Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Ҫил типӗтсе янӑ сӑртӑн тайлӑмне пӗрремӗш хыра лартатӑп, кунта вӑрман кашлатӑр тата манран кайран килекенсем валли сулхӑн пултӑр», — чӑштӑртатса илӗччӗ хыр вӑрманӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫӗр мӗн тери пуяннине, ун ҫинче тӗлӗнмелли чӗр-чун мӗн тери нумаййине пӗлес пулсан, мӗн чухлӗ савӑнӑҫ илӗччӗ ҫын.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ну, тетӗп хам ӑшра, укҫи унтан ҫухалмасан татах юрӗччӗ хуть; хамӑр юханшыв тӑрӑх ҫӗр-икҫӗр мильӑна яхӑн ишсе кайсанах, эпӗ Мери Джейна ҫырса пӗлтереттӗм те, вара вӑл вилене чавса кӑларса укҫине илӗччӗ; анчах апла пулас ҫук, тупӑк хуппине ҫапса лартнӑ чух укҫине кураҫҫех.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗр минут каялла ҫеҫ ун ҫинчен лайӑх мар шухӑшланӑшӑн Маруся вӑтанса кайрӗ, халь вӑл Зимина ыталаса илӗччӗ те унӑн кӑкӑрӗ ҫине пуҫне тайса, макӑрса чунне пусарӗччӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ачисене ҫеҫ сиктерӗччӗ, пӑхӗччӗ, юратса илӗччӗ, пӑхса ӳстерӗччӗ, амӑшӗн чӗри лӑпланнӑ пулӗччӗ, вара ҫапла калӗччӗ: «Пурте пур. Пурнӑҫран урӑх мана нимӗн те кирлӗ мар: хыта кӑмӑллӑччӗ ҫамрӑк чух, ватӑла-киле хыткукарланса тӑмарӗ, мӗнпур савӑнӑҫшӑн тӳлесе татрӗ, турӑран мӗн пӳрнине пурне те пачӗ».
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вара санӑн сӑнару кичем пулӗччӗ, ҫул-йӗрсене те курӑк пусса илӗччӗ.Тогда и вид твой был бы мрачен, и сеть дорог позаростала бы травой.
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ун ӑшчикӗ ҫунать, хыпсах ҫунать: хӑйӗн учӗпе пӗтӗм тӗнчене таптаса тухӑччӗ вӑл, Галичран пуҫласа Киев таран пӗтӗм ҫӗре ҫынӗ-мӗнӗпех тытса илӗччӗ те Хура тинӗсе путарӗччӗ.
XV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫак самантра Андрейӑн ҫапӑҫу хирнелле пӑхса илес килчӗ, тем пек пӑхса илӗччӗ, анчах вӑл ҫаплах-ха, тӑпра кӗнӗ куҫӗсене сӑтӑркаласа, траншӗйӑра хутланкаласа ларчӗ…
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Темскерле хӑйне пӑхӑнман вӑй хӗтӗртнипе вӑл малтан темӗн те пӗр каласа тултарать, кайран, тепӗр виҫӗ минутранах, ӳкӗнет, хӑйӗн сӑмахӗсене тем пекех каялла илӗччӗ те, илме ҫук…
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Килӗшӳллӗ капӑр пӳлӗмсенче пурӑнма юратакан ҫын ҫакӑнти тӗрлӗрен тӗслӗ сӗтел-пукана, кивӗ картинӑсене, алсӑр-урасӑр статуйӑсене, япӑх пулин те, хаклӑ гравюрӑсене, ӑпӑр-тапӑра курсан, тӗлӗннипе хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе ҫеҫ илӗччӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унран: эсӗ ӑна саватӑн-и? тесе ыйтас пулсан, вӑл каллех кулса илӗччӗ те юрататӑп тейӗччӗ; анчах Обломов ун патӗнче эрне кӑна пурӑннӑ пулсан та, вӑл ҫаплах калӗччӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑй вӑл ним те сисмест: кун пирки ӑна кам та пулин калас пулсан, ку уншӑн ҫӗнӗ хыпар пулнӑ пулӗччӗ — вӑл вара кулса илӗччӗ те вӑтанӗччӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепри пулсан, шлепкипе платьинченех палласа илӗччӗ, анчах Обломов Ольгӑпа иртенпех ларса та вӑл мӗнле платьйӑпа, шлепкепе пулнине кайран ниепле те аса илме пултараймасть.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1
- 2