Поиск
Шырав ĕçĕ:
33. Чухӑн ҫынна ӑсне кура, пуян ҫынна пуянлӑхне кура хисеплеҫҫӗ: 34. чухӑн чухне хисеплӗ ҫын пуяна тухсассӑн мӗн тери хисеплӗрех пулӗ?
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тӑван хушшинче асли хисеплӗ, Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче Унран хӑракан хисеплӗ.24. Старший между братьями - в почтении у них, так и боящиеся Господа - в очах Его.
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку вӑл Пепене питӗ кӳрентерет, кӗҫех йӗрсе ямасть вӑл, анчах хӑйне хӑй тытса чарать те хисеплӗ ҫын пек ҫапла каласа хурать:Это очень огорчило Пепе, он едва не заплакал, но сдержался и сказал с достоинством:
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
— Кӑмӑллӑ пулчӗ ку, хисеплӗ синьор, — эпӗ сӑмах патӑм.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Унта пӗтӗмпех юмахри пекчӗ, хисеплӗ синьор; эпир, ҫынсем — пӗчӗккӗскерсем кӑна, вӑл, ҫавӑ ту — пӗлӗте ҫити, эпир унӑн вар-хырӑмне пӑраласа шӑтаратпӑр…
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
— Мӗн хӑтланаҫҫӗ? — тесе, хӑраса кӑшкӑрнӑ пӗр лайӑх тумланнӑ хисеплӗ господин; хӑй сехри хӑпнӑран улшӑннӑ пичӗпе пур еннелле те ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
— Кунта парӑр ӑна, кунта, хисеплӗ вырӑна! — Татьяна Родионовна сӗтел хушшинчен тухрӗ, хутаҫҫа йышӑнчӗ, ӑна тӗпелти сак ҫине, колхозӑн уй-хир планӗпе ялхуҫалӑх выставкинче илнӗ диплом айне вырнаҫтарса лартрӗ.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сухалӗ ҫук-ха унӑн, анчах ялта вӑл хисеплӗ ҫын, тӗл пулсан стариксем те алӑ парӗҫ ӑна, хуларан ун патне ученӑйсем киле-киле кайӗҫ, унӑн ӗҫӗ ҫинчен радиопа пӗтӗм ҫӗршыва пӗлтерӗҫ.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Штольц ун умӗнче питӗ хисеплӗ те вӑйлӑ пулнӑ пекех, Ольга унпа чухне кашни сӑмахрах, кашни утӑмрах хӑйӗн ирӗкне, тӳрӗ чунне кӑтартать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга инкӗшӗнчен хисеплӗ ҫынран ыйтнӑ пек мар, вӑл калани уншӑн ҫирӗп йӗрке пулса тӑнӑ пек те мар, ытти пур хӑйӗнчен аслӑрах хӗрарӑмсенчен ыйтнӑ пек кӑна канаш ыйтать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Йӗрке-тирпей тӗлӗшӗнчен пӗтнӗ ӑса, чуна хӑтарасси тата мӗнлерех хисеплӗ!..
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑвашсем унта хутшӑнса пурнӑҫри тӗрекне шыраҫҫӗ, туссем, ҫӗнӗ тӗллевсем тупаҫҫӗ, ҫӗнӗ, чӑвашла ятсем илеҫҫӗ, – терӗ мероприятие уҫнӑ май ҫулҫӳревсене йӗркелекенӗ, Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Олег Михайлович Цыпленков.
«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar
Тен, ӑна пытарма кайнӑ чух ҫеҫ пӗр-пӗр иртен-ҫӳрен ун ҫине пӑхса илӗ, вара ҫак паллӑ мар ҫынна пирвайхи хут тивӗҫлипе хисеплӗ — пилӗк таран пуҫ тайӗ; тен, мӗнле те пулин пӗлесшӗн ҫунан этем, пытарма каякансен умне чупса тухса, вилнӗ ҫыннӑн ятне ыйтса пӗлӗ те ҫийӗнчех манса кайӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Ҫарти тата производствӑри нумай-нумай ӑнӑҫу, хисеплӗ Алексей Николаевич, Сирӗнтен, вырӑссен карап тӑвас ӗҫ шкулӗн ашшӗнчен, килнӗ», — тесе ҫырнӑ Тинӗс ҫар флочӗ ячӗпе панӑ адресра.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Обществӑн член-корреспондентне суйларӗҫ, нумаях пулмасть вара вӑл ҫав обществӑн хисеплӗ членӗ пулса тӑчӗ.Избрали членом-корреспондентом, а вот недавно — почетным членом Общества.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫав ҫулах Крылова наукӑпа техникӑн тава тивӗҫлӗ деятелӗн хисеплӗ ятне параҫҫӗ.В том же году Крылову было присвоено звание заслуженного деятеля науки и техники.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Хисеплӗ юлташсем тата туссем, эп тинӗс ӗҫӗпе пурӑнма пуҫланӑранпа 60 ҫула яхӑн.— Дорогие товарищи и друзья, почти шестьдесят лет я служу любимому морскому делу.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Алексей Николаевича тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илеҫҫӗ, ӑна президиумри чи хисеплӗ вырӑна лартаҫҫӗ.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кӗтесри ҫак хисеплӗ вырӑнта ҫутӑ ҫитсех кайман, ҫавӑнпа вӑл куҫне кӑштах пӑснӑ та.Здесь, в углу, на этом почетном месте все же было темновато, и он порядком испортил себе зрение.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
1915 ҫулта Крылов наукӑра наукӑра ӗҫлеме пуҫланӑранпа 30 ҫул ҫитнӗ май Жуковский сӗннипе Мускав университечӗ Алексей Николаевича «доктор прикладной математики» хисеплӗ степень парать.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.