Поиск
Шырав ĕçĕ:
34. Ҫапла ӗнтӗ пирӗн йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене тата ҫӗр ҫинче пурӑнакансен йӗркесӗр ӗҫӗсене тараса ҫине хурса виҫ, вара тараса хурси хӑш еннелле тайӑлни курӑнӗ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иеремия, ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, вӗсене ӳпкелесе каланӑ: «Турӑ, хӗрхенсе, пӗтӗм халӑха пӗрле пуҫтариччен ку вырӑн паллӑ пулмӗ. 8. Ҫавӑн чухне ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ӑна кӑтартӗ, вара Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑнӗ, Моисей вӑхӑтӗнчи пек, пӗлӗт те курӑнӗ, Соломон ыйтнӑ пекех, ҫав вырӑн уйрӑмах сӑваплӑ пулӗ» тенӗ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ӗнтӗ сана тискерле тавӑрӗҫ, ӗҫлесе пухнӑ мӗнпур мулна туртса илӗҫ, сана ҫарамаслантарӗҫ, нимӗнсӗр пӑрахса хӑварӗҫ, вара намӑссӑр ҫарамасу, шухӑлӑху, аскӑнлӑху пӗтӗмпе курӑнӗ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Арман чулӗ тыт та тырӑ авӑрт; пӗркенчӗкне хыв, кӗпӳ аркине ҫӗкле, уру туни уҫӑлтӑр, вара каҫах юханшывсем урлӑ: 3. ҫарамасу уҫӑлӗ, ачаш вырӑну та курӑнӗ.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара халӑхсем Ҫӳлхуҫа ятӗнчен хӑраса ӳкӗҫ, ҫӗр патшисем пурте Санӑн мухтавлӑхунтан сехӗрленӗҫ: 17. Ҫӳлхуҫа Сиона ҫӗнӗрен туса лартӗ, Хӑйӗн мухтавлӑхӗпе курӑнӗ; 18. мӗскӗнсенӗн кӗлли ҫине хӗрхенсе пӑхӗ, вӗсем тархасланине ахаль хӑвармӗ.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тӗлӗк пек вӗҫсе иртӗ те — тупаймӗҫ ӑна; ҫӗрле темӗскер курӑннӑ пек курӑнӗ те — ҫухалӗ.8. Как сон, улетит, и не найдут его; и, как ночное видение, исчезнет.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн тума хушрӗ, вара сире Ҫӳлхуҫамӑр мухтавлӑхӗ курӑнӗ, тенӗ.6. И сказал Моисей: вот что повелел Господь сделать, и явится вам слава Господня.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Саккӑрмӗш кунне Моисей Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тата Израиль пуҫлӑхӗсене чӗнсе илнӗ те 2. Аарона каланӑ: ҫылӑх парни кӳме вӑкӑрсенчен пӗр пӑру ил, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме така ил, иккӗшӗ те айӑпсӑр пулччӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫамӑр умне илсе пыр; 3. Израиль ывӑлӗсене те кала: ҫылӑх парни кӳме качака таки илӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи [така,] пӑру тата путек илӗр, вӗсем айӑпсӑр пулччӑр, 4. Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче парне кӳме, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн, вӑкӑрпа сурӑх таки илӗр тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тырӑ-пулӑ парни кӳрӗр: паян сире Ҫӳлхуҫамӑр курӑнӗ, тенӗ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа халӗ те: Яхве тӑвӗ ҫинче курӑнӗ, теҫҫӗ.
Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара ҫапла пулӗ: Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗлӗчӗ ярсассӑн, пӗлӗтре [Манӑн] асамат кӗперӗ курӑнӗ; 15. вара Эпӗ Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата кашни ӳтри чӗрӗ чун хушшине хывнӑ Хамӑн халалӑма аса илӗп; тӗнчене шыв илсе пӗтӗм чӗрчуна пӗтересси урӑх пулмӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.