Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вырӑнта (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе ҫеккунт каялла ҫеҫ хӗрсе кайсах сӳпӗлтетнӗ пирӗн ҫынсен кӳлеписем тӑнӑ вырӑнта — чулланнӑ, анчах ахаль чухнехинчен сарлакарах карӑннӑ ҫӑварсем.

Там, где секунду назад стояли фигуры наших недавних собеседников, — виднелись окаменевшие, шире обыкновенного раскрытые рты.

Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.

— Наци проектне пурнӑҫланӑ май культура сферинчи кадрсене хатӗрлес ӗҫре пӗрремӗш вырӑнта, никӗсре тӑракан музыка тата ӳнер шкулӗсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрни паха.

— Здорово, что при реализации нацпроекта особое внимание уделяется музыкальным и школам искусств как первому, базовому звену в подготовке кадров сферы культуры.

Наци проекчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулне ҫӗнӗ музыка инструменчӗсем туянма пулӑшнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31440.html

Тӑватӑ ҫухрӑм — эсир вырӑнта та.

Четыре километра, и вы на месте.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

— Эсир манӑн вырӑнта пулас тӑк ирӗклӗ кун мӗне пӗлтернине питӗ лайӑх ӑнланмалла.

— Будь вы на моем месте, вы прекрасно понимали бы, что такое свободный день.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.

Кашни каҫ, шӑп та лӑп пилӗк сехетрен пуҫласа ҫур ҫӗрччен, пӗр кантӑк янахӗ ҫинче, яланах пӗр вырӑнта, симӗс абажурлӑ лампа ҫуталса лармалла.

Каждый вечер, точно от пяти до двенадцати ночи, на подоконнике одного окна, всегда одного и того же, должна стоять зажженная лампа, прикрытая зеленым абажуром.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.

Чи кӑсӑк вырӑнта темӗнле Хӗрлӗ Арӑслансем, Сарӑ Ҫарӑк Тытакансем тата вӑрттӑн ӗҫӗн тӗрлӗ ытти тӗттӗмлӗхӗ ҫеҫ туха-туха тӑраҫҫӗ.

В самом интересном месте появлялись какие-то Красные Львы, Желтые Реполовы и разные другие затмения секретного дела.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Шӑп ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ курока вӗҫертрӗм, иккӗленместӗп: ман вырӑнта эсир те ҫаплах тӑваттӑрччӗ.

И тут я спустил курок, что сделали бы и вы на моем месте.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Вӑл вырӑнта картах сикрӗ, унтан лӑпланчӗ, асӑрханса пуҫне усрӗ; сулахай куҫӗ тискеррӗн чалӑшрӗ.

Она скакнула на месте, потом замерла, настороженно опустив голову; левый глаз дико косил.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

— Паллах, паллах, — килӗшрӗ Геннисон, — анчах, чӑн калатӑп, чунӑм вырӑнта мар, хамӑнне тепӗр хут пӑхса хакламасӑр лӑпкӑ ҫӳрейместӗпех.

— Конечно, конечно, — подхватил Геннисон, — но, право, у меня душа не на месте и неспокойно мне, пока не посмотрю еще раз на свое.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Шахта шӑтӑкӗ пулнӑ вырӑнта ту хысакӗ сылтӑмран сахалтан та ик ҫӗр фут ҫӳллӗш чике сӑртпа вӗҫленет.

В том месте, где было отверстие шахты, склон горы оканчивался справа отвесной скалой, имевшей высоту не менее двухсот футов.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Кӗҫех пурте ҫӗр айӗнче, алмаз шыраса пин-пин ҫын тӑпра чавакан тарӑн вырӑнта, пысӑк инкек сиксе тухнине ӑнланчӗҫ.

И стало всем ясно, что на большой глубине под землей, где рыли землю, разыскивая алмазы, тысячи человек, случилось несчастье.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Пӗрчӗрен палӑри-палӑрми тусан пӗрчи пекскер хӑйпӑнса уйрӑлчӗ, Редотт вӑл ӳкнӗ вырӑнта аллине тӗплӗн ҫуларӗ.

Одна едва заметная пылинка отделилась при этом, и он лизнул то место руки, где она должна была быть.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

— Енчен те сана ҫак вырӑнта тепре курас тӑк, — Герд пуҫне вӑкӑр пек тайӑлтарса пӑрчӗ, — эсӗ манӑн умрах виле шӑтӑкӗ чаватӑн.

— Если я еще раз увижу тебя в этих местах, — сказал Герд, бычьим движением наклоняя голову, — ты при мне выкопаешь себе могилу.

Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.

Анчах эсир ҫавӑн чухне, кафере, каланӑ вырӑнта — нимӗн те ҫук; эпӗ ҫав сӑртлӑха пӗтӗмпех тӗпчесе тухрӑм, вӑл чӑнах та трамплин сарӑлнӑ ҫӗрте пӗчӗк юхан шыв юппи патнелле тайлӑмланать.

Но не было ничего на том месте, о котором говорилось тогда; я исследовал все плато, спускающееся к маленькому притоку в том месте, где трамплин расширяется.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Вӑл юхан шыв леш енче, кунтан пӗр пилӗк ҫӗр мильӑра, слон шӑмми питӗ нумай пуҫтарнӑ; сӗм-сӗм вӑрман хушшинче, сирӗн чун-чӗрӗре тыткӑнлакан вырӑнта.

Он взял много слоновой кости по ту сторону реки, миль за пятьсот отсюда, среди лесов, так пленяющих ваше сердце.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Ҫавӑнтах таҫта такам тарма пуҫларӗ, тахӑшӗ «хурах!» кӑшкӑрать, — вара хулари тӗрлӗ вырӑнта сахалтан та ҫӗр йытӑ вӗрме-хамлатма тытӑнчӗ.

Тотчас же где-то кто-то пустился бежать, кто-то закричал «караул», — и добрая сотня собак затявкала в различных местах города.

IV. Сысна. Икӗ «арӑслан» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Вӑл ку вырӑнта хушӑк нихӑҫан та пулманнине пӗлет.

Он знал, что в этом месте щели никогда не бывает.

III. Ҫӗнӗ «таркӑн» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Грифпа Астарот арӑслансем улӑп кушаксен хӑватлӑ ҫӑмӑллӑхӗпе пуса-пуса читлӗх диагоналӗпе пӗр-пӗрне хирӗҫ утса ҫӳреҫҫӗ: чышӑнмасӑр, яланах пӗр вырӑнта ҫаврӑнаҫҫӗ — пӑркӑчлӑ кӗлеткесен тӗрӗслӗхӗпе.

Львы Гриф и Астарот, ступая с могучей мягкостью гигантских кошек, расхаживали по диагонали клетки навстречу один другому, не сталкиваясь, поворачиваясь всегда на одном и том же месте с точностью заводных фигур.

II. Хуралҫӑ йӑнӑшӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

Шамполионӑн шутсӑр пысӑк ҫыхӑнусем пур, — халӗ вӗсем хевтесӗр, чӗнмеҫҫӗ; хӑй вӑл унка татса тухма, хуптӗрлевне пушӑ вырӑнта пуҫа-пуҫӑн ҫапӑнмашкӑн хистеме ӑнтӑлать, — анчах ҫакна пурнӑҫлама хальлӗхе мехел ҫитереймест.

Огромные связи, какими располагал он, беспомощно молчали, бессильные выяснить инициативу организации; он же стремился, покинув круг, заставить облаву стукнуться лбами на пустом месте, но этого пока не удавалось привести в исполнение.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Полици пӗр вырӑнта хевтесӗррӗн тӑпӑртатса тӑрать, тепӗр чухне вара аҫа-ҫиҫӗм ҫиҫтерсе хӑйӗн ури йӗрӗ ҫинех ӑнтӑла-ӑнтӑла ыткӑнать.

Она беспомощно топталась на месте, устремляясь иногда с громом на след собственных ног.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней