Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малалла каласа панисем тӑрӑх ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вилме те — вилмесӗр юлма май килменрен мар, ӑнсӑртран кӑна е хӑйсен асӑрханусӑрлӑхне пула, е хӑранипе, е харсӑрлӑхпе ача-пӑчалла мухтаннипе вилеҫҫӗ иккен…
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Мина старике хӑйне майлӑ «авалхи палӑк» темелле, Болгарире тахҫан, келейнӑй шкулсем уҫса, псалтирпе часослов вулама вӗрентекен чи малтанхи учительсенчен вилмесӗр юлнӑ тӗпренчӗкӗ темелле.
XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах та эсӗ вӑйлисемпе харсӑррисенӗн юррисенче ӗмӗр вилмесӗр, ҫутӑпала ирӗклӗхӗн чӗррӗн янӑран йыхравӗ пулӑн!
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Кирек мӗнле пулсан та эп вилмесӗр юлнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
20. Ҫак асапсемпе вилмесӗр юлнӑ ҫынсем хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемшӗн пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, шуйттансене тата йӗрӗхсене — ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, чултан, йывӑҫран тунӑскерсене, курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене — пуҫҫапма пӑрахмарӗҫ; 21. ҫын вӗлернӗшӗн те, асам тунишӗн те, аскӑнланнӑшӑн та, вӑрра ҫӳренишӗн те ӳкӗнмерӗҫ.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫакна эпир Ҫӳлхуҫа пӗлтернипе калатпӑр: эпир, Ҫӳлхуҫа киличчен вилмесӗр юлнисем, вилнисенчен малтан улшӑнмӑпӑр, 16. Турӑ хушнипе архангел сасси илтӗнсе кайсассӑн, Турӑ трупи кӑшкӑртса ярсассӑн тӳперен Ҫӳлхуҫа Хӑй анӗ те, Христоса ӗненсе вилнисем малтан чӗрӗлсе тӑрӗҫ; 17. унтан вара пире, вилмесӗр юлнисене, вӗсемпе пӗрле пӗлӗтсем ҫинче тӳпене Ҫӳлхуҫана кӗтсе илме илсе кайӗҫ; вара яланах Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулӑпӑр.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Турӑ ӑна тӗлӗкре каланӑ: ҫакна эсӗ таса чӗрепе тунине Эпӗ те пӗлетӗп, ҫавӑнпа сана Хамӑн умӑмра ҫылӑха кӗресрен тытса чартӑм, ҫавӑнпа сана ӑна тӗкӗнме памарӑм; 7. халех арӑма упӑшкине пар, вӑл — пророк, вӑл саншӑн кӗлтӑвӗ те, вара эсӗ чӗрӗ юлӑн; тавӑрса памасассӑн, пӗлсех тӑр: эсӗ хӑв та, пӗтӗм кил-йышу та вилмесӗр юлас ҫук, тенӗ.
Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2