Поиск
Шырав ĕçĕ:
28. Этем пурӑнас кунӑн шучӗ пур, Израиль кунӗн шучӗ те ҫук.28. Жизнь человека определяется числом дней, а дни Израиля бесчисленны.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Камӑн ҫынна вӗлерме ирӗк пур, ҫав ҫынран аяккарах пӑрӑн, вара вилӗм сехрипе сехӗрленмӗн; 17. ун пек ҫынпа ҫывӑхланас пулсассӑн вара — асӑрхан: пурӑнас кунҫулна ан таттӑр, 18. пӗлсех тӑр: эсӗ серепесем хушшипе пыратӑн, шӗвреке тӑрӑллӑ хӳме ҫинче ҫӳретӗн.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӑслӑлӑх тымарӗ — Ҫӳлхуҫаран хӑрани, унӑн турачӗсем — нумай пурӑнас кунсем.20. Корень премудрости - бояться Господа, а ветви ее - долгоденствие.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Нумай пурӑнас пулсассӑн та, вӗсене нимӗн вырӑнне те хумӗҫ, вӗсенӗн кая юлнӑ ватлӑхӗ те хисепсӗр пулӗ.
Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Этем нумай ҫул пурӑнас пулсассӑн та ӗмӗрӗ тӑршшӗпех савӑнса пурӑнтӑр, анчах хура кунсем нумай пулассине те ан мантӑр: мӗн пуласси пӗтӗмпех — харамлӑх!
Еккл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Лешӗ вара, икӗ пин ҫул пурӑнас пулсассӑн та, хӑйӗн мулӗпе-ырлӑхӗпе киленме пӗлменскер, ҫав пӗр вырӑнах каймасть-и-ха?6. А тот, хотя бы прожил две тысячи лет и не наслаждался добром, не все ли пойдет в одно место?
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Турӑ унӑн чӗрине ҫапла савӑнтарать пулсассӑн, этем хӑйӗн пурӑнас кунӗсем ҫинчен питех шухӑшламӗ.19. Недолго будут у него в памяти дни жизни его; потому Бог и вознаграждает его радостью сердца его.
Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Эсӗ тӳрех айккинелле сиксе ӳк, вырӑнта ан тӑр, ун ҫине ан пӑх: ҫапла эсӗ ют шыв урлӑ каҫса кайӑн. Нумай пурӑнас тесессӗн, ӗмӗрӳ вӑрӑм килтӗр тесессӗн, ют шывран аяккалла пӑрӑн, ют ҫӑлкуҫӗнчен ан ӗҫ.]
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫаран хӑрани — ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ вӑл, Святоя ӑнланни — ӑс-хакӑл: 11. ман урлӑ санӑн пурӑнас куну хушӑнӗ, пурӑнас ӗмӗрӳ вӑрӑм килӗ.
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хӑвӑн ҫулна ҫав арӑмран аякра тыт, унӑн алӑкӗ патне ан ҫывӑхар: 9. хӑвӑн сывлӑхна ыттисене, пурӑнас кунҫулна асаплантаракана памалла ан пултӑр; 10. санӑн вӑй-хӑватупа юттисем тӑранса ан пурӑнччӑр, санӑн ӗҫӳ-хӗлӳ ют килшӗн ан пултӑр.
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ывӑлӑм, итле мана, сӑмахӑма хапӑл ту — вара пурӑнас кунҫулу вӑрӑмланӗ.10. Слушай, сын мой, и прими слова мои, - и умножатся тебе лета жизни.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпир пурӑнас ӗмӗр — ҫитмӗл ҫул, тӗреклӗрех пулсассӑн — сакӑрвунӑ ҫул; чи лайӑх вӑхӑчӗ те — йывӑр ӗҫ те чир анчах: вӑл хӑвӑрт иртет, эпир вӗҫсе пыратпӑр.
Пс 89 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй ҫӳллӗ тусем, мӗншӗн эсир Турӑ патшара ларма кӑмӑл тунӑ, ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа пурӑнас ту ҫине вӗчӗрхенсе пӑхатӑр?
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унӑн кунӗ шутлӑ пулсассӑн, вӑл пурӑнас уйӑхсен хисепӗ Сан аллунта пулсассӑн, ун умне иртсе каяйми чикӗ лартрӑн пулсассӑн, 6. куҫӑнтан вӗҫерт ӑна: тара кӗрӗшнӗ ҫын пек, вӑл та хӑйӗн кунӗ вӗҫлениччен канса илтӗр.
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Шуйттан Ҫӳлхуҫана хуравласа каланӑ: тиршӗн — тир хакӗ, пурӑнас кунҫулӗшӗн вара этем хӑйӗн мӗн пуррине те пама хатӗр; 5. Эсӗ аллуна тӑс-ха, унӑн шӑмми-шаккине, ӳтне-тирне сӗртӗн-ха, вӑл Сана мухтаса пурӑнӗ-и? тенӗ.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Акӑ халӗ чурасем эпир; Эсӗ пирӗн аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче унӑн паха ҫимӗҫӗпе, унӑн ырӑлӑхӗпе тӑранса пурӑнас вырӑнне эпир чураланса пурӑнатпӑр.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эсӗ вӗсене астутарсах тӑнӑ: Хӑвӑн саккуну енне ҫаврӑнма ӳкӗтленӗ, анчах вӗсем чурӑсланса Санӑн ӳкӗтӳсене уяман, Эсӗ панӑ йӗркесенчен пӑрӑннӑ — пурӑнас тесессӗн, этемӗн Санӑн саккунна пурнӑҫламалла-ҫке!
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Каларӑм: патшанӑн кӑмӑлӗ пулсассӑн, вӑл мана юханшыв леш енчи ҫӗрсен пуҫлӑхӗсене кӑтартма ҫырусем ҫырса патӑрччӗ: ҫапла вӗсем мана Иудейӑна пӗр чӑрмавсӑр ҫитсе ӳкме паччӑр, терӗм, 8. ҫавӑн пекех патша вӑрманӗсене пӑхса тӑракан Асаф валли ҫырнӑ ҫыру та пултӑрччӗ: вӑл мана Турӑ Ҫурчӗ ҫумӗнчи керем хапхи валли, хула хӳми валли тата хам пурӑнас ҫурт валли йывӑҫ патӑрччӗ, терӗм.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иосия Турӑ Ҫуртӗнче тумалли ӗҫсене пӗтӗмпех туса ҫитернӗ хыҫҫӑн [Хелкия священник Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупнӑ саккун йӗркипе пурӑнас тесе, Иосия патша вилнӗ ҫынсене чӗнекенсене те, ҫӑлтӑрҫӑсене те, Иерусалимпа Иудейӑри чӳк вырӑнӗсене те, йӗрӗхсене те, Астарта юписене те ҫунтарса янӑ; унччен нихӑҫан та Иосия пек пӗтӗм чӗрипе, пӗтӗм чунӗпе, пӗтӗм вӑйӗ-халӗпе Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ, Моисейӗн пӗтӗм саккунне ҫирӗп тытса-уяса пурӑнакан пулман; ун хыҫҫӑн та ун евӗрлӗ патша пулман.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хелкия священник Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тупнӑ кӗнекери саккун йӗркипе пурӑнас тесе, Иосия вилнӗ ҫынсене чӗнекенсене те, асамҫӑсене те, терафимсене те, йӗрӗхсене те, Иудея ҫӗрӗнчи тата Иерусалим хулинчи мӗнпур йӗрӗнчӗке тӗппипех пӗтернӗ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.