Поиск
Шырав ĕçĕ:
11. Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗр тӗпӗ те, Аваддон та уҫӑ — апла этем ывӑлӗсен чӗри пирки мӗн каламалли пур?11. Преисподняя и Аваддон открыты пред Господом, тем более сердца сынов человеческих.
Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ют ӑру ывӑлӗсен аллинчен хӑтарсам мана, ҫӑлсам мана: вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ пушӑ сӑмах калаҫать, вӗсенӗн сылтӑм алли — ултав алли.
Пс 143 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗлӗтне тайӑлтар та — аяла ан; тусене сӗртӗн те — вӗсенчен тӗтӗм мӑкӑрланса тухӗ; 6. ҫиҫӗмне ҫиҫтер те — салатса яр вӗсене; уххусемпе пер те — ҫыхлантарса ӳкер вӗсене; 7. ҫӳлтен аллуна тӑс та — хӑтар мана, пысӑк шывсенчен, ют ӑру ывӑлӗсен аллинчен ҫӑл мана: 8. вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ пушӑ сӑмах калаҫать, вӗсенӗн сылтӑм алли — ултав алли.
Пс 143 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ассур та вӗсен ҫумне хутшӑнчӗ: вара вӗсем Лот ывӑлӗсен хевти пулчӗҫ.9. И Ассур пристал к ним: они стали мышцею для сынов Лотовых.
Пс 82 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иов тата ҫӗр хӗрӗх ҫул пурӑннӑ, ывӑлӗсене те, ывӑлӗсен ывӑлӗсене те тӑватӑ сыпӑка ҫитиччен курнӑ.16. После того Иов жил сто сорок лет, и видел сыновей своих и сыновей сыновних до четвертого рода;
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аман вӗсене хӑйӗн шутсӑр-сумсӑр мулӗ ҫинчен, ывӑлӗсен йышӗ ҫинчен, патша ӑна мӗнлерех асла хурса чаплӑ улпутсемпе патша ҫумӗнчи ытти ҫынсенчен ҫӳле ҫӗклени ҫинчен каласа панӑ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ пурне те пӗлсе-курса тӑратӑн, эпӗ йӗркесӗр ҫынсен чапне курайманнине, ӳт кастарманнисен вырӑнӗнчен, кирек мӗнле ют халӑх ывӑлӗсен вырӑнӗнчен йӗрӗннине пӗлетӗн; Эсӗ манӑн пурӑнӑҫ мӗншӗн ҫакӑн пек пулнине пӗлетӗн, эпӗ халӑх умне курӑннӑ чухне пуҫӑма чап палли тӑхӑнатӑп, хам вара йӗрӗнетӗп ҫав чап паллинчен — юнпа вараланнӑ тумтиртен йӗрӗннӗ пек йӗрӗнетӗп, пӗччен чухне, ахаль чухне тӑхӑнмастӑп ӑна.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ир пулсан, хӗвел тухсассӑн, кашнийӗ хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрлантӑр, мӗнпур вӑйпитти ҫын хула тулашне тухтӑр, вӗсене ҫулпуҫ парӑр, вара айлӑма анма, Ассур ывӑлӗсен малта тӑракан хуралне хирӗҫ тухма шутланӑ пек тӑвӑр, анчах хӑвӑр айлӑма ан анӑр.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вагой вара, Олоферн патӗнчен тухса, Иудифь патне кӗнӗ те каланӑ ӑна: ытарайми ҫамрӑк хӗрарӑм, манӑн хуҫамӑм патне пыма, ун умӗнче чыс курма, пирӗнпе пӗрле савӑнса эрех ӗҫме килӗшсемччӗ, ҫак кун Навуходоносор килӗнче тӑракан хӗрсем пек, Ассур ывӑлӗсен пӗр хӗрӗ пек, пулсамччӗ, тенӗ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӗнтӗ Аммон ывӑлӗсен ҫарӗ тата вӗсемпе пӗрле Ассурӑн пилӗк пин ывӑлӗ вырӑнтан тапраннӑ та, айлӑма вырӑнаҫса, Израиль халӑхӗ усӑ куракан шывсемпе ҫӑлсене ярса илнӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫак Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ хӑйсен сӑннине мар, хӑйсем пурӑнакан тусен ҫӳллӗшне шанать, мӗншӗн тесессӗн вӗсен тӑвӗсен тӑррине хӑпарма ҫав тери кансӗр.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах ун патне Исав ывӑлӗсен мӗнпур пуҫлӑхӗ, Моав халӑхӗн мӗнпур ҫулпуҫӗ тата тинӗс хӗрринчи халӑхсен мӗнпур ҫарпуҫӗ пуҫтарӑннӑ та каланӑ: 9. хуҫамӑр, санӑн ҫарунта ҫухату ан пултӑр тесен, пирӗн сӑмаха итлесемччӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ахиор вара Олоферн пуҫтарнӑ пухура мӗн-мӗн каланине, Ассур ывӑлӗсен пуҫлӑхӗсем умӗнче хӑй мӗн каланине те, Израиль килӗ ҫинчен Олоферн епле мӑнаҫлӑн каланине те пӗлтернӗ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Олоферн вара хӑй чатӑрӗнче тӑракан чурисене Ахиора тытса, ӑна Ветилуя хулине илсе кайса Израиль ывӑлӗсен аллине пама хушнӑ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унпа пӗрле Иерусалима Израиль ывӑлӗсен пӗр пайӗ — священниксемпе левитсем, юрӑҫсем, хапха хуралҫисем, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсем — килнӗ, 6. вӗсем Артаксеркс ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, ҫав ҫиччӗмӗш ҫулхи пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫитнӗ; Вавилонран пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче тухнӑ та, ҫул ҫинче Турӑ пулӑшса пынипе, Иерусалима пиллӗкӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче килсе ҫитнӗ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Левитсем вуннӑмӗш пая илнӗ чухне вӗсен ҫумӗнче священник, Аарон ывӑлӗ, пулӗ: левитсем хӑйсен вуннӑмӗш пайӗнчен вуннӑмӗш пайне Турӑ Ҫуртне, пурлӑх управӑшӗсем валли уйӑрнӑ пӳлӗмсене, кайса хуччӑр, 39. мӗншӗн тесессӗн ҫав пӳлӗмсене Израиль ывӑлӗсен те, левитсен те парнелӗх ҫӑкӑр, эрех, ҫу кӳрсе тӑмалла.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн чухне вӗсем Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ панӑ саккунра Израиль ывӑлӗсен ҫиччӗмӗш уйӑхра, уяв кунӗсенче, хӳшӗре пурӑнмалла тесе ҫырнине тупрӗҫ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Артаксеркс патша ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль ывӑлӗсен пӗр пайӗ — хӑш-пӗр священниксемпе левитсем, юрӑҫсем, хапха хуралҫисем, левитсене пулӑшакансем — Ездрӑпа пӗрле Иерусалима тухса кайнӑ.
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Иосия ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсен мӗнпур ҫӗрӗ ҫинчи йӗрӗнчӗксене пӗтӗмпех аркатнӑ, Израиль ҫӗрӗнчи ҫынсене пурне те хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине ӗҫлесе пурӑнма хушнӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ӗнтӗ Езекия канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид ывӑлӗсен тупӑклӑхӗнче ҫӳлте пытарнӑ, вилнӗ хыҫҫӑн ӑна пӗтӗм Иудея халӑхӗ тата Иерусалимра пурӑнакансем хисеплесе-чысласа ӑсатнӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.