Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак вӑхӑтра Олег пӗр сапёрнӑй чаҫӑн политотдел начальникӗпе Вячеслав Иванович Грачёвпа паллашман пулсан, ачасен мӗн пулнӑ пулӗччӗ — ҫакӑн ҫинчен эпӗ калама пултараймастӑп.
Бомбӑсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Вӑл сапернӑй офицере матроса тӗл пулчӗ, шӑп ҫак вӑхӑтра тӳпере ҫутӑ пӑнчӑ курӑнса кайрӗ, бомбӑ-мӗн ку, ҫуталнӑҫем ҫуталса пырса, хӑвӑртран та хӑвӑртрах ҫывхарса пырса, траншея патнех хаплатса ӳкрӗ вӑл, ҫакна курсан Калугин хайхи офицере пирвай хӑй «выртӑр!» тесе кӑшкӑрчӗ.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Штабс-капитан ҫапах та, пӗшкӗнкелесе те пулин, траншея тӑрӑх уткаласа пырса, тӑпра чавса тунӑ хӳтлӗхсем патне чиперех ҫитрӗ те, сапернӑй офицерпе пӗрле, пӑч тӗттӗм ҫӗртех ӗнтӗ, ҫынсене ӗҫе вырнаҫтарчӗ те, тӑпра купаласа тунӑ хӳтлӗх ҫумӗнчи шӑтӑка кӗрсе ларчӗ.
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сапёрнӑй капитан, авӑнса ӳксе, кӗпер еннелле темӗн тӗллесе кӑтартрӗ.Саперный капитан, изгибаясь, на что-то указывал в сторону моста.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ун умӗнче 12-мӗш полкӑн командирӗ полковник Каледин тата сапёрнӑй батальон командирӗ аллисемпе чеҫ парса хытса тӑраҫҫӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сапернӑй рота командирӗ Бугорков лейтенант штаб начальникӗ патӗнче хӑйне йышӑнасса кӗтсе ларнӑ.Командир саперной роты лейтенант Бугорков дожидался приема у начальника штаба.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Эпӗ ӗнтӗ, паллах, сӑлтавне хӑвӑрах ӑнланатӑр, сапёрнӑй батальон штабне пыма пултараймастӑп, сирӗн те унта, ман шутпа, ним ӗҫ те ҫук.
VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫапла вара, ку участокра малашне наступлени тусан та усӑ пулас ҫуккине кура, пирӗн полка, хӑйӗн йышне самаях ҫухатнӑскере, тыла илсе тухрӗҫ, кунта вара, вӑхӑтлӑха, сапёрнӑй батальон тӑратрӗҫ.
VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Оля ҫапла пӗлтернӗ: «Окопсем» хыҫҫӑн пирӗн рабочи батальонти чи лайӑх боецсене регулярнӑй сапёрнӑй чаҫе илчӗҫ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ вӑл сапёрнӑй батальонта ӗҫлет, ӑна лейтенант званине панӑ, ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче ӑна хулпуҫҫирен амантнӑ, анчах та суранӗ тӳрленнӗ ӗнтӗ, хӑйне орденпа наградӑланӑ, тенӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1