Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ялсемпе хуторсем пушанса юлнӑ — пӗтӗм ҫын хире, итемсем ҫине, тракторсем, комбайнсем патне куҫса тухнӑ.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вырӑс чунӗшӗн темрен те хаклӑ, калама ҫук юратнӑ ҫӗршыв: колхоз йӗтемӗсемлӗ уй-хирсем, кукӑрӑлса юхакан ҫырма-ҫатрасем, вӗсен ҫумӗнчи йӑмраллӑ ялсемпе саласем, шӑллӑ-шӑллӑ стена евӗр курӑнакан чӑрӑш вӑрманӗсем, пурте вӗсем хӗллехи шурӑ сӑнпа ялтӑртатса лараҫҫӗ…
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Малалла та наступлени тума хатӗрленнӗ май, вӗсем ялсемпе вӑрмансенче тӑнӑ, мала пӗчӗк постсем ҫеҫ кӑлара-кӑлара тӑратнӑ.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Унта та кунта, япӑх ҫанталӑкра курӑнман айлӑмсенче, лапсӑркка йӑмрасем айӗнче ларакан пысӑк ялсемпе пӗчӗк ялсем палӑра пуҫларӗҫ; варкӑшса вӗрекен ҫил унтан кӑвакрах тӗтӗмсене вӗҫтерсе килет.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тӑвай районӗн администраци пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке, райадминистрацин структура подразделенийӗсен, ӗҫ тӑвакан влаҫӑн территорири, федерацири тата республикӑри органӗсен вырӑнти ертӳҫисем республикӑран килнӗ информаци ушкӑнӗн членӗсемпе пӗрле районти ялсемпе шкулсенчи ӗҫ коллективӗсемпе, халӑхпа тӗл пулнӑ.
Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18
Вӑл ялсемпе уй-хирсем ҫине темле ыррӑн, туллин пӑхать тата ҫап-ҫутӑ пуличчен тасатнӑ пӑхӑр таз еверлӗ курӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Комендант, пӗтӗмпех лайӑхрах тӗпчесе пӗлес шутпа, уряднике кӳршӗри ялсемпе крепӑҫсене кӑларса ярать.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ӑна пытармашкӑн таврари пур ялсемпе фермӑсенчен те халӑх ҫич ҫухрӑмранах пуҫтарӑнчӗ; пурте вӗсем кимӗсемпе, фургонсемпе пычӗҫ.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Муниципалитет районӗсен, ял хуҫалӑх организацийӗсен пуҫлӑхӗсен ҫакна лайӑх ӑнланса илмелле: ялти ӗҫ пӗлтерӗшне конкуренцие юрӑхлӑ туса кӑна ҫамрӑксене ялсемпе саласенче хӑвармалли лайӑх никӗс хывма пулать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Кун пек ялсемпе ӗҫлеме тӑкаклӑ пулнине пӑхмасӑр потребкоопераци ҫынсене куллен кирлӗ таварсемпе туллин тивӗҫтерет.
Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3
Тепӗр чӑрмав — асӑннӑ программӑна ялсемпе хула евӗрлӗ поселоксене ҫеҫ кӗртни, хулари больницӑсене ӗҫлеме вырнаҫакан ҫамрӑк специалистсем вара 1 миллион тенкӗ пулӑшӑва тивӗҫеймеҫҫӗ.
Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Ялсемпе хула евӗрлӗ поселоксенче пӗтӗмӗшле врач практики, анестезиологи-реаниматологи, рентгенологи, хирурги, акушерлӑхпа гинекологи, кардиологи, педиатри, онкологи тата ытти специальноҫпа тухтӑрсем ҫителӗксӗр.
Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Старостӑсемпе депутатсем умӗнче ялсемпе экономика обӑекчӗсенче ҫуркуннехи-ҫуллахи тапхӑрта пушар хӑрушсӑрлӑхне йӗркелессипе ял активӗпе пӗрле пурнӑҫламалли ӗҫсем пирки патшалӑх пушар хуралӗн районти уйрӑмӗн тата Красноармейскинчи 32-мӗш пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗсем Б. Н. Федотовпа М. Н. Арсентьев, Чӑваш Республикин Президенчӗн «Чӑваш Республикинчи ялсенчи культура учрежденийӗсене аталантармалли мерӑсем ҫинчен» Указӗ хамӑр тӑрӑхра епле пурнӑҫа кӗрсе пыни ҫинчен культура, спорт тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А. Н. Лебедев каласа пачӗҫ.
Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30
5 ҫынна пӑхӑнмаллаччӗ манӑн: обкомӑн 1-мӗш секретарьне, обкомӑн ялсемпе ӗҫлекен секретарьне, обкомӑн ялхуҫалӑх уйрӑмӗн пуҫлӑхне, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председательне, ЧР Аслӑ Канашӗн Председательне.
«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Ҫак ҫул вӗҫлениччен ялсемпе поселок хутлӑхӗсене пысӑк трассӑсемпе ҫыхӑнтарма 500 километр ҫӗнӗ ҫул хывмалла, 141 ял-поселока асфальтлӑ ҫулсемпе ҫыхӑнтармалла.
Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ТР Транспорт министерстви республикӑри мӗнпур ялсемпе поселоксене асфальт сарнӑ ҫулсемпе ҫыхӑнтарассине сакӑр ҫулта пурнӑҫласси пирки пӗлтернӗччӗ.
Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Уява ялсемпе хуласенчи шӑл тухтӑрӗсем пухӑнаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, савӑнӑҫа пӗрле пайлаҫҫӗ.
Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
38. Вӑл вӗсене ҫапла калать: атьӑр ҫывӑхри ялсемпе хуласене каяр, Манӑн унта та вӗрентсе ҫӳрес: Эпӗ ҫавӑншӑн килнӗ, тет.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ пулман: юхӑннӑ хуҫалӑха ура ҫине ҫӗклеме, арканнӑ ялсемпе хуласене ҫӗнӗрен хӑпартма тивнӗ ӑна.
Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Юлашки икӗ ҫулта республикӑри ялсемпе саласенче ку чухнехи модульлӗ 60 фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартнӑ, кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче «Ял ҫыннисене - 100 ФАП» проекта вӗҫлетпӗр.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945