енне каллех общежитие илсе ҫитереҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Вара хӑнасем ирпе те, кӑнтӑрла та ҫӳреме тытӑнӗҫ сирӗн пата.

Помоги переводом

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Пӑши Павӑлӗ тепӗр ирпе каллех тутлӑ тӗлӗкпе аташать.

Помоги переводом

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Кантрана тем чул явсан та вӗҫӗ пулать тенӗ пек, Ивана та пӗр ирпе чӗнет пуҫлӑх колхоза.

Помоги переводом

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Ирпе ирех мӑнастиртен тухса кайрӑмӑр.

Помоги переводом

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ирпе, каҫпа кустӑрма айӗнчен тусан хӑпармасть.

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ыран ирпе каялла ҫитетпӗр, — хӗрарӑм куҫӗнчен тӳп-тӳррӗн пӑхрӗ Борис.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ыран ирпе пристаньре тӗл пулӑпӑр.

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ах, хӗрӗм, ҫав ӗнтӗ пирӗн, ват ҫынсен, сывлӑхӗ, улшӑнса тӑракан кӗрхи ҫанталӑк пекех, ирпе лайӑх та, каҫчен тем пулать:

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӗнер ирпе кӑна курнӑччӗ эпӗ ӑна, чиперехчӗ ун чухне.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпӗ сана чармастӑп, тархасшӑн… ыран ирпе кайма пултаратӑн.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Мӗнле пурӑнатӑр, ачасем? — тенӗ Орлова хӑй вӗрентекен ачасене, ирпе класа пырсан.

Помоги переводом

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ирпе вара Вӑрмар ялӗ тӑрӑх «МТСа ҫаратнӑ» текен хыпар сарӑлнӑ.

Помоги переводом

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ҫаран ҫулнӑ вӑхӑтра ял кӗтӗвне ирпе ирех хӑвалатчӗҫ.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ирпе ирех Микулапа арӑмӗ сарлака сак ҫинче калаҫса ларчӗҫ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней