Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хваттер сăмах пирĕн базăра пур.
Хваттер (тĕпĕ: хваттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михаил Игнатьев ҫынсем хваттер туянасси тепӗр хут вӑй илме тытӑннине палӑртрӗ, апла пулин те пӗрремӗш кварталта ҫурт-йӗр строительстви иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑртин 87,6% кӑна танлашнӑ.

Помоги переводом

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Шупашкара 5 ҫул каялла килнӗскер хваттер тара тытса пурӑнать.

Помоги переводом

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ӑна хваттер илсе парӑп-ха.

Я, конечно, куплю ему квартиру.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Пуянниех кирлӗ мар, хваттер пулсан аптӑрамасть паллах.

Не обязательно богатая, конечно, не плохо бы, если есть квартира.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Вӗсен логики ансат: «Хваттер уҫҫине эсир никама та шанса памастӑр вӗт, апла-тӑк мӗншӗн хӑвӑрӑн телефонӑрпа ытла та тимсӗр?»

Помоги переводом

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Мӑшӑрӑн хваттер пултӑр, гаражра машина лартӑр, кӗсьере укҫа чӑштӑртаттӑр — ҫапла ӗмӗтленеҫҫӗ вӗсем.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

«Теприсем общежитири пӳлӗмрен тухса кайса 15 ҫуллӑха кредит илсе 1,2 миллион тенкӗпе хваттер туянма пултарнишӗн те савӑнаҫҫӗ. Кусен ҫурчӗсем миҫе миллиона ларнӑ-ши?» — сӑмахлать тусӑм ман чуна сиснӗнех.

Помоги переводом

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Раҫҫей Президенчӗ ҫынсем хваттер тӑвас ӗҫе пая кӗнин ыйтӑвне те хускатнӑ, ку сферӑра йывӑрлӑх нумаййине пӗлтернӗ.

Помоги переводом

Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

— Патшалӑх ҫемьесене «Амӑшӗн капиталӗ» программӑпа ача йышне ӳстермешкӗн хавхалантарма тытӑннӑ хыҫҫӑн сертификата тивӗҫнисенчен чылайӑшӗ пурӑнмалли условисене лайӑхлатма — хваттер туянма — пикенчӗ.

Помоги переводом

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хальхи вӑхӑтра ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пурӑнмалли хваттер /ҫурт-йӗр/ тумалли тата туянмалли сертификатсем парать.

Помоги переводом

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Ытларахӑшӗ хваттер илме пултарччӑр тесе ҫемье тупӑшне перекетлекенсен ыйтӑвне татса пама тӑрӑшнине, вӗсем валли пурӑнмалли вырӑн пӗтӗм калӑпӑшӑн 48% чухлӗ тунине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Республика пурӑнмалли вырӑн тӑвассипе курӑмлӑ ҫитӗнӳ тӑвать, — терӗ М.Игнатьев. — Кашни ҫын пуҫне ӑна хута ярасси федерацин Атӑлҫи округӗнче малта пыракан регионсен йышӗнче шутланать. Раҫҫей строительство министрӗ Михаил Мень пушӑн 10-мӗшӗнче, эпӗ унпа курнӑҫнӑ чухне, ҫӗршыври ансат мар экономика лару-тӑрӑвне пӑхмасӑр Чӑваш Ен строительстви, вӑл шутра пурӑнмалли вырӑн хута ярассипе, пысӑк калӑпӑшлӑ пулнине палӑртрӗ. Нумай хутлӑ пурӑнмалли ҫуртсем хӑпартассипе пӗлтӗр ӳсӗм ҫулӗпех талпӑннӑ: строительство калӑпӑшӗ 2014 ҫултинчен 19% пысӑкрах. Ҫав вӑхӑтрах хваттер ыйтӑвне татса парас текенсен тупӑшӗ пӗчӗкленнине шута илсе уйрӑм ҫынсем валли пурӑнмалли вырӑн виҫӗмҫулхинчен 29% сахалрах тунине йышӑнатпӑр».

Помоги переводом

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Н.Угаслов ку тӳлев кашни ҫемьен хваттер лаптӑкӗпе ҫыхӑннине ӑнлантарчӗ.

Помоги переводом

Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хваттер хуҫисем ҫуртра пӗрле усӑ куракан лаптӑксемпе кӑсӑкланчӗҫ.

Помоги переводом

Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ку ӗҫе тума хваттер харпӑрлӑхҫи уйӑракан кашни пӗр тенкӗ пуҫне федераци, республика тата муниципалитет виҫӗ тенкӗ параҫҫӗ.

Помоги переводом

Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

— Ӗҫлекенсене пурӑнма Ҫӗр-пӳре коттедж е хваттер панӑ.

Помоги переводом

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Мана унтах хӑварасшӑнччӗ, виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер те сӗннӗччӗ, анчах эпӗ килӗшмерӗм — чунӑм каллех тӑван тӑрӑхах туртрӗ.

Помоги переводом

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ку чун ыйтни те, хваттер туянас тесе укҫа ытларах ӗҫлесе илме тӑрӑшни те.

Помоги переводом

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кӗске тапхӑртах ансамбльпе ҫывӑхлантӑм, ташӑҫсем те ман пултарулӑха килӗштерчӗҫ ахӑртнех — ӗҫлемешкӗн юлма тархасларӗҫ, хваттер пама шантарчӗҫ.

Помоги переводом

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кашни ҫемье хӑйӗн кӗтесӗ - уйрӑм ҫурт е хваттер пуласса кӗтет.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫурт хӑпарать // Н.ШИШКИНА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней