Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кунӗпех (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яра кун кунӗпех эпӗ Катьӑна шырарӑм.

Весь день я искал Катю.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман хӑлхара кунӗпех — инҫетри артиллери хумӳ янраса тӑчӗ е ҫывхарса килнӗн, е инҫете кайса, хӑй хыҫҫӑн пӗр-пӗр тӑнкӑртаттармалли шултра япала сӗтӗрсе пынӑ пек илтӗнет.

Весь долгий летний день шумел в моих ушах далёкий артиллерийский прибой — то набегал, то откатывался, как будто таща за собой крупную, гулкую гальку.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Астусах та каймастӑп эпӗ ҫак кунӗпех пынӑ ӑсатӑва — декабрӗн кӗске кунӗнче кӑвак ҫутӑлла пуҫласа мӗн каҫ пуличченех пычӗ вӑл.

Я плохо помню эти проводы, продолжавшиеся весь день — от самого раннего утра до сумерек, подступивших по-декабрьскому рано.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунӗпех эпӗ ҫак ухмах та хӑрушӑ тӗлӗк пирки кулянса ҫӳрерӗм, каҫхине вара Варьӑна хампа пӗрле каҫ выртма пыма чӗнтӗм.

Весь день я была под впечатлением этого страшного, глупого сна, а вечером уговорила Варю поехать ко мне ночевать.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Кичем» тени вӑл каллех Бертӑпа мӗн тӑвасса пӗлместӗп тенине пӗлтерчӗ ӗнтӗ; Берта ытла хӑракан пулса кайрӗ, чӗмсӗрленчӗ, текех черетсене те ҫӳреми пулчӗ, яра куна кунӗпех диван ҫинче выртса ирттерет, ҫинчен тата ҫими те пулчӗ.

«Скучно» — это означало, что она снова не знает, что делать с Бертой, которая становилась всё более пугливой и молчаливой и уже не ходила по очередям, а целые дни лежала на диване и, главное, почти перестала есть.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрре, Крымра чухне, ҫапла вӑл пит ывӑнса, шурса килнеччӗ, ытла пӑчӑ пулнипе кунӗпех унӑн ӗнси сурнине аса илтӗм.

Я вспомнила, как однажды в Крыму он вернулся бледный, усталый и сказал, что от духоты у него весь день ломит затылок.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Комендант Ружайкин паян кунӗпех тулта, дворниксемпе командӑлать, халь вӗсем ҫуртӑн фасачӗ ҫине лампӑсенчен тирсе тунӑ иллюминаци тевечӗсем ҫакаҫҫӗ.

Наш комендант Ружайкин весь день бегает по двору, командует дворниками, которые поднимают на фасаде дома гирлянды лампочек для иллюминации.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кунӗпех вӑл салху ҫӳрерӗ, унтан пуҫ ыратать, теме пуҫларӗ, сивӗнекен кӑмака ҫине улӑхса выртрӗ.

Весь день он ходил грустный, а потом сказал, что у него болит голова, и забрался на остывавшую печь.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫак кун эп кунӗпех мӗнелникри пек ҫӳрерӗм.

И весь день я ходила как именинница.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Каҫ пулни чылай вӑхӑт иртсен, мӗнпур пек ӗҫсене пуҫтарсан, эпӗ Анна Семёновна сакки ҫине пырса лартӑм, Игорь тарнипе кунӗпех хуйхӑрса пурӑннӑ ачасем лӑпланчӗҫ.

Поздно вечером, когда все дела кончились и ребята, взбудораженные бегством Игоря, наконец угомонились, я подсела к Анне Семеновне.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫак кун ачасем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатса калаҫма кунӗпех тамбур ҫине чупрӗҫ.

Весь этот день ребята бегали шушукаться в тамбур.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кунӗпех вӗт пӗрне-пӗри куратпӑр, — ҫакӑн пеккинчен тӗлӗнмен хӗрарӑмсем те пур теҫҫӗ-ҫке!

Мы видим друг друга в дневные часы — говорят, что есть женщины, которым это не кажется странным.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунӗпех ларчӗ кунта санӑн Азири тусу, — пӗлтерчӗ анне.

— Весь день тут сидел, кавалер-то твой азиатский, — сказала мать.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл мана кунӗпех кӗтни ҫинчен ҫырать, питӗ курас килетчӗ, тет, анчах нимӗн тӑхтаса тӑмасӑр, каялла Туркмение тухса каймалла пулчӗ, тет…

Он писал, что ждал меня целый день, ему очень хотелось повидать меня, но ему нужно немедленно возвращаться к себе в Туркмению.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хам кӑна тетӗп — мӗншӗн тесен Саня пурпӗрех яра куна кунӗпех Арктически институтра ҫухалатчӗ.

У меня — потому что Саня всё равно с утра до вечера пропадал в Арктическом институте.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Яра-кун кунӗпех ҫыртӑм ӑна эпӗ, ун пек ӗҫленӗ чух тӗрлӗ йывӑр шухӑшсем аптӑратаймаҫҫӗ.

Я писал её целый день, а когда работаешь целый день, разные невесёлые мысли приходят и уходят:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир ӑна кунӗпех, кӑшкӑрашса шӑхӑрса, пӑшал пере-пере шырарӑмӑр.

Мы искали его целый день, кричали, свистели, стреляли.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунӗпех эпӗ Катьӑпа ҫӗре кӗнӗ Марья Васильевна ҫинчен, капитан ҫинчен шутласа ҫӳрерӗм.

Весь этот день я думал о Кате, о покойной Марье Васильевне, о капитане.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ун патне, вӑл манран сан ҫыруна кунӗпех ыйтрӗ, эпӗ памарӑм, тесе ҫырса яратӑп.

Я ей напишу, что ты целый день просил у меня это письмо, а я не дала.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир кунӗпех Водохранилище тӑрӑх ярӑнса ҫӳрерӗмӗр.

Днем мы побродили по озерам-водохранилищам.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней