Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Юмӑҫ» тесе пӑрӑннӑ ун амӑшӗнчен, «юмӑҫ ачи» тесе мӑшкӑлланӑ ӑна хӑйне.
XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Георгий ылтӑн тӳммеллӗ хура кительне хывса тӗплӗн ҫӑвӑнчӗ те сӗтел хушшине ларчӗ, амӑшӗнчен ун сывлӑхӗ ҫинчен, юлашки вӑхӑтра мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗле пуҫларӗ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Герасим Федотович отпускран таврӑннӑ хыҫҫӑн виҫӗ-тӑватӑ уйӑх иртсен амӑшӗнчен хаваслӑ ҫыру илчӗ: кинӗпе аслӑ ывӑлӗ хулана куҫса кайнӑ ҫынсен кивӗ кил-ҫуртне туянса тӗп килтен уйрӑлса тухнӑ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫулталӑкран вӑл амӑшӗнчен пиччӗшӗпе инкӗшне тиркекен ҫырусем илме пуҫларӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Кӗҫех пӗр-пӗр ӑшӑ пӳрте ҫитсе кӗме ӗмӗтленекен виҫӗ ҫын вӑрӑммӑн тӑсӑлакан хура мӗлке еннелле пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тенӗ пек васкавлӑн утрӗҫ: ачана та вӑй кӗнӗ тейӗн, вӑл та арҫынпа амӑшӗнчен пӗр юлмасӑр утрӗ.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Ҫул айккинчи хурӑн ҫинче кӑсӑя ларать-и — амӑшӗнчен ыйтать, пӗр-пӗр тискер кайӑк йӗрне асӑрхать-и — каллех амӑшне чӑрмантарать.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Кӑҫачӗ пысӑкрах та, амӑшӗнчен юлас мар тесе тӗнкӗлт-тӗнкӗлт пускаласа утать, хушшӑн-хушшӑн ӑна чупма тивет.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Киремете кайса пама тесе, Укапи Карлай амӑшӗнчен темиҫе хутӑр сӗвем ҫип, кӗпелӗх пир илчӗ, пӗр витре ҫӑмарта пухтарчӗ.
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсен пуҫлӑхӗ турӑ амӑшӗнчен аслӑрах пулать!
Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Ашшӗпе амӑшӗнчен уйрӑлать-ҫке, йӗресех пулать, — тет, — хытӑ йӗме, ахӑлтатса хытӑ кулма хушмаҫҫӗ ватӑсем, ырлӑха мар теҫҫӗ.
Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Хӑй алӑк кукрине тӑнӑ та, «репетици туса», пӑштӑн пӑшӑлтатать (ку сӑмахсене амӑшӗнчен илтнӗ пулӗ ӗнтӗ):
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Анук ӗнтӗ Иванӑн тӑван амӑшӗ хыҫҫӑнхи амаҫури амӑшӗнчен ҫуралнӑ йӑмӑкӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Амӑшӗнчен, ват ҫынран, халӑхра калашле, пӑс кӑна пӑшлатать темелле.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Амаҫури амӑшӗ, чӑнах, ачасемшӗн малтанлӑха чун кӳттиех пулмарӗ — унран тӑван амӑшӗнчен те ытларах «ӑшӑ ҫапрӗ».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Полина та ирхи хӗвел шевли пекех йӑлкӑшать, хӑйне шкулти пек мар, ҫурхи ҫӑра курӑклӑ ҫерем ҫинче амӑшӗнчен самантлӑха татӑлса тӑлтти-талтти сикекен путек пекех ирӗклӗн тыткалать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
- Ачасем тӗрлӗ амӑшӗнчен вӗт-ха, пӗр-пӗринпе килӗштернӗ-и?
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
Марине амӑшӗнчен уртӑнчӗ, ӗсӗклесе ячӗ.
Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.
Ун чухне Маринен амӑшӗнчен уйрӑлмалла…
Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.
Кошаров хушаматли, тунката, амӑшӗнчен аслӑ хӗрарӑма качча илнӗ, тет.
Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.
Хӑйӗн пахчинче пӗрремӗш хут ҫимӗҫ туса илсен, Лавр амӑшӗнчен е пасартан пахча ҫимӗҫ туянма пӑрахрӗ.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.