Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗрхи кӳлленчӗксенче лач-лач-лач! лачлаттарса ҫӳреме пит аванччӗ те — хальлӗхе, улттӑ тултариччен, юр ашса тертленнипех ҫырлахмалла пулать ӗнтӗ.
Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.
Григорий, лаша ҫине утланса, час-часах ӑна кун каҫиччен ҫеҫенхир тӑрӑх шыраса ҫӳретчӗ, ҫухалнӑ вӑкӑра, хӑҫан та пулин тупасса шанма пӑрахса, сасартӑк ӑҫта та пулин пӗр-пӗр шырлан тӗлӗнче, кӳкен тӗмӗсен ашса тухма ҫук чӑтлӑхӗнче, е лапсӑркка туратлӑ ватӑ вӑрман улмуҫҫийӗ айӗнчи сулхӑнра асӑрхатчӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫамрӑк натуралистсен кружокӗн старости Коля Симуков, Валя Алексеева, кӑшт хытканрах та, анчах ӗҫе питӗ тӑрӑшса тӑвакан Гена Корнилов тата яланах ҫивчӗ ҫӳрекен Валя Мозяков пилӗк таран юр ашса, ҫакӑнта каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳренӗ.
IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Ксени, йывӑр юр тӑрӑх ашса, ӑшӗнче Иннокентие хуравласа пычӗ.Ксения месила тяжелый снег и продолжала мысленно отвечать Иннокентию.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Егор сывпуллашса аллине сулчӗ те урам тӑрӑх, кӳлленчӗксене пӑхмасӑр, тикӗт пек хура пылчӑка ашса утрӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Учӗ хапха умӗнчи кӑштах ирӗлнӗ пысӑк кӗрт урлӑ сикрӗ те малти урисемпе юр ӑшне анса кайрӗ, тулхӑрса илсе, кӗлеткипе тӳрленсе тӑчӗ, унтан хапхапа ҫатан карта тӗлӗнчи ҫӳллӗ кӗрт урлӑ ашса каҫрӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан вӑл хыҫалалла тинкерсе илчӗ те хӗрлӗармеецсен сивлек те сӳрӗк, кашни хӑйне расна, ҫав хушӑрах виҫесӗр пӗрешкел сӑнӗсене курчӗ, пилӗк кӗтеслӗ хӗрлӗ ҫӑлтарлӑ кӑвак ҫӗлӗксем, кивелсе сарӑхнӑ е ҫӗнӗрех пирки кӑштӑрка ҫутӑ тӗслӗ сӑрӑ шинельсем ӗмӗлтетсе чухеннине курчӗ; похода тухнӑ ҫынсен пысӑк ушкӑнӗ сӗлкӗшлӗ юра ашса йывӑррӑн утнине, уҫӑмсӑррӑн калаҫнине, тӗрлӗ сасӑллӑн ӳсӗрнине, флягӑсем чӑнклатнине илтрӗ; нӳрелсе лӳчӗркеннӗ атӑсен, махорка тӗтӗмӗн, чӗн амуницин чуна кӑтӑклантаракан шӑршине сывларӗ.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл ҫуна ҫинче сиксе анчӗ те сӗлкӗшлӗ юра вӑрахчен чӑштӑртаттарса ашса пычӗ.
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл, пысӑк та шурӑ урисене ҫирӗппӗн ярса пусса, пылчӑклӑ ҫӗре ашса пырать, шӑва-шӑва каять, кӗлеткине тӳрӗрех тытма пикенсе, сулахай аллине малалла чӑрмакласа утать.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл, юбкине ҫӳлелле ҫӗкленӗ те, урисене аран иле-иле пусса, ҫӑрӑлчӑк тӑма ашса ҫаврӑнать.Ходила по кругу, высоко подобрав юбку, с трудом переставляя ноги.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Листницкий хӑнӑхнӑ утӑпа, урисене пӗр аташтармасӑр, таптаса кӗрпеклетнӗ юра ашса утать, ҫав хушӑрах ротӑна ҫитсе иртсе каякан офицерсен пичӗсем ҫинӗ тинкерсе пӑхать.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Бурка аркисене ҫӗклесе, чӗркуҫҫи таран юра ашса, ура ҫинче тӑраймасӑр ӳке-ӳке, Сергей ҫӳллӗ сӑмсаха хӑпарчӗ.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Сукмаксене тасатса пӗтерсен, Тимофей Ильич тарӑн юра ашса пахчана тухрӗ, пӑртак Кубань хӗрринче тӑчӗ, — Кубань ҫинчен ҫынсем шавлани, кустӑрмасем шакӑртатса кусни илтӗнсе тӑнӑ.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Гитлеровецсен хӑвӑрттӑн сайраланакан ушкӑнӗ юр ҫийӗн ашса халтан кайрӗ ӗнтӗ, анчах вӗсем кӑшкӑрма тата пеме тӑрӑшса малаллах утрӗҫ, ухмахланнӑ, вилме пӳрнӗ ҫынсем евӗр, хӑтӑлма ҫук вилӗме хирӗҫ утрӗҫ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Озеров вара пӑсӑлса, ланкашкаланса пӗтнӗ ҫула, ун тӑрӑх майӗпен шӑвакан лавсене, пичӗсене тӑм илтернӗ, юрланса пӗтнӗ хӗрарӑмсем ҫӗмрӗк ҫуна тавра тата ҫул хӗрринчи канава пушатнӑ тырӑ миххисем тавра тӑнине курчӗ, Васька Голубцова та курчӗ вӑл: харсӑр ача, ашшӗн кӗске кӗрӗкне тӑхӑннӑскер, кӗрт тӑрӑх аран-аран ашса, васкаман хӗрарӑмсем патне пырать, вӗсене пушӑ аврипе юнаса хыттӑн кӑшкӑрать…
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Дзот патне ҫитме — икҫӗр метр ытларах, тӑвалла, тарӑн юр ашса чупмалла; кирек мӗнле пулсан та сӑрт патне чупса ҫитме сахалтан та виҫӗ-тӑватӑ минут кирлӗ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тепӗр кунне, ноябрӗн 14 мӗшӗнче, Болотнӑй ҫумӗнчи вӗтлӗхре, темиҫе колхозник чӗркуҫҫи таран юр ашса, яштака ҫамрӑк хурӑнсене каса-каса антарчӗҫ.
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Походӑн малтанхи кунӗсенчех, ирӗксӗрех, ашса тухма ҫук шурлӑхсенче мӗнпур повозкӑсене, икӗ кустӑрмаллӑ урапасене, станковӑй пулемётсене те пӑрахса хӑвармалла пулнӑ.Поневоле пришлось бросать в пути, в непролазных болотах, все повозки и двуколки.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пусма тӑрӑх ансан малалла, ҫатан карта ҫумӗпе, сӗлкӗшлӗ юрпа пылчӑка ашса такӑрлатнӑ сукмак тӑсӑлать.Со сходцев мимо плетня лежала протоптанная по рыхлому снегу, по грязи стежка.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Кунта тырӑ хатӗрлевӗ валли тата икҫӗр пӑта яхӑн тултарса хума пулать-ха, — терӗ Демка Ушаков, чӗркуҫҫи таранах тулӑ ӑшӗнче ашса ҫӳренӗ май.
7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959