Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Ҫын вӗлерекен тул ҫутӑличченех вӑранать, мӗскӗне, кӗлмӗҫе вӗлерет, ҫӗрле вара вӑрӑ туса ҫӳрет.14. С рассветом встает убийца, умерщвляет бедного и нищего, а ночью бывает вором.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Халӑх ӑна паҫӑрхи сӑмахсенех каланӑ: ӑна вӗлерекен ҫынна ҫав-ҫав кӗтет, тенӗ.27. И сказал ему народ те же слова, говоря: вот что сделано будет тому человеку, который убьет его.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Аарон священник ывӑлӗсене — ҫын вӗлерекен тарса хӑтӑлмашкӑн — хӳтлӗх хула вырӑнне Хевронпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ тата Ливнӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 14. Иаттирпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Ештемопа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 15. Холонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Давирпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 16. Аинпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Юттапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Беф-Шемешпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: ҫав икӗ йӑхран тӑхӑр хула панӑ; 17. Вениамин йӑхӗнчен вара Гаваонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гевӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 18. Анафофпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Алмонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: тӑватӑ хула.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Неффалим тӑвӗ ҫинчи Галилейӑри Кедес хулине, Ефрем тӑвӗ ҫинчи Сихем хулине тата Иуда тӑвӗ ҫинчи Кириаф-Арба хулине — тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Хеврон хулине — уйӑрса илнӗ; 8. тата Иордан леш енче Иерихонран тухӑҫалла ларакан хуласене суйласа илнӗ: Рувим йӑхӗнчен — пушхирти, тӳремри Бецер хулине, Гад йӑхӗнчен — Галаадри Рамоф хулине тата Манассия йӑхӗнчен — Васанри Голан хулине; 9. ҫав хуласем ӗнтӗ Израиль ҫыннисемшӗн те, ютран пырса вӗсем хушшинче пурӑнакансемшӗн те уҫӑ пулнӑ: ҫынна йӑнӑшпа вӗлерекен ҫавӑнта тарса ӳкме пултартӑр, халӑх умне [сута] тӑриччен унӑн юншӑн тавӑракан аллинчен вилмелле ан пултӑр, тенӗ.
Нав 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӗсенӗн иҫӗмӗ — Содом иҫӗм йывӑҫӗ, вӗсен иҫӗмӗ — Гоморра хирӗнчен килнӗскер; ҫырлисем вӗсен — наркӑмӑшлӑ ҫырласем, ҫупкӑмӗсем вӗсен йӳҫӗскерсем; 33. вӗсенӗн эрехӗ — аҫтаха наркӑмӑшӗ, аспид ҫӗленӗн вӗлерекен сӗлеки.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине вӑрттӑн вӗлерекен — ылханлӑ!
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫавӑн чухне Моисей Иорданӑн ку енче, тухӑҫалла, виҫӗ хула уйӑрса илнӗ, 42. ҫын вӗлерекен, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине вӗлерме шухӑшламасӑр, ӑнсӑртран, ӗнер те, виҫӗмкун та уншӑн тӑшман пулман халлӗнех вӗлернӗскер, ҫав виҫӗ хуларан пӗр хулине тарса чӗрӗ юлма пултартӑр, тенӗ; 43. хулисем ҫаксем: Рувим йӑхӗ илнӗ тӳремлӗхри пушхирте ларакан Бецер хули, Гад йӑхӗ илнӗ Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф тата Манассия йӑхӗ илнӗ Васан ҫӗрӗнчи Голан.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫын вӗлерекен чунӗшӗн тӳлев ан илӗр, вӑл вилӗмшӗн айӑплӑ, ӑна вилӗм аллине памалла; 32. хӳтлӗх хулана тарса пытаннӑ ҫынна та тӳлесе ан илӗр, [аслӑ] священник виличчен ӑна хӑйӗн ҫӗрӗнче пурӑнма ирӗк памалла мар.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кам та кам ҫынна курайманнипе мар, ӑнсӑртран ҫеҫ чышрӗ пулсассӑн е усал сунмасӑрах ӑна мӗнпе те пулин печӗ пулсассӑн, 23. е хӑй асӑрхамасӑрах ҫын ҫине вӗлерме пултаракан чул ӳкерсе ӑна вӗлерчӗ, хӑй вара ҫав ҫыннӑн тӑшманӗ те пулман, ӑна усал та сунман пулсассӑн, 24. ҫын вӗлерекенпе юншӑн тавӑракан хушшинчи тава халӑхӑн ҫак йӗркепе татса памалла; 25. халӑхӑн ҫын вӗлерекене юншӑн тавӑраканӑн аллинчен хӑтармалла, халӑхӑн ӑна ҫын вӗлерсессӗн тарса пынӑ хӳтлӗх хулинех ямалла, вӑл унта таса ҫу сӗрнӗ аслӑ священник виличчен пурӑнтӑр; 26. ҫын вӗлерекен хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хуларан тухсассӑн, 27. юншӑн тавӑракан ӑна хӳтлӗх хула тулашӗнче шыраса тупсассӑн, юншӑн тавӑракан ҫав ҫын вӗлерекене вӗлерсессӗн, тавӑракана юн тӑкнӑшӑн ҫылӑх пулмасть, 28. мӗншӗн тесессӗн лешӗн хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хулара аслӑ священник виличчен пурӑнмалла пулнӑ, аслӑ священник вилсессӗн ҫеҫ ҫын вӗлерекенӗн хӑйӗн ҫӗрне таврӑнмалла пулнӑ.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам та кам ҫынна тимӗр япалапа вӗлерсе пӑрахмаллах ҫапать, ҫавӑ вара ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла; 17. кам та кам аллинчи чулпа, вӗлерме пултаракан чулпа, ҫынна вӗлермеллех ҫапать, ҫавӑ ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла; 18. вӗлерме пултаракан йывӑҫ япалапа ҫынна вӗлермеллех ҫапакан та ҫын вӗлерекен шутланать: вӗлерекене вилӗм аллине памалла; 19. юншӑн тавӑраканни ҫын вӗлерекене хӑех вӗлерме пултарать: тӗл пулсассӑн ӑна хӑех вӗлерме пултарать; 20. кам та кам кураймасӑр ҫынна вӗлермеллех чышать е юриех, усал сунса, мӗнпе те пулин персе ӑна вӗлермеллипех тивертет, 21. е тӑшманлӑха пула ӑна аллипе вӗлермеллех ҫапать пулсассӑн, ҫапакана вилӗм аллине памалла: вӑл ҫын вӗлерекен шутланать; юншӑн тавӑракан ӑна тӗл пулсанах вӗлерме пултарать.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.