Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чиркӗвӗшӗн (тĕпĕ: чиркӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Епископ айӑпсӑр, пӗрре авланнӑ, ҫирӗп ӑслӑ-тӑнлӑ, таса шухӑшлӑ, йӗркеллӗ, тӳрӗ, ҫул ҫӳрекене юратакан, вӗрентме пултаракан, 3. ӗҫке хапӑлламан, ҫапӑҫма-вӑрҫма юратман, мула хапсӑнман, йӑваш, килӗштерсе пурӑнакан, укҫа-тенкӗ юратман, 4. хӑй кил-ҫуртне лайӑх тытса тӑракан, ачи-пӑчине кирек хӑҫан та тӳрӗ пулма вӗрентсе пӑхӑнтарса тӑракан ҫын пулмалла; 5. хӑй кил-ҫуртне пӑхса тӑма пӗлмен ҫын ӗненекен ушкӑншӑн (Турӑ Чиркӗвӗшӗн) тӑрӑшӗ-и?
1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл хӑшне — апостол, хӑшне — пророк, хӑшне — Ырӑ Хыпар пӗлтерекен, хӑшне — ҫын кӗтӳҫи, хӑшне вӗрентӳҫӗ тунӑ: 12. вӗсен сӑваплӑ ҫынсене Христос Тӑл-пӗвӗшӗн — Унӑн Чиркӗвӗшӗн — ӗҫлесе тӑма хатӗрлемелле, 13. ҫав ӗҫсене ӗнтӗ эпир пурсӑмӑр та пӗр тӗне кӗриччен, Турӑ Ывӑлне пӗлсе ҫитиччен, пур тӗлӗшпе те ырӑ пулса ҫитиччен, Христос евӗрлӗ пулса ҫитиччен туса тӑмалла; 14. вара эпир ачасем пек пулмӑпӑр: ҫын улталанипе, чее илӗртнипе ҫилпе хумханнӑ пек тӗрлӗ вӗрентӳ хыҫҫӑн ҫӳремӗпӗр.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1