Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Вӑл, шӑп та шай Озия пек, хӑйӗн ашшӗ пек, Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ пурӑннӑ, анчах та вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӳремен; халӑх вара ҫаплах ҫылӑхран хӑпман.
2 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл, хӑйӗн ашшӗ пек, Амасия пек, Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ; 5. Турӑран хӑрама вӗрентекен Захария пурӑннӑ чухне вӑл Турра уяса тӑнӑ; Ҫӳлхуҫана уяса пурӑннӑ чухне ӑна Турӑ пулӑшсах тӑнӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудея халӑхӗ вара вунултӑ ҫула ҫитнӗ Озияна ашшӗ вырӑнне, Амасия вырӑнне, патшана лартнӑ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иоас патша хӑйне Иодай, Захария ашшӗ, епле ырӑ тунине аса та илмен, унӑн ывӑлне вӗлернӗ.22. И не вспомнил царь Иоас благодеяния, какое сделал ему Иодай, отец его, и убил сына его.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара вӑл, Ахав килӗ пекех, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Ахав килӗ канаш парса-вӗрентсе тӑнӑ, ҫапла ӑна вилӗм патнех илсе ҫитернӗ.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иорам ӗнтӗ ашшӗ вырӑнне патшана ларнӑ та ҫирӗпленсе ҫитнӗ, вара хӑйӗн пӗртӑванӗсене пӗтӗмпех хӗҫпе касса вӗлерсе тухнӑ, вӑл тата Израилӗн хӑш-пӗр улпучӗсене те тӗп тунӑ.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ашшӗ вӗсене Иудейӑри ҫирӗплетнӗ хуласене тата чылай ылтӑн-кӗмӗл, хаклӑ йышши япаласем парнеленӗ; патшалӑхне вара Иорама хӑварнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл унӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иудейӑри пур тӗреклӗлетнӗ хулана та вӑл ҫар тӑратса тухнӑ, пӗтӗм Иудея ҫӗрӗ тӑрӑх тата хӑйӗн ашшӗ Аса илнӗ Ефрем хулисем тӑрӑх вара хурал ҫарӗ вырӑнаҫтарнӑ.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне вӑл ашшӗ халалланӑ япаласемпе хӑй халалланӑ япаласем — ылтӑн, кӗмӗл, савӑт-сапа — хывнӑ.18. И внес он посвященное отцом его и свое посвящение в дом Божий, серебро и золото и сосуды.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ровоам патша хӑйӗн ашшӗ Соломон чӗрӗ чухне ун умӗнче тӑнӑ аслӑ ҫынсемпе канашланӑ, каланӑ вӗсене: эсир мана ҫак халӑха мӗн калама ӑс паратӑр? тенӗ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Соломон, хӑйӗн ашшӗ Давид хушнине пурӑнӑҫа килтерсе, ҫапла тунӑ: священниксен Турӑ Ҫуртӗнче черетпе ылмашӑнса ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ, левитсен те черетпе ӗҫлемелле пулнӑ, вӗсен, харпӑр кун йӗркине пӑхӑнса, Турра мухтаса, священниксем ҫумӗнче ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ, тата кашни хапха патӗнче черетпе хурал тӑма хуралҫӑсем уйӑрнӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ҫынни Давид хушса хӑварнӑ йӗрке ҫапла пулнӑ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл хӑйӗн ашшӗ Давид мӗн халалласа хӑварнине илсе пынӑ, ылтӑнпа кӗмӗле, ытти мӗнпур япалана та Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшне хывнӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑн чухне Соломон Израиль ҫӗрне ютран килнӗ мӗнпур ҫынна шута илсе тухнӑ, ку ӗнтӗ вӗсене хӑйӗн ашшӗ Давид шута илни хыҫҫӑн шутлани пулнӑ, — вӗсем ҫӗр аллӑ виҫӗ пин те ултҫӗр ҫын тупӑннӑ.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Апла эпӗ сана Хирам-Авие, ӑслӑ та пӗлӳллӗ ҫынна, ярса паратӑп, 14. вӑл Дан йӑхӗнчен тухнӑ хӗрарӑм ывӑлӗ, ашшӗ вара — Тир ҫынни; вӑл ылтӑнпа кӗмӗлтен, пӑхӑртан, тимӗртен, чулпа йывӑҫран, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ, кӑвак тӗслӗ ҫипрен, виссонран, йӑм хӗрлӗ пиртен япаласем ӑсталама пӗлет, тем тӗрлӗ чӗнтӗрлесе касса кӑларма та ӑста, хӑвӑн ӳнерҫӳсемпе тата Давид хуҫамӑн, санӑн аҫун, ӳнерҫисемпе пӗрле мӗн тума хушнине пурне те тума пултарать.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ пуканӗ ҫине, хӑйӗн ашшӗ Давид вырӑнне, патша пулма ларнӑ, унӑн ӗҫӗсем ӑнӑҫса пынӑ, ӑна пӗтӗм Израиль пӑхӑнса тӑнӑ.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫапах та Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ аттемӗн пӗтӗм килӗнчен ӗмӗрӗпе Израиль патши пулма мана суйласа илчӗ, ӗнтӗ Вӑл Иудӑна ҫулпуҫ пулма суйланӑ, аттемӗн килӗ вара Иудӑн килӗнче шутланать; аттемӗн ывӑлӗсенчен вара пӗтӗм Израиль патшине лартма мана кӑмӑл тунӑ, 5. манӑн мӗнпур ывӑлӑмран, — Ҫӳлхуҫа мана нумай ывӑл пачӗ, — Вӑл Соломон ывӑлӑма Ҫӳлхуҫа патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларма, Израиль патши пулма суйласа илчӗ, 6. вара мана ҫапла каларӗ: Манӑн Ҫуртӑма, Манӑн картишӗмсене Соломон ывӑлу тӑвӗ, Эпӗ ӑна Хамӑн ывӑлӑм пулма суйласа илтӗм, Эпӗ вара унӑн ашшӗ пулӑп, 7. Манӑн ӳкӗтӗмсене, Эпӗ хывнӑ йӗркесене хальчченхи пекех пурӑнӑҫа килтерсе пырсассӑн, унӑн патшалӑхне ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетӗп, терӗ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мерари йӑхӗнчи Хоса ывӑлӗсем: асли — Шимри, вӑл малтанхи ывӑл пулман пулсассӑн та, ашшӗ ӑна асли пулма лартнӑ; 11. иккӗмӗшӗ — Хелкия, виҫҫӗмӗшӗ — Тевалия, тӑваттӑмӗшӗ — Захария; Хосан ывӑлӗсемпе тӑванӗсем пурӗ вунвиҫҫӗн пулнӑ.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем пурте ашшӗ ертсе пынипе кимвал ҫапса, псалтирьпе цитра каласа Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юрланӑ, ҫапла вӗсем Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑнӑ, патша мӗн хушнине е Асаф, е Идифун, е тата Еман кӑтартнине туса пынӑ.
1 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Идифунран — Идифун ывӑлӗсем: Гедалия, Цери, Исаия, Семей, Хашавия тата Маттафия — улттӑн; вӗсене хӑйсен ашшӗ Идифун — Ҫӳлхуҫана аслӑласа, мухтаса цитра калаканскер — ертсе пынӑ; 4. Еманран — Еман ывӑлӗсем: Буккия, Матфания, Озиил, Шевуил, Иеримоф, Ханания, Ханани, Елиафа, Гиддалти, Ромамти-Езер, Иошбекаша, Маллофи, Гофир тата Махазиоф.
1 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗсем ӗнтӗ Левий ывӑлӗсем — ашшӗ килӗ тӑрӑх шутласа тухнӑскерсем, кил-йыш пуҫлӑхӗсем, пӗрерӗн ятран шута илнӗскерсем, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем, ҫирӗм ҫулхинчен пуҫласа унтан аслӑраххисем — пулнӑ.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.