Двуязычный корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аллӑмран (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑлта ҫиппи манӑн аллӑмран вӗҫерӗнсе кайрӗ, вӑлта йӗппи вара ҫӳлти тута хӗррине витӗрех шӑтарса тирӗнсе ларчӗ.

Леска-то осмыгнулась у меня в руке, крючок и промзил верхнюю губу.

31-мӗш сыпӑк // .

Аҫа йытти пулман пулсан, Титок манӑн аллӑмран чӗррӗнех вӗҫерӗнес ҫукчӗ, сӑхсӑхатӑп!

Ежели б не кобель, Титку бы из моих рук живым не выйти, забожусь!

18-мӗш сыпӑк // .

Ромашов ман ҫинелле ӳпӗнчӗ, аллӑмран ярса тытрӗ.

Ромашов бросился на меня, схватил за руки.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // .

Такам мана аллӑмран пырса тытрӗ…

Кто-то крепко взял меня за кисть.

Улттӑмӗш сыпӑк // .

Вӑл ман ҫумма пырать, аллӑмран тытать.

Он подходит ко мне, берёт за руки.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // .

Варя мана вара аллӑмран тытрӗ те хам хирӗҫ пынине итлемесӗрех аялалла ҫавӑтрӗ.

и Варя взяла меня за руку и повела вниз, не слушая возражений.

Вуннӑмӗш сыпӑк // .

Хут кӑшт ҫеҫ аллӑмран тухса ӳкмерӗ.

Бумага чуть не выпала из моих рук.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // .

Эпӗ ку ҫӗрре нихҫан та аллӑмран хывас ҫук, нихҫан та, ниепле те унпа уйрӑлас ҫук.

И я никогда не сниму кольца с руки, никогда ни за что не расстанусь с ним.

15 сыпӑк // .

Вӑл, пуҫне сӗлттесе чӗтрекен тутисене аран-аран кӑна чарса, мана хӑй патне чӗнсе илчӗ, аллӑмран тытрӗ.

Она только подозвала меня и взяла за руку, качая головой и с трудом удерживая дрожащие губы…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // .

Халь те астӑватӑп: шак! тутарчӗ мана аллӑмран пиччем: «Ҫырла ҫиес килсен, вӑрмана чупма тивет! Ыран акӑ сана та ҫавӑртса кайӑп».

Помоги переводом

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Ҫӗнтерӳшӗн автомата аллӑмран ямарӑм.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

25. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ сире каларӑм, эсир ӗненместӗр; Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ; 26. эсир пӗрех ӗненместӗр, мӗншӗн тесессӗн, — Эпӗ хӑвӑра каланӑ пек, — эсир Ман сурӑхсем мар; 27. Ман сурӑхсем Манӑн сассӑма илтеҫҫӗ, Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп, вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ, 28. Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем ӗмӗрне те пӗтмӗҫ, вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ; 29. вӗсене Мана Аттем панӑ, Вӑл пуринчен те аслӑ; Аттем аллинчен вӗсене никам та туртса илме пултараймасть.

25. Иисус отвечал им: Я сказал вам, и не верите; дела, которые творю Я во имя Отца Моего, они свидетельствуют о Мне. 26. Но вы не верите, ибо вы не из овец Моих, как Я сказал вам. 27. Овцы Мои слушаются голоса Моего, и Я знаю их; и они идут за Мною. 28. И Я даю им жизнь вечную, и не погибнут вовек; и никто не похитит их из руки Моей. 29. Отец Мой, Который дал Мне их, больше всех; и никто не может похитить их из руки Отца Моего.

Ин 10 // .

10. Халӗ еркӗнӗсен куҫӗ умӗнче унӑн намӑсне уҫса кӑтартӑп, ӑна никам та Манӑн аллӑмран туртса илеймӗ.

10. И ныне открою срамоту ее пред глазами любовников ее, и никто не исторгнет ее из руки Моей.

Ос 2 // .

15. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, мана ҫапла каларӗ: Манӑн аллӑмран хаярлӑх эрехӗ тултарнӑ ҫак куркана ил-ха: Эпӗ сана халӑхсем патне яратӑп, эсӗ вӗсене пурне те ҫак куркаран ӗҫтерсе тух.

15. Ибо так сказал мне Господь, Бог Израилев: возьми из руки Моей чашу сию с вином ярости и напой из нее все народы, к которым Я посылаю тебя.

Иер 25 // .

12. Эпӗ малтанах каларӑм, ҫӑлтӑм, пӗлтертӗм; урӑххи ҫук сирӗн, эсир — Манӑн кӳнтеленсем, Эпӗ Турӑ иккенне пӗлекенсем, тет Ҫӳлхуҫа, 13. кунсем пуҫланнӑранпах Эпӗ — ҫав-ҫавах, Манӑн аллӑмран никам та ҫӑлаймӗ; Эпӗ тӑвас тенине тӑватӑп, кам чарӗ ҫакна?

12. Я предрек и спас, и возвестил; а иного нет у вас, и вы - свидетели Мои, говорит Господь, что Я Бог; 13. от начала дней Я Тот же, и никто не спасет от руки Моей; Я сделаю, и кто отменит это?

Ис 43 // .

20. Ҫавӑ ҫӗрсен мӗнпур турринчен хӑшӗ те пулин хӑйӗн ҫӗрне манӑн аллӑмран ҫӑлса хӑварчӗ-и? Ҫӳлхуҫа Иерусалима манӑн аллӑмран ҫӑлса хӑварайӗ-ши вара? тет манӑн патшамӑм, тенӗ Рабсак.

20. Который из всех богов земель сих спас землю свою от руки моей? Так неужели спасет Господь Иерусалим от руки моей?

Ис 36 // .

Самарие манӑн аллӑмран хӑтарайрӗҫ-и вӗсем?

Помоги переводом

Ис 36 // .

5. Савнийӗме уҫса кӗртмешкӗн вырӑн ҫинчен тӑтӑм, аллӑмран мирра тумлать, алӑк хӑлӑпӗ ҫине пӳрнемсенчен мирра тумлать.

5. Я встала, чтобы отпереть возлюбленному моему, и с рук моих капала мирра, и с перстов моих мирра капала на ручки замка.

Юрӑ 5 // .

23. Ҫавах эпӗ яланах Санпа пӗрле: Эсӗ мана сылтӑм аллӑмран тытса тӑратӑн; 24. Эсӗ мана Хӑвӑн ӑсупа ҫӳрететӗн, кайран мана мухтавлӑхна кӗртӗн.

23. Но я всегда с Тобою: Ты держишь меня за правую руку; 24. Ты руководишь меня советом Твоим и потом примешь меня в славу.

Пс 72 // .

15. Халӗ ӗнтӗ Езекия сире улталаса ан йӑпаттӑр; ан ӗненӗр ӑна: нихӑш халӑхпа нихӑш патшалӑхӑн турри те хӑй халӑхне ман аллӑмран, манӑн аттемсен аллинчен ҫӑлса хӑварма вӑй тупайман пулсан, сирӗн Туррӑр та сире ман аллӑмран хӑтараймӗ, тенӗ Сеннахирим.

15. И ныне пусть не обольщает вас Езекия и не отклоняет вас таким образом; не верьте ему: если не в силах был ни один бог ни одного народа и царства спасти народ свой от руки моей и от руки отцов моих, то и ваш Бог не спасет вас от руки моей.

2 Ҫулс 32 // .

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней