Поиск
Шырав ĕçĕ:
Темиҫе эрне каялла ялта ҫуркунне ҫӗр валеҫмелле пулать тесе хыттӑнах шавласа илчӗҫ.
13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл та пуянсем ҫулнӑ утта халӑха валеҫмелле, терӗ, кӗреплесем, сенӗксем, пуслӑхсем илсе пыма каларӗ.
Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ирхине шурӑмпуҫпа тухатпӑр та вӗсем патне, ӗҫ пуҫланать вара: апатне валеҫмелле, шывне те ӗҫтермелле, ҫуллахи кунсенче картишне кӑларатпӑр.
Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc
Амбарӗсене шанчӑклӑ хурал тӑратмалла, Ҫураки умӗн пуҫтарнӑ тырра каялла салатса парассине те вӑхӑтра тумалла: кашни килӗрен мӗн чухлӗ илнӗ, ҫавӑн чухлӗ валеҫмелле…
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Пуҫтарнипе те паянах каялла валеҫмелле! — илтӗнчӗҫ хаяр сасӑсем.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Епле нимсӗрех ӑна каялла валеҫмелле?
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Монастырьсен ҫӗрӗсене, улпутсен ҫаранӗсене хресченсене валеҫмелле теҫҫӗ, — шикленсе каларӗ Эльгеев.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Улпутсенчен ҫӗре туртса илсе хресченсене валеҫмелле.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Виҫҫӗмӗшӗ — граждансем хушшинче ҫӑкӑра тӗрӗс, нимӗн ултавсӑр, пуяна нихӑш енчен те ума ямасӑр валеҫмелле, — кӑна пролетари патшалӑхӗ тӗрӗслесе тӑмалла.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Рабочи революци тума восстани тӑвать, унӑн орудисемпе ӗҫ продукчӗсене тӗрӗс валеҫмелле тумалла.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Туртӑр карта ваше преподобие, камӑн валеҫмелле.
XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Малтанхи уйӑхсенчи тӗп ыйту вӗсен помещиксемпе кулаксен ҫӗрӗ пиркиччӗ: чухӑнсемпе вӑтам хресченсем хушшинче епле валеҫмелле ӑна?
Мӗн вӑл НЭП? // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Задачникре пурӗ 120 мӑйӑр пулни ҫинчен каланӑ, ҫав 120 мӑйӑра валеҫмелле, анчах пӗрин тепринчен икӗ хут ытларах пултӑр.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
— Ҫуркунне вӑл ҫӗре халӑх хушшинче шӑпа ярса валеҫмелле.— Весной эту землю надо по жребию меж всеми утламышцами поделить.
XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Валеҫмелле — ӗҫӗ те пӗтрӗ!
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Паянах килӗрен валеҫмелле.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫакӑн пек ҫырса кӑтартнине вуларӑм эпӗ: Румынире икӗ комсомолец хресченсен куҫӗсене уҫма тытӑннӑ, вӗсене: ҫӗре ҫӗрулпучӗсен аллинчен туртса илмелле те хӑвӑр хушӑра валеҫмелле, тесе ӑнлантарса ҫӳренӗ.
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӗске вӑхӑтлӑха та пулин хӑйӗн чӗлхине ирӗк парас пулать, пӗр пек инкек курнӑ юлташпа йывӑр ҫӗклеме те пӗрле валеҫмелле.
23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1